Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Турӑ тата каланӑ: «анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем унтан тухӗҫ те ҫак вырӑнта Мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: «санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватҫӗр ҫула яхӑн чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мухтав Турри пирӗн Авраам аттемӗре вӑл Месопотамире пурӑннӑ чухнех, Харрана куҫса кайичченех, курӑннӑ та 3. каланӑ ӑна: «хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартас ҫӗре кай» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне аслӑ священник каланӑ: ҫапла-и ку? тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан суя кӳнтеленсене илсе пынӑ, лешӗсем ҫапла каланӑ: ку ҫын ҫак сӑваплӑ вырӑн ҫинчен те, саккун ҫинчен те хурласа калаҫма чарӑнмасть; 14. Назарет Иисусӗ ҫак вырӑна аркатӗ, сире Моисей панӑ йӑласене улӑштарӗ тесе каланине эпир хамӑр илтрӗмӗр, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тӑванӑмӑрсем, эсир хӑвӑр хушшӑртан пурте хисеплекен ҫичӗ ҫынна — Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑскерсене, ӑслӑ-тӑнлӑскерсене — суйласа илӗр; ҫак ӗҫе туса тӑма ҫавсене хушӑпӑр; 4. эпир хамӑр яланах кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе тӑрӑпӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав кунсенче, вӗренекенсем йышлӑлансассӑн, эллинсем хушшинчи еврейсем Иудейӑри еврейсене ӳпкелеме пуҫланӑ: куллен-кун мӗн кирлине валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене хисепе хумаҫҫӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Халӗ сире ҫавӑнпа калатӑп та: хӑпӑр ҫак ҫынсенчен, ан тивӗр вӗсене; вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсенӗн ҫак ӗҫӗ этемрен пулсассӑн — пӗтӗмпе путланса ларӗ; 39. Турӑран пулсассӑн — эсир ӑна пӗтереймӗр; астӑвӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса ан тӑрӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑн ҫинчен пӗлтерсе тӑракансем — эпир тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнса тӑракансене панӑ Таса Сывлӑш, тенӗ.32. Свидетели Ему в сем мы и Дух Святый, Которого Бог дал повинующимся Ему.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара хурал пуҫлӑхӗ тарҫӑсемпе кайса апостолсене пӗр ирӗксӗрлемесӗр илсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем халӑх хӑйсене чулпа персе вӗлересрен хӑранӑ; 27. илсе килсен вӗсене синедрион умне тӑратнӑ та, аслӑ священник вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: 28. эпир сире ҫак ят ҫинчен вӗрентме хытарсах чармарӑмӑр-и? акӑ ӗнтӗ эсир хӑвӑр вӗрентӗве пӗтӗм Иерусалима сартӑр, Ҫав Ҫыннӑн юнне пирӗн ҫине ҫитересшӗн тӑрӑшатӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара каялла таврӑнса каласа панӑ: 23. тӗрмене питӗ тӗплӗ питӗрнӗ, хуралҫӑсем те алӑкӗ умӗнчех тӑраҫҫӗ, эпир ҫакна хамӑр куртӑмӑр, анчах уҫса пӑхсан унта никама та курмарӑмӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах та Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкне уҫнӑ та вӗсене илсе тухса каланӑ: 20. кайӑр та, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӑрса, чӗрӗлӗх паракан ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех халӑха каласа парӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен йышӗ — темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм — ытларах та ытларах хушӑнса пынӑ, 15. чирлӗ ҫынсене урама иле-иле тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ, иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин вӗсем ҫине ӳктӗрччӗ тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Петр ӑна каланӑ: эсир капла Турӑ Сывлӑшне сӑнама пӗр канашлӑ пултӑр-и? акӑ санӑн упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та йӑтса тухӗҫ, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ: ҫапла, ҫавӑн чухлӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Петр унран ыйтнӑ: кала-ха мана, сутнӑ ҫӗршӗн сире ҫавӑн чухлӗ тӳлерӗҫ-и? тенӗ.8. Петр же спросил ее: скажи мне, за столько ли продали вы землю?
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ ҫынсене мар, Турра суйрӑн, тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ курсамччӗ вӗсем пире юнанине, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ, 30. Хӑвӑн аллуна тӑссамччӗ — Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе ҫынсем сывалччӑр, паллӑсем, хӑватсем пулччӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӗр патшисем Ҫӳлхуҫана хирӗҫ, Вӑл ҫу сӗрсе лартнӑ Патшана хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пуҫлӑхсем пӗрле пухӑнса каварлашаҫҫӗ» тенӗ.26. Восстали цари земные, и князи собрались вместе на Господа и на Христа Его.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.