Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑнасем саланма пуҫларӗҫ, анчах килӗсене ҫитекеннисем сахал пулчӗҫ: нумайӑшӗ есаул патнех, анлӑ кил-хушшинех ҫӗр выртма юлчӗҫ, хуҫинчен ыйтмасӑр юлаканнисем тата нумайрах, хӑшӗ тенкел айне кӗрсе выртнӑ, хӑшӗ урайӗнче ҫывӑрать, тепри вите патӗнче, хӑйӗн учӗ тӑнӑ ҫӗрех выртса ҫывӑрнӑ: ӳсӗрпе ӑҫта ӳкнӗ козак, ҫавӑнта ҫывӑрать, пӗтӗм Киева илтӗнмелле харлаттарса ҫывӑрать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫапла вӗҫкелесе ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл темле майпа-ҫке, ӑнсӑртран ӗнтӗ, кӑмакара чух, хӑй ҫумӗнчи сумкине (вӑрланӑ уйӑхне вӑл ҫавӑнта пытарнӑччӗ) темскертен ҫаклатрӗ те, сумка ани уҫӑлса кайрӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
«Эпӗ ӗнтӗ, мӗскӗн, Крыма тата Туречинӑна каяс тенӗччӗ, ҫавӑнта кайса ҫапӑҫнипе ылтӑн пухасшӑнччӗ те сан патна пурлӑхпа килсе кӗресшӗнччӗ, чиперккем!
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл сире тӳрех пӳрнипе тӗллесе кӑтартать: «Ав ҫавӑнта»! тет, е тата, кирлех пулсан, хутора ҫитерсе яма та пултарать.— «А вот там!» — скажет он, указавши пальцем, и, если хотите, доведет вас до самого хутора.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пысӑк тӗнчене тухиччен ҫавӑнта кайса килем луччӗ; пысӑк тӗнчере курӑнтӑн-тӑк вара — хуть макӑр, хуть ан макӑр, — ответ тыт.Чем показаться в этот великий свет, а показался — плачь не плачь, давай ответ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унӑн вӑйӗ ҫавӑнта!
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Паллах, Скирманово ҫине каймалли ансӑр ҫул ҫавӑнта кӑна.Только там, конечно, и есть танкопроходимая полоса на Скирманово.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Никифор Васильевич утрав тӑрӑх утса тухрӗ: чавса кӑларнӑ йывӑҫсем вырӑнӗнче пур ҫӗрте те тарӑн мар шӑтӑксем, халь анчах кӑларнӑ тӑм тӑпран сарӑ куписем выртаҫҫӗ; вӑрмана, ӑҫта пӑхатӑн ҫавӑнта, кӗреҫесемпе чавса, кустӑрма йӗрӗсемпе чӗрсе пӗтернӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан сулахаялла каймалла — ҫырма пур унта, ҫавӑнта пӗтӗмпех ката ӳссе ларнӑ…Так от нее надо ехать влево, — там есть такая ложбина, и вся она поросла кустарником…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫавӑнта ҫав…
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лида Чебанюк кӗнекесене темле уйрӑмла, эпӗ каланӑ пулӑттӑм, чӑн-чӑн юратупа юратнӑ; мӗншӗн тесен вӑл кӗнекесене вуланинче кӑна мар савӑнӑҫ тупнӑ; алра тытма, автор хушаматне сасӑпа вулама, хӑҫан тухнине ӑна кӑларни ҫинчен мӗн ҫырнине, редактор кам пулнине, хӑш типографинче пичетленине, тиражӗ мӗн чухлине пӑхма; унтан титул ҫине номер лартма, ҫӳлӗк ҫине шӑпах кӗнеке ӑҫта пулма тивӗҫ, ҫавӑнта лартма, кӗнекене вулакана пама, вара унтан каялла илме, ун чухне кӗнекене килӗшнипе килӗшменни ҫинчен ыйтса, ответне тетрадь ҫине ҫырса хума вулани пекех юратнӑ.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Евсей Нарыжнӑя эпир ҫак пӗр чӗрчун та ҫук ҫырмара хӑварар — е вӑл, утӑ капанӗ ҫумӗнче выртса, шухӑшлатӑр, е хӑйӗн Буланӑйӗ ҫине утланса ӑҫта каяс килнӗ ҫавӑнта кайтӑр.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Шӑпах ҫавӑнта…
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫеҫенхирти ҫулсен хуҫисем, сире путевка ӑҫта илсе пырать, ҫавӑнта пур ҫӗрте те кӗтнӗ хӑна пулса тӑраканскерсем, сирӗнпе тӗл пулсан, сирӗн тусанланса пӗтнӗ пит-куҫусене курсан, мӗнле стансовет кучерӗ е вӑкӑрсем кӳлнӗ лавӑн лавҫи сирӗнтен кӗвӗҫнипе хӑйӗн кӑкӑрӗ ыратнине туймӗ-ши; вӗсенчен кам-ха, машин рулӗ умне хӑй мар пулсан та, хӑйӗн ывӑлне е ачин ачине лартасси ҫинчен чун-чӗрере вӑрттӑнла ӗмӗт тытмасть-ши!..
