Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Надавпа Авиуд хӑйсен ашшӗнчен маларах вилнӗ, вӗсен ывӑл пулман, ҫавӑнпа та священник ӗҫӗсене Елеазарпа Ифамар ӗҫленӗ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Давид тутарнӑ юлашки ӗҫ левитсене — ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене — шута илсе тухни пулнӑ; 28. вӗсен Аарон ывӑлӗсем ҫумӗнче пулмалла пулнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑхса тӑмалла, картишӗнче, хуралтӑ таврашӗнче ӗҫлесе тӑмалла, пур ҫӗрте те тасалӑха тытса тӑмалла, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнчи тӗрлӗ ӗҫе туса тӑмалла пулнӑ, 29. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсене, тырӑ-пулӑ парни валли кӳрекен тулӑ ҫӑнӑхне, тутлӑлла пӗҫернӗ пашалусене, ытти пӗҫернӗ е ӑшаланӑ апат-ҫимӗҫе тӗрӗслесе, шутласа-виҫсе тӑмалла пулнӑ, 30. вӗсен ирсерен Ҫӳлхуҫана аслӑламалла, мухтавламалла пулнӑ, каҫхине те ҫавӑн пекех тумалла пулнӑ, 31. шӑматкунсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗсенче тата уяв кунӗсенче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ чухне, ҫирӗплетнӗ йӗрке тӑрӑх, вӗсен яланах Ҫӳлхуҫа умӗнче пулмалла пулнӑ, 32. вӗсен Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхламалла, сӑваплӑ пӳлӗме пӑхса тӑмалла, хӑйсен тӑванӗсем священниксем, Аарон ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кӗлӗ тунӑ чухне вӗсене пулӑшса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иахаф — асли, Зиза иккӗмӗшӗ пулнӑ; Иеушпа Бериян ачисем йышлӑн пулман та, ҫавӑнпа вӗсем пӗр кил-йыш шутланнӑ.
1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак ӗҫ Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ӗҫ пулман, ҫавӑнпа та Вӑл Израиле хаса панӑ.7. И не угодно было в очах Божиих дело сие, и Он поразил Израиля.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Туррӑм, Эсӗ Хӑвӑн чуруна «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, ҫавӑнпа Санӑн чуру Сан умӑнта кӗлтума хӑюлӑх ҫитерчӗ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид ҫав керемре пурӑннӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ.7. Давид жил в той крепости, потому и называли ее городом Давидовым.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хапха хуралҫисенчен хӑш-пӗрисене тата кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан савӑтсене хураллама хушнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна шутласах йышӑннӑ, шутласах панӑ.28. Одни из них были приставлены к служебным сосудам, так что счетом принимали их и счетом выдавали.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман; 2. Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.
1 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ир, Иудӑн малтанхи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа Вӑл ӑна вӗлернӗ.И был Ир, первенец Иудин, не благоугоден в очах Господа, и Он умертвил его.
1 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вавилон патши Египет патшийӗн ҫӗрне Египет юхӑмӗнчен пуҫласа Евфрат шывӗ таранах ярса илнӗ, ҫавӑнпа Египет патши текех хӑй ҫӗрӗнчен тухса ҫӳреймен.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 19. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана килсе кӗреймӗ, унта ҫӗмренӗпе переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ. 33. Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ. 34. Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, чӑнах ҫапла — Ассири патшисем мӗнпур ҫӗршыва, вӗсен ҫӗрӗсене ҫаратса тухрӗҫ, 18. вӗсенӗн туррисене вут-ҫулӑма ывӑтрӗҫ; анчах та вӗсем турӑсем мар, этем алли ӑсталанӑ йӗрӗхсем — йывӑҫ та чул; ҫавӑнпа тӗп тунӑ та ӗнтӗ вӗсене.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Унта пурӑнма пуҫланӑ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине арӑслансем янӑ, арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑнӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа патшана Ҫӳлхуҫа тилҫе чирӗ ертнӗ, вара вӑл мӗн виличченех ҫав чирпе асапланнӑ, пурӑнма та уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ.5. И поразил Господь царя, и был он прокаженным до дня смерти своей и жил в отдельном доме.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах та Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Охозиян пӗртӑванӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне хӑйӗн ҫывӑрмалли пулӗмне илсе кӗрсе пытарнӑ; Иоаса ҫапла Гофолияран сыхласа хӑварнӑ, ҫавӑнпа вӑл чӗрӗ юлнӑ.
4 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ииуй хӑй ҫыннисене каланӑ вара: эсир манпа килӗшетӗр пулсассӑн, Изрееле хыпар ан ҫиттӗр, ҫавӑнпа хуларан никам та ан тухнӑ пултӑр, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.