Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Тепӗр кунхине филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн ывӑлӗсене тупнӑ, 9. вара унӑн тумтирне хывса илнӗ, пуҫне касса илнӗ, кӑралне илнӗ, унтан — хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен йӗрӗхӗсене тата халӑха пӗлтермешкӗн — ҫакна Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме янӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул вара хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.
1 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Махир вара Хупимпа Шупимӑн пӗртӑванне, Мааха ятлӑ хӗре, качча илнӗ; Манассиян иккӗмӗш ывӑлӗ Салпаад ятлӑ пулнӑ.15. Махир взял в жену сестру Хупима и Шупима, - имя сестры их Мааха; имя второму Салпаад.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ; 22. вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саул вӑхӑтӗнче вӗсем Агарь ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене аркатса тӑкнӑ, Галаад ҫӗрӗн пӗтӗм тухӑҫ енне ярса илнӗ те ҫавӑнта Агарь чатӑрӗсенче пурӑнма пуҫланӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Езра ывӑлӗсем: Иефер, Меред, Ефер тата Иалон; фараон хӗрне Бифьяна качча илнӗ Мередран ӗнтӗ Мером, Шаммай тата Ишбах ҫуралнӑ.17. Сыновья Езры: Иефер, Меред, Ефер и Иалон; Иефер же родил Мерома, Шаммая и Ишбаха, отца Ешфемои.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах Гессурпа Сири ҫыннисем Иаир хулисене — Кенафпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, утмӑл хулана — туртса илнӗ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Каярах Есром Галаад ашшӗн, Махирӑн, хӗрӗ патне кӗнӗ, ӑна хӑй утмӑлта чухне качча илнӗ, вӑл вара ӑна Сегува ҫуратса панӑ.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Азува вилсессӗн Халев Ефрафӑна [качча] илнӗ, вӑл ӑна Хура ҫуратса панӑ.19. И умерла Азува; и взял себе Халев [жену] Ефрафу, и она родила ему Хура.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Халдейсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ умӗнчи пӑхӑр юпасене, сапансене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи пӑхӑр тинӗсе ишсе антарнӑ, мӗнпур пӑхӑрне Вавилона турттарса кайнӑ; 14. кӗлӗ тунӑ чухне усӑ курмалли тирӗксене те, калаксене те, ҫӗҫӗсене те, кашӑксене те, мӗнпур пӑхӑр савӑт-сапана та хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 15. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ ылтӑнран та кӗмӗлтен тунӑ тӗтӗркӗчсене те, чашӑксене те хӑйпе пӗрле илнӗ; 16. Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тутарнӑ икӗ юпана, пӑхӑр тинӗсе, сапана илсе кайнӑ, ҫак япаласенче мӗн чухлӗ пӑхӑр пулнине виҫсе кӑларма та май пулман.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара хулана ярса илнӗ, ҫӗрле ҫар ҫыннисем пурте икӗ хӳме хушшинчи ҫулпа патша сачӗ ҫывӑхӗнчи хапха еннелле чупса кайнӑ; халдейсем хула тавра тӑрса тухнӑ пулнӑ, патша вара тӳремлӗх енне каякан ҫулпа тухса тарнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иудея патши Иехония ӗнтӗ Вавилон патши патне хӑй тухнӑ; унпа пӗрле амӑшӗ те, тарҫисем те, аслӑ улпучӗсем те, хайранӗсем те тухнӑ, — Вавилон патши ӑна тыткӑна илнӗ, ку ӗҫ Навуходоносор саккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пулса иртнӗ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав вӑхӑтра Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн чурисем Иерусалима ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вавилон патши Египет патшийӗн ҫӗрне Египет юхӑмӗнчен пуҫласа Евфрат шывӗ таранах ярса илнӗ, ҫавӑнпа Египет патши текех хӑй ҫӗрӗнчен тухса ҫӳреймен.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: Израиле Эпӗ Хам умӑмран сиртӗм, Иудӑна та ҫавӑн пек тӑвӑп, Хам суйласа илнӗ Иерусалим хулине те, Эпӗ: «унта Манӑн ятӑм пулӗ» тесе каланӑ Ҫурта та сирсе пӑрахӑп, тенӗ.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шафан ҫыруҫӑ патша патне пынӑ, ӑна ҫакӑн пек хыпар ҫитернӗ: санӑн чурусем Ҫуртра тупӑннӑ кӗмӗле илнӗ, ӑна вӗсем Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ ӗҫлеттерекен ҫынсене панӑ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне Астарта кӗлеткине лартнӑ; ку Ҫурт пирки Ҫӳлхуҫа Давида тата унӑн ывӑлне Соломона ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра тата Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль халӑхӗ Эпӗ хушнине тата Манӑн Моисей чурам вӗрентсе хӑварнӑ саккуна пӗтӗмпех уяса пурӑнсассӑн, малашне Израиль ҫыннине Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Касӑм смоква илнӗ те ӑна шыҫӑ ҫине хунӑ, вара Езекия сывалнӑ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ассири патшисем хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрсене мӗн-мӗн тунине, вӗсене тӗппипех пӗтерме тупаланине эсӗ илтнех ӗнтӗ — эсӗ тӗрӗс-тӗкел юлайӑн-ши вара?
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия вунтӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Сеннахирим, Ассири патши, Иудӑн мӗнпур ҫирӗплетнӗ хулисене хирӗҫ тапранса тухнӑ та вӗсене ярса илнӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.