Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, хӑрах аллипе сӑрӗ хӑйпӑнса, ҫуркаланса пӗтнӗ сарлака чӳрече янаххи ҫине чавсаланса, тепӗр аллипе тусанлӑ кантӑк ҫинче эрешсем туса, нумайччен чӳрече патӗнче тӑчӗ, унтан ун тӑрук вӑхӑтлӑха ӑҫта та пулин каяс, хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗр-пӗччен юлас килчӗ.
25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Газик алӑкне уҫса, унтан ҫӳлӗ те кӗрнек ҫын тухрӗ — хӑрах аллине шлепке тытнӑ, тепӗр алли ҫине кӗрхи пальто уртса янӑ.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шел, хӑрах харши хуҫӑлнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ, хунчӑкам, мана ан хӗрхен, атту, сана кура, эпӗ те ӳлеме тытӑнатӑп, — хӑрах пит ҫӑмартине турткалантарса кулса ячӗ Дымшаков, — конференци ҫиттӗр-ха, ун чухне санӑн Коробинна тӗрӗссине куҫранах калӑпӑр.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Уксахласса уксахла та, — хӑрах урупа!
LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Иван Алексеевич ҫаплах-ха хӑрушла йӑлтӑртатакан хӑрах куҫӗпе (теприне шыҫӑ хупласа илнӗ) шиклӗн те пӑлханчӑклӑн халӑх ушкӑнне ухтарчӗ, унтан сасартӑк, хӑйӗнчен темиҫе утӑмра кӑна Дарья тӑнине курчӗ те, урӑх никам ҫине пӑхмасӑр, ӳсӗр ҫын пек сулкаланса, пӗр утӑм ярса пусрӗ.
LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий шинель тӑхисене вӗҫертрӗ, ӗсӗклесе макӑракан Натальйӑна хӑрах аркӑпа пӗркентерсе, хулпуҫҫийӗнчен ыталарӗ.Григорий расстегнул шинель, одной полой прикрыл навзрыд плачущую Наталью, обнял ее.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗсӗ кайнӑ симӗс гимнастерка симӗсрех хӑмӑр тӑпра тӗсӗпе пӗрлешрӗ: тарӑн мар ҫыран Григорие ҫурхи шывпа юхса килнӗ хӑмӑр юшкӑн купи тӑрринче хӑрах ура ҫинче тӑракан хуралти тикӗш аҫин ҫивӗч куҫӗнчен пытарчӗ.
XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сотня командирӗ ун патнелле хӑрах утӑм туса та ӗлкӗреймерӗ — Григорий тӑнӑ ҫӗртех ҫара кӑкӑрӗпе юр ҫине тӳплетсе ӳкрӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Виҫҫӗрен улттӑ турӑм, — мухтанчӗ Алешка, куҫне мӑчлаттарса тата хӑрах питҫӑмартине туртӑнтарса.— Из трех шестерых сделал, — хвастался Алешка, мигая глазом, дергая щекой.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Эй эс, генерал Платов! — ахӑрса ячӗ хӗҫ кӑна ҫакнӑ хӑрах хуллӑ Алешка Шамиль.— Эй ты, генерал Платов! — ржал однорукий Алешка Шамиль, вооруженный только шашкой.
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл учӗ ҫинчен сикрӗ, атӑ сӑмси йӗнер йӑранинчен ҫакланса ларчӗ те, ятлаҫса илчӗ, хӑрах ури ҫинче сиккелесе, теприне аллипе вӗҫертрӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унта хӗрлисем пӑрахса хӑварнӑ, хӑрах кустӑрми арканса пӗтнӗ, панорамӑсӑр ҫӗмрӗк оруди йӑваланса выртнӑ-мӗн.Там оказалось брошенное красными полуразрушенное орудие, без панорамы и с разбитым колесом.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Петро вилен хӑрах еннелле усӑннӑ урисене майласа хурса наҫилккана йӑтрӗ.Петро раздвинул отходившие свое ноги покойника, взялся за поручни.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл вӑрӑм аркӑллӑ кавалерист шинелӗ ҫинчен ҫыхнӑ пиҫиххине туртса тӳрлетрӗ, казаксем тӑхӑнакан хӗрлӗ мулаххай хӑлхине хӑпартрӗ, маузерӑн йывӑҫ коробкине хӑрах аллипе йӑтса, васкамасӑр крыльца ҫине улӑхрӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мирон Григорьевич хӑрах куҫне пӑшалпа тӗлленӗ пек хӗстерчӗ те ҫӗнӗлле, тулса тӑкӑнакан хаяр тарӑхупа калаҫма тытӑнчӗ:Мирон Григорьевич прижмурил глаз, будто прицеливаясь, и заговорил по-новому, с вызревшей злостью:
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Пуян казака хӑрах аллуна пар та, тепринче ҫӗҫӗ тытса тӑр, унсӑррӑн хӑй сана яшлаттарать…— С богатым казаком одной рукой ручкайся, а в другой нож держи, а то саданет…
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах Дон урлӑ каҫса ҫитес чух малти тупӑ, ҫыран хӗрринчи шыв ҫисе ҫӳхетнӗ пӑра ватса, хӑрах кустӑрмипе шывалла путса анчӗ.Но на выезде переднее орудие, сломав подмытый у берега ледок, обрушилось одним колесом.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унӑн хускалмалла мар хытарнӑ ҫунаттисем сӑрт тӗмески хыҫӗнчен хупланса килекен шурӑ пӗлӗт ытамӗнче хӑрах еннелле чалӑшнӑ хура хӗрес пек курӑнаҫҫӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл кӑштах ҫӗкленчӗ те, касса тикӗсленӗ ҫутӑ хӑмӑр мӑйӑхӗ айӗнче хӑрах тути хӗррипе ҫеҫ кулса, куҫӗсенчи, ватӑлса кайнӑ пӗтӗм сӑнӗ-питӗнчи сивӗ хӗлхеме тартманнипех, хыпаланса та хӗпӗртесе кайса аллине тӑсрӗ:
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.