Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Катя the word is in our database.
Катя (тĕпĕ: Катя) more information about the word form can be found here.
Тата икӗ эрнерен эпӗ каллех килсен, Катя хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫӗн интересӗсемпе савӑнсах кайнӑччӗ.

Когда через две недели я опять приехал, она была уже полна интересами своей новой жизни.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя часах ӗҫе те тытӑнчӗ, малтан госпитальте медицински сестрара ӗҫлерӗ, унтан Кивӗ Полярнӑйра, докторӑн унта амбулаторнӑй прием пурччӗ.

Сразу же она стала работать — сперва в госпитале медицинской сестрой, а потом в Старом Полярном, где у доктора был амбулаторный приём.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя Иван Иваныч доктор патӗнче ӗҫлесе ӑна кунсерен курма пултарни маншӑн та аванччӗ.

и мне было приятно знать, что Катя живёт подле доктора Ивана Иваныча и видит его каждый день.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Катя юлмах шутларӗ.

Но Катя решила остаться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя, хӗрӗмҫӗм!

Катя, доченька моя!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя тата!

И Катя, Катя!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫывӑх курса ыталатӑп ӑна, вӑйӗ ҫитнӗ таран сана пулӑшинччӗ вӑл, пуринчен ытла Катя майӗпе.

Обнимаю её и прошу помочь тебе, сколько в её силах, особенно насчёт Кати.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та эпир пурпӗрех пӗрле вулаттӑмӑр — эп пӗлеттӗм хам ун хыҫӗнче тӑрса сывланине Катя та туйса тӑрасса.

Но всё равно мы снова читали вместе — я знал, что Катя чувствует моё дыхание за своими плечами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ тулли стакана ӗҫсе яраймасӑрах хыпаланса тӑтӑм та Катя манран ӗлӗкхи пекех, хупа пӗрле парашют илетӗн-и, тесе ыйтса пӗлчӗ.

Только когда я заторопился и встал, оставив недопитый стакан, она спросила, как бывало прежде, беру ли я с собой парашют.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя ман сӑмаха итлерӗ те пит-куҫӗ салхуланчӗ, куҫӗсем вут-ҫулӑмӑн ялкӑшрӗҫ…

Она слушала меня, и у неё было мрачное лицо, а глаза горели, горели…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп ӑна йытӑ площадкинче хамӑр юлашки хутчен сӑмах вӗҫҫӗн сӑмахӑн калаҫнине каласа кӑтартрӑм та Ромашов тунайманнинчен Катя тӗлӗнсех кайрӗ.

Слово в слово я передал ей наш последний разговор на Собачьей площадке, и Катя была поражена признанием Ромашова — признанием,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав палимпсест пек туйӑнчӗ мана Катя Ромашов ҫинчен калани, Ромашов ӑвӑс катинче мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех улталаса каланӑ та, ӑна вара эпӗ резинкӑпа пӑснӑ пек турӑм, ун айӗнчен тӗрӗслӗх тухрӗ.

Это было похоже на палимпсест, когда Катя рассказала мне, чтó, по словам Ромашова, произошло в осиновой роще, а затем я, как резинкой, стёр эту ложь — и под ней проступила правда.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя ҫине пӑхса тӑранаймастӑп эпӗ.

Я не мог насмотреться на Катю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Арҫыннипе пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрес пурнӑҫа хӑнӑхнӑччӗ ҫав ӗнтӗ вӑл, — епле хӗрхенсе те ачашласа, ӳкӗнсе пӑхрӑм эпӗ Катя хутне кӗнӗ май!

Это была привычка женщины, постоянно переезжающей с мужем с места на место, — и с какою жалостью, нежностью, раскаянием я почувствовал Катю в этой печальной привычке!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Маншӑн вӗҫӗмсӗр лайӑх та тӗлӗнмелле улшӑну ӗнтӗ — пӗрне пӗри чи хӑрушӑ вӑхӑтра ҫулталӑк ҫурӑ хушши уйрӑлса пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван кил-йыша таврӑннӑранпа пилӗк-ултӑ сехет те иртнӗччӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫапах та Катя хампа пӗрле иккенне ниҫтан хӑнӑхаймасӑр тӑратӑп.

Уже прошло пять или шесть часов с тех пор, как произошла эта чудная, бесконечно важная для меня перемена — весь мир нашей семейной жизни, покинувший нас так надолго, на полтора страшных года, вернулся наконец, — а я всё ещё не мог привыкнуть к мысли, что Катя со мною.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Варя Трофимова ҫинчен те пӗлтӗм, «пурте Катя шухӑшланӑ пек пулсан, вӗсемшӗн иккӗшиннӗн те телей ҫине телей пулать» тесе калать, тет.

И о Варе Трофимовой я узнал, что «если всё будет, как думает Катя, для них обоих это счастье и счастье».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петенька мӗнле ӳсни ҫинчен те Катя каласа панӑччӗ ӗнтӗ, — хурарах кӑна имӗш, шӑлтах вӑхӑтсӑр ҫӗр айне кӗнӗ Саша сӑнарлӑ.

Уже Катя рассказала, какой стал Петенька, — смуглый и чуть-чуть косит, одно лицо с покойной сестрой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурга турри пек пырса кӗтӗм эпӗ пӳрте, Катя мана пӑр кӳмерккийӗсем купаланнӑ хулпуҫҫийӗмрен пуҫласах шӑпӑрпа шӑлса тасатрӗ.

Как бог пурги, ввалился я в переднюю, и Кате пришлось обметать меня веником, начиная с плеч, на которых выросли и примёрзли высокие ледяные нашлёпки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак йӗри-тавра хупӑрланӑ хура пӗлӗтлӗ юр капламӗсен хыҫӗнче ҫуртсем пуррине ӑспа ҫеҫ тавҫӑрса илме пулать, вӗсенчен пӗринче, пиллӗкмӗш урамра, ҫиччӗмӗш ҫуртра, манӑн Катя тимӗр сухарисене (доктор галечӗсене) эпӗ каланӑ пек камин ҫине ӑшӑтма хурать.

Лишь фантастическое воображение могло представить, что где-то за этими чёрными тучами сталкивающегося снега стоят дома и в одном из них, на Пятой линии, семь, Катя кладёт твёрдые, как железо, галеты на камин, чтобы отогреть их, по моему совету.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Адмирал Катя килни ҫинчен асне илсен тин уйрӑлтӑмӑр эпир…

Мы расстались наконец, и то лишь потому, что адмирал вспомнил о Кате…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed