Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Эпӗ сана халӗ мӗн хушнине астуса тӑр: акӑ Эпӗ сан умӑнтан аморрейсене, ханаансене, хетсене, ферезейсене, евейсене, [гергесейсене] тата иевусейсене хӑваласа яратӑп; 12. асту, ху пырса кӗрес ҫӗрти ҫынсемпе килӗшӳ ан ту, вӗсем сирӗн хушшӑрта таната пулса ан тӑччӑр.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: тапран, хӑв та, эсӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ халӑх та Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова «ӑна санӑн йӑхна парӑп» тесе тупа тунӑ ҫӗре кайӑр; 2. сан умӑнтан [Хамӑн] Ангелӑма ярӑп, ханаансене, аморрейсене, хетсене, ферезейсене, [гергесейсене,] евейсене тата иевусейсене хӑваласа ярӑп, 3. [вӑл сире] сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре [илсе] ҫитерӗ; Хам Эпӗ, сире чурӑс халӑх пулнӑран ҫул ҫинче пӗтерсе пӑрахас мар тесе, сирӗн хушшӑрта пымӑп, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Тепӗр кунне Моисей халӑха каланӑ: эсир пысӑк ҫылӑх турӑр; эпӗ Ҫӳлхуҫамӑр патне улӑхам, сирӗн ҫылӑхӑра каҫарттарса пулмӗ-и, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах Моисей Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, тархаслама пуҫланӑ, вӑл каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Египет ҫӗрӗнчен хӑватлӑ вӑюпа, ҫирӗп аллупа илсе тухнӑ хӑвӑн халӑху ҫине ҫиллӳ тӑвӑлса ан ҫиттӗрччӗ, 12. Египет ҫыннисен: вӗсене Вӑл тусем хушшинче вӗлерсе пӗтерме, вӗсене ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтерсе тӑкма илсе тухнӑ, тесе каламалла ан пултӑрччӗ; Хӑвӑн ҫулӑмлӑ ҫиллӳне пӑрса ярсамччӗ, Хӑвӑн халӑхна пӗтерес шухӑшна улӑштарсамччӗ; 13. Хӑвӑн чурусене Авраама, Исаака, Израиле [Иакова] аса илсемччӗ, Эсӗ вӗсене Хӑвна асӑнса тупа туса каланӑ: сирӗн вӑрлӑхӑра йышлӑран та йышлӑ, тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тӑвӑп, Эпӗ каланӑ ҫакӑ пӗтӗм ҫӗре сирӗн вӑрлӑхӑра парӑп, [ӑна] вӗсем ӗмӗрех тытса тӑрӗҫ, тенӗ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: 13. Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли; 14. шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр; 15. ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр; 16. Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр; 17. ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫакӑ — сирӗн сыпӑкран сыпӑка пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли яланхи парне, санпа калаҫмашкӑн Эпӗ сире ҫавӑнта курӑнӑп; 43. Израиль ывӑлӗсене ҫавӑнта курӑнӑп, ҫав вырӑн Манӑн мухтавлӑхӑмпа сӑваплӑ пулӗ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Санӑн чиккӳсене Хӗрлӗ тинӗсрен пуҫласа Филисти тинӗсӗ патне ҫитиччен, пушхиртен пуҫласа [аслӑ] юханшыв [Евфрат] патне ҫитиччен тӑвӑп, ҫак ҫӗрти халӑха сирӗн аллӑра парӑп, вара вӗсене ху патӑнтан хӑваласа ярӑн; 32. вӗсемпе те, вӗсен туррисемпе те [ан хутшӑн,] туслӑ пулма канаш ан ту; 33. вӗсем сана Мана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗртчӗр: ҫавӑнпа вӗсем санӑн ҫӗрӳнте пурӑнмалла мар; эхер те эсӗ вӗсен туррисене пуҫҫапас пулсассӑн, ку саншӑн таната пулӗ, тенӗ.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Манӑн Ангелӑм санӑн умӑнтан пырса сана аморрейсем, хетсем, ферезейсем, ханаансем, (гергесейсем,) евейсем тата иевусейсем патне ертсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсене [сирӗн умӑртан] пӗтерсе тухсассӑн, 24. эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: 25. Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр, Вӑл вара санӑн тырру-пуллуна, [санӑн эрехне,] санӑн шывна пиллӗ; сирӗн ҫинчен чир-чӗре сирсе ярӑп.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; 21. Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Моисей халӑха каланӑ: ан хӑрӑр; Турӑран хӑрамаллине хӑйсемех курччӑр тесе, ҫылӑх ан туччӑр тесе Турӑ [сирӗн патӑра] сире сӑнама-тӗрӗслеме килчӗ, тенӗ.
Тух 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Эпӗ Израиль ывӑлӗсем ӳпкелешнине илтрӗм; вӗсене кала: каҫхине аш ҫийӗр, ирхине тӑраниччен ҫӑкӑр ҫийӗр — вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, иккенне пӗлӗр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем; 5. улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: мӗн эсӗ Мана кӑшкӑрса чӗнетӗн? Израиль ывӑлӗсене кала, вӗсем утчӑр, 16. эсӗ туюна ҫӗкле те аллуна тинӗс ҫине тӑс, ӑна икӗ еннелле уйӑр, Израиль ывӑлӗсем тинӗс варринчен типӗ ҫӗртен каҫса кайӗҫ; 17. Эпӗ [фараонпа мӗнпур] Египет ҫыннисен чӗрине хаярлатса ярӑп, вӗсем вара сирӗн хыҫҫӑн кайӗҫ; ҫапла фараон ҫинче, унӑн пӗтӗм ҫарӗ ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; 18. Хамӑн мухтавлӑхӑма фараон ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче кӑтартсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Эхер те сан патна ютран килнӗ ҫын пырса вырӑнаҫас пулсассӑн, вӑл Ҫӳлхуҫашӑн Пасха тӑвасшӑн пулсассӑн, унӑн килӗнчи пӗтӗм арҫыннин ӳтне кас, вара вӑл Пасха тума тытӑнтӑр, ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫын пекех пултӑр; ӳтне касман ҫыннӑн ӑна нихӑшӗн те ҫимелле мар; 49. ҫак ҫӗрте ҫуралса ӳснӗ ҫыншӑн та, сирӗн хушшӑра ютран килсе вырӑнаҫнӑ ҫыншӑн та пӗр саккун пултӑр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Египета пӗтерме кайӗ, Ҫӳлхуҫа алӑк урлавӗпе икӗ янахӗ ҫинчи юна курӗ те алӑк ҫумӗнчен иртсе кайӗ, пӗтермӗше сирӗн килӗрсене кӗртмӗ, сире пӗтерме памӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пӗрремӗш кунӗн каҫӗччен тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; 19. сирӗн килӗрсенче ҫичӗ кун йӳҫӗ чуста пулмалла мар, мӗншӗн тесессӗн кам йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиет, ҫав чуна — вӑл ют ҫӗртен килнӗскер-и е ҫуралнӑранпах ҫав ҫӗрте пурӑнаканскер-и — Израиль [ывӑлӗсен] халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тутлӑлла ҫӑкӑр уявне туса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн шӑп ҫакӑ кун Эпӗ сирӗн халӑхӑра Египет ҫӗрӗнчен кӑлартӑм, ҫакӑ куна ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке тӑрӑх сыпӑкран сыпӑка уяса тӑрӑр.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.