Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Крапивин тем шухӑшласа илчӗ те, сӗтел патне пырса, телефон трубкине тытрӗ, кирлӗ номерпе ҫыхӑнтарма ыйтрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Акӑ мӗн, туссем, — сасартӑк тем шухӑш тытрӗ Йысна.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каччӑ пасартан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи хапхаран тухрӗ те, сылтӑма пӑрӑнса, чугун ҫул хӗррипе вӑрманалла ҫул тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑнтӑрла иртсен Филимон Петрович пӗрле юлнӑ отделенипе Экеҫе кайса килме шут тытрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрнарта отряд ҫӗр каҫма шут тытрӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ир енне вара татӑклӑ шухӑш тытрӗ

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каларӑмӑр ӗнтӗ, вунтӑххӑрмӗш ҫулта — ун чухне Крапивин чекистчӗ — Хуралам вӑрманӗнчи хурахсен утаманне Веняна вӑл Сӑпани умӗнче тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа НКВДран Крапивин килне мар, тӳрех тӗрмене ҫул тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлашкинчен Калюков, чӑнах та, пӗрер ҫуллӑха Чӑваш ҫӗршывнех таврӑнмашкӑн, Ҫӗпӗрте пурӑнмалӑх мул ҫителӗклӗ пухмашкӑн шут тытрӗ.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, ещӗк унра иккенне пӗлсен, Валет ӑна тӗнче тӑрӑх шыраса ҫӳрес темерӗ, Канашра кӗтме шут тытрӗ, унта урӑх ятпа хӑна ҫуртне вырнаҫрӗ, ҫапла майпах Калюкова та хӑйпе пурӑнтарчӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑваласа ҫитсе-ҫитсе пычӗҫ хайхискерсем Ехвин хӑнисене, кӗҫех Йӑван кайран чупакан ҫӳллӗрех те сарӑ яша аллинчен ярса тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телефон трубкине каллех дежурнӑй тытрӗ, пуҫлах мӗн каланине тӑнларӗ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем мӑн урама пӑрӑнса кӗрсен те чӗрӗк сехет картишӗнчех тӑчӗ, унтан пуҫне калинккерен кӑларса унталла-кунталла пӑхкаларӗ те, пысӑках мар хутаҫа кӗпе айне пытарса тухрӗ, килне йӑпӑрт кӑна чупса каҫрӗ, пӳрте кӗмесӗрех, сарайне кайса алла кӗреҫе тытрӗ те пахчана, ун вӗҫӗнчи ҫырмана анчӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куччанов ӳкӗтлеттермерӗ, купӑсне алла тытрӗ те ҫавӑнтах ташӑ ҫемми шӑрантарма пуҫларӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗн тӑвӑн, Шамшутдин тытрӗ те янклаттарчӗ эрехе, пӗрре хыпсах ҫӑмартана ҫӑвара чикрӗ, кӑшт чӑмлакаласах ҫӑтса ячӗ те пырне лартрӗ, пӗр самант сывлаймасӑр аптӑраса тӑчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗскер? — сиксе тӑчӗ милиционер, ҫавӑнтах стена ҫинче капурта ҫакӑнса тӑракан револьверне ярса тытрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл пурне те хӑй куҫӗпе курса тишкерме шут тытрӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисем те аптӑраса тӑмарӗҫ: Никифоров унӑн револьверне кӑларса илчӗ, Ваньккапа Майоров портупейне салтса аллисене ҫыхса лартрӗҫ, пӗри ҫӑварне карттуспа пӑкӑларӗ, тепри уринчен тытрӗ

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темшӗн калама шут тытрӗ вӑл кун ҫинчен — кам пӗлет, анчах таркӑнсене хӑрушлӑх пирки питӗ вӑхӑтра систерчӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, салтак пан… — аптранӑ енне унран пулӑшу ыйтма шут тытрӗ Ванькка.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed