Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут the word is in our database.
шут (тĕпĕ: шут) more information about the word form can be found here.
Нимӗҫсем ҫӗршер гектар ҫӗрӗ ик-виҫ метр тарӑнӑш алтма шут тытсан ҫеҫ.

Разве что немцы решились бы перекопать сотни гектаров, рыть на два-три метра вглубь.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Вара хӑй шут тунипех (нимӗҫсемпе калаҫса килӗштернине е килӗштерменнине кам тӗрӗслесе тӑтӑр?) — вӑл ҫапла пӗлтерчӗ:

И по своему решению (кто будет проверять, согласовано с немцами или нет), — он объявил:

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫитменнине, Луизӑсӑр пуҫне тата, Луизӑчченех, ҫырӑва ыттисем те вулаҫҫӗ, вулаҫҫӗ те — ун тӑрӑххӑн Курт Вернерӑн кӑмӑлӗсем пирки шут туса хураҫҫӗ.

К тому же, кроме Луизы, до Луизы, письмо прочтут и другие, прочтут и сделают выводы о настроениях Курта Вернера.

III // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пуся пӗр вӑхӑт мӑшкӑлласа выляс, тӳрех каласа парас мар, тесе шут тунӑ пулас.

Пуся, видимо, решила немного позабавиться, не говорить сразу, а держать Федосию под бичом ожидания.

II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

1919 ҫулхи август уйӑхӗнче Айронсайд хӑй тума пултарнине туса кӑтартма шут тытрӗ.

В августе 1919 года Айронсайд решил доказать, на что он способен.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Крайневпа Хаджи-Мурат малалла кайма шут тытрӗҫ.

Крайнев и Хаджи-Мурат решили ехать дальше.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫапах та йӗлтӗрҫӗсене кӗтме шут тытрӑмӑр.

Решили все-таки ждать ребят.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Любӑпа Леля боецсем кӗрсе вырнаҫнӑ икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт хыҫӗнчи мунчара ҫӗр каҫма шут тытрӗҫ.

Люба и Леля заночевали в баньке за большим двухэтажным домом, занятым бойцами.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Фролов малалла кайма шут тытрӗ.

Фролов решил двинуться дальше.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑйӗн тӑван ялне ҫитсен, Макин чарӑнса тӑма шут тытрӗ.

Дойдя до своей родной деревни, Макин решил остановиться.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Эпӗ аттемшӗн тавӑрма шут тытрӑм, — терӗ Леля ӗсӗкле-ӗсӗкле.

— Я решила отомстить за папу, — сказала она, всхлипывая.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

…Уява пула хула варринче халӑх чылаях тухса ҫӳренипе усӑ курса, пур енчен те питӗ асӑрханса, Греков каҫхине Базыкина патне кайса килме шут тытрӗ.

…Пользуясь тем, что благодаря празднику в центре города было некоторое «оживление», Греков с соблюдением всяческих предосторожностей решил вечером навестить Базыкину.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Туссем ӗҫкелесе савӑнма шут тытнӑ.

Приятели решили повеселиться.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӑна чей ӗҫтернӗ хыҫҫӑн Шурочка Базыкин патне ҫыру ҫырса яма шут тытрӗ.

Напоив его чаем, Шурочка решилась написать ответ Базыкину.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Валерий ҫак тапхӑрпа усӑ курма шут тытрӗ.

Валерий решил воспользоваться этой паузой.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Павлин малашне те тӳрӗ тӗллесе пеме шут тытрӗ.

Павлин решил продолжать стрельбу прямой наводкой.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Унтан арӑмӗ патне ҫыру ҫырма шут тытрӗ.

Затем Павлин решил написать жене.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вара унта хам кайса килме шут тытрӑм.

Я уж решил сам махнуть туда.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Митинг пӗтнӗ хыҫҫӑн Павлин хӑйӗнчен уйрӑлма пӗлмен Соколова ячӗ те хӑй ҫыран хӗрринче ҫӳреме шут тытрӗ.

После митинга Павлин отослал неотлучно находившегося при нем Соколова и решил пройтись по берегу.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вара унпа пӗрле кайма шут тытрӑм, — Андрей Тихон еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ.

Вот и решил с ним пойти, — Андрей кивнул на Тихона.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed