Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӗ the word is in our database.
пулӗ (тĕпĕ: пулӗ) more information about the word form can be found here.
Ку тӗрӗс те пулӗ тен.

Возможно, что это была правда.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санпа юрату ҫинчен калаҫни кулӑшла та пулса тухать пулӗ!

Быть может, это смешно, что с тобой я говорю о любви!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка Мускавра пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, ҫарта мар пулӗ вӑл, ҫарта пулсан та пурпӗрех вӑл хӑй хваттерӗнче пурӑнать.

Ни одной минуты не сомневался я, что он в Москве, вероятно не в армии, а если в армии, всё равно живёт на своей квартире.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӑшалӑм ҫукчӗ манӑн, кӗтесре тӑракан милиционера ик-виҫ сӑмах хушсан та юратчӗ пулӗ тен.

Оружия не было, и, может быть, стоило сказать несколько слов милиционеру, стоявшему на углу.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытлашши нимӗнех те ҫукчӗ пулӗ пирӗн калаҫура, паспортистка ҫапах та кулас килменрен кулкаларӗ, кӳршӗри пӳлӗмрен вара чипер картус тӑхӑннӑ пӗр ытла лӑпкӑ ҫамрӑк ҫын васкамасӑр тухрӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Кажется, ничего особенного не было в этом разговоре, но паспортистка неестественно улыбнулась, а из соседней, тоже дощатой комнаты вышел очень спокойный молодой, с медленными движениями человек в хорошенькой кепке и внимательно посмотрел на меня.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ленинградра чухне вӑл Кира патне ҫырсах тӑратчӗ, тен Кира е эсӗ хӑвах Катя ҫинчен мӗн те пулсан пӗлетӗр пулӗ?

Она переписывалась с Кирой, когда была в Ленинграде, — может быть, Кира или ты что-либо знаете о ней?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хаклӑ Иван Павлыч, тен эпӗ вилни ҫинчен сарӑлнӑ хыпар сирӗн пата та ҫитнӗ пулӗ, анчах ку ҫырӑва шӑпах эпӗ хам ҫырнӑ, сирӗн Сашӑр».

Дорогой Иван Павлыч, может быть, известие о моей смерти донеслось и до вас, но это пишу вам именно я, ваш Саня».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан тен ӑна шыраса тупиччен урӑх ҫӗре те ҫитесси пулӗ.

Возможно, что оттуда поеду и дальше — до тех пор, пока не найду её.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е кӳршӗри урампа ҫав ҫуртсен хӗррипе вӗсене хирӗҫех пытӑм пулӗ.

Или прошёл навстречу по соседней улице, за узкой линией зданий.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Е икӗ минута ҫеҫ кая юлса ҫав ҫул урлах каҫрӑм пулӗ.

Или пересёк его двумя минутами позже.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен карттӑ ҫине тепӗр хут пӑхсан, ҫав кунхине вӗсен ҫулӗ те манӑннипе юнашарах иртнӗ пулӗ.

Быть может, если снова взглянуть на карту, их путь прошёл в этот день рядом с моим.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑна та шырама тытӑнмасӑр — тен унӑн, кам пӗлет, полевой почта номерӗ ҫеҫ улшӑннӑ пулӗ?

Не попробовать разыскать Петю, у которого — кто знает? — быть может, просто переменился номер полевой почты?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Тен эпӗ ачасем пурӑнмалли пӳлӗмреччӗ пулӗ.

…Должно быть, это была детская.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла нумай каларӑм пуль ҫав, кӑштах аташса, хӑшне-пӗрне темиҫе хут та каларӑм пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл ман ҫамка ҫине темле сивӗ япала хурать те хистесех ҫывӑрма сӗнет.

Может быть, я рассказываю слишком долго и немного путаюсь и повторяюсь, потому что он кладёт мне на лоб что-то холодное и просит, чтобы я непременно уснул:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫсах эпӗ ҫак хӗре мӗнле вӗлернине те тӗшмӗрте пуҫларӑм: ахӑрнех вӑл ман паталла таврӑнатчӗ пулӗ те, чугун ҫул ҫинчи нимӗҫсем автоматпа печӗҫ пулӗ.

Я стал вслух строить предположения о том, как была убита эта девушка: вероятнее всего, она вернулась за мной, и немцы с насыпи дали по ней очередь из автомата.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кайни мана персе вӗлернӗ пекехчӗ ӗнтӗ, е унтан та ытларахчӗ пулӗ, анчах персе пӑрахма унӑн хевти ҫитмерӗ.

что было вполне равносильно, а может быть, даже и хуже убийства, на которое он не решился.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыттине вӑл хӑратасшӑн ҫеҫ хӑтланчӗ, тен, вӑл мана хӑратса, мӗскӗнле тӑвасшӑн тӑрӑшрӗ пулӗ.

Всё остальное Ромашов делал и говорил в припадке вдохновения, очевидно надеясь, что ему удастся испугать и унизить меня.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юри тумастчӗ те пулӗ.

Пожалуй, не притворялся.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ӑна чӑнах та кансӗрччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен, хӗрсем унӑн гимнастерки тӳммине вӗҫертсе ун ӳчӗн сулахай пайӗ хӗп-хӗрлӗ курӑннине асӑрхарӗҫ.

Возможно, что у него действительно начался припадок, потому что, когда девушки расстегнули его гимнастёрку, у него оказалась совершенно красной левая половина тела.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӗрӗс те пулӗ, — терӗм эпӗ — кӑна тӑвасси йывӑр та мар: урасем кӑна пулччӑр.

— Пожалуй, — сказал я. — Для этого нужны пустяки — ноги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed