Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Кӗске вӑхӑтрах тасалса ҫитнӗрен ӑна, сахал пурӑннӑ пулин те, нумай пурӑннӑ темелле: 14-15. унӑн чунӗ Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл усаллӑх хушшинчен кайма васканӑ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Этем ывӑлӗсен чунӗ усаллӑхпа тулнӑ, вӗсен чӗринче, вӗсен пурӑнӑҫӗнче — ӑссӑрлӑх; ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем вилнисем патне каяҫҫӗ.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Этемӗн пӗтӗм ӗҫӗ — хӑй хырӑмӗшӗн, анчах чунӗ унӑн тӑранаймасть.7. Все труды человека - для рта его, а душа его не насыщается.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.
Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫиккере — вӑйран сулӑннӑ ҫынна, эрехе — чунӗ хуҫӑлнӑ ҫынна парӑр; 7. ӗҫтӗр те — ҫитмен пурӑнӑҫне манса кайтӑр, хӑйӗн асапне урӑх ан аса илтӗр.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Кӗвӗҫ ҫын патӗнче апата ан лар, унӑн илӗртӳллӗ ӗҫми-ҫимине ан сӑхлан; 7. ӑшӗнчи шухӑшӗ еплерех, вӑл хӑй те ҫавӑн пекех; вӑл сана: «ӗҫ те ҫи» тет, анчах чунӗ унӑн санпа мар.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йӗркесӗр ҫыннӑн чунӗ усал тӑвасшӑн: вӑл хӑйӗн тусне те хӗрхенес ҫук.10. Душа нечестивого желает зла: не найдет милости в глазах его и друг его.
Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫыннӑн халсӑрлӑхне чунӗ тӳссе ирттерет; чунӗ хавшанӑ пулсассӑн, ӑна кам тӗрек парӗ?14. Дух человека переносит его немощи; а пораженный дух – кто может подкрепить его?
Ытар 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Наян ҫын чунӗ ӗмӗтленет те — анчах усӑсӑр; ӗҫчен ҫыннӑн чунӗ — тӑранӗ.4. Душа ленивого желает, но тщетно; а душа прилежных насытится.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑссӑрскерсем хӑйсенӗн йӗркесӗр ҫулӗ пирки, хӑйсенӗн тӗрӗсмарлӑхӗ пирки асапланнӑ; 18. вӗсенӗн чунӗ пур апата та тиркенӗ, вара вӗсем вилӗм хапхи патнех ҫывӑхарнӑ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем тӳрӗ ҫын чунӗ ҫине эшкерӗпе тӑрӑнаҫҫӗ, айӑпсӑрринех айӑплаҫҫӗ.21. Толпою устремляются они на душу праведника и осуждают кровь неповинную.
Пс 93 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унӑн чунӗ ырӑлӑхра пулӗ, унӑн вӑрлӑхне ҫӗр тивӗ.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа тӳрӗ ҫынна сӑнать, усал ҫынна, пусмӑрлама юратакана Унӑн чунӗ кураймасть.5. Господь испытывает праведного, а нечестивого и любящего насилие ненавидит душа Его.
Пс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Усал ҫын хӑйӗн чунӗ аскӑннипе мухтанать; мула савакан хӑйне юраса пурӑнать.24. Ибо нечестивый хвалится похотью души своей; корыстолюбец ублажает себя.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Е тата ҫын чирлесе выртнипе, пӗтӗм шӑмми-шакки хӑрушла сурнипе ӑса кӗрет, 20. вара пурӑнӑҫӗ ҫӑкӑртан, чунӗ юратнӑ апатран пӑрӑнать.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хулара йынӑшни илтӗнсе тӑрать, ҫын аллинчен вилекенӗн чунӗ кӑшкӑрса макӑрать — Турӑ вара ҫакна чармасть.12. В городе люди стонут, и душа убиваемых вопит, и Бог не воспрещает того.
Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хисеплӗ-и унӑн ачи-пӑчи — вӑл пӗлмест, кӗҫӗне юлнӑ-и вӗсем — вӑл асӑрхамасть; 22. ӑна хӑйӗн ӳчӗ-тирӗ сурни ҫеҫ асаплантарать, чунӗ те хӑйӗншӗн ҫеҫ макӑрать.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫак сӑмахсене илтсен Ассири ҫарӗн пуҫлӑхӗсем ҫийӗнчи тумтирӗсене турта-турта ҫурнӑ, ӗнтӗ вӗсен чунӗ шуйханса ӳкнӗ, вара тапӑрта шӑв-шав, кӑшкӑрашу пуҫланнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӗнтӗ Иудифь ҫитнӗ, кӗрекере ларнӑ Олофернӑн чӗри хускалнӑ, чунӗ пӑлханса ӳкнӗ: вӑл питех те Иудифьпе ҫывӑхланасшӑн пулнӑ, мӗн курнӑранпах ӑна илӗртсе улталамалли мел шыранӑ.
Иудифь 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӗ те пулин чӗнсе илӗр те вӗсене пӗтӗм хулана Олоферн халӑхӗпе унӑн ҫарне парӑр, ҫаратчӑр ӗнтӗ вӗсем, 27. пирӗншӗн вӗсен аллине лексе ҫарату тӳсни аванрах: эпир вӗсен чури пулсан та, пирӗн чун чӗрӗ юлӗ; куҫӑмӑрсем хамӑрӑн кӑкӑр ачисен, арӑмӑрсен, ачамӑрсен чунӗ тухнине курмӗҫ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.