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа Татьяна ӑнланса илме пултараймарӗ: те унӑн ыйтӑвӗнчен, те ҫумӑрӑн сайра та, анчах шултра тумламӗсем кантӑк ҫинче, пӳрт тӑрринче шӑпӑртатма пуҫланинчен кулчӗ Кондратьев, — пирӗн йӑнӑш ҫавӑнта: Хворостянкин ҫумӗнче нумай вӑхӑт хушши парти руководителӗ мар, ҫемҫешке ҫын, хӑравҫӑ, йӑпӑлти, пӗр сӑмахпа каласан, парти ӗҫне ертсе пыма ниепле те шанса пама ҫук ҫын пулнӑ, анчах эпир, — куншӑн пире намӑс, — ҫав ҫынна шаннӑ… —
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫавӑнта, Татьяна Николаевна, — Кондратьев каллех тимлесе итлерӗ те кӑшт ҫеҫ палӑрмалла йӑл кулчӗ.— В том, Татьяна Николаевна, — и Кондратьев снова прислушался и лишь незаметно улыбнулся.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав икҫӗр ҫухрӑма вӑл икӗ эрне хушши кайнӑ, вара, пачах чирлесе, вӑйсӑрланса пӗтнӗскер, вӑл хӑй килӗнчен тӑват ҫухрӑмри яла салана ҫитнӗ, ҫавӑнта вара вӑл хӑйӗн хӗрӗ тесе шутланакан, анчах та хӑйӗн хӗрӗ пулман хайхи аллине хӑй хуҫнӑ Укахвие тӗл пулнӑ та — хӑй те ӑна палламан, лешӗ те палламан.
II // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Анчах та акӑ пичче юлташӗ, студент, хаваслӑ йӗкӗт, ыр ҫын тенӗскер, урӑхла каласан, пире ӗҫме тата картла выляма вӗрентекен пӳтсӗр этем, пӗр ӗҫкӗ хыҫҫӑн пире ҫавӑнта кайма сӗнчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Анчах сарӑ ҫӳҫлӗ шофер кӑмӑллӑн кулса кӗтсе илнипе Сергейпе Ирина тӳссе тӑма пултараймарӗҫ, — ҫав хӑйӗн куллипе те, кӑмӑллӑн ырӑ сунса пӑхнипе те шофер хӑнасене вӗсем ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта пӗр вӑл ҫеҫ илсе ҫитерме пултарать тесе каланӑн туйӑнчӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫунат айӗнче те, инҫетре те, — ӑҫта пӑхатӑн ҫавӑнта, — ирхи хӗвелӗн хӗрӳллӗ хӗлхемӗнче пур ҫӗрте те тем сарлакӑш ҫӗр выртать; вӑл тӗмесемпе, ҫырмасемпе мӑкӑлтанса пӗтнӗ, ҫав тери илемлӗ тӗспе витӗннӗ, — ун пеккине Ирина хӑйӗн пурнӑҫӗнче те курман…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.