Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Ионафан ӑна хирӗҫ суйласа илнӗ маттур та вӑрҫӑ вӑрҫма хастар хӗрӗх пин ҫынпа тухнӑ, Вефсана пынӑ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Антиох патша ҫӗр хӗрӗх тӑххӑрмӗш ҫулта ҫапла вилнӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫӗр те хӗрӗх саккӑрмӗш ҫулхи тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнче вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та, 53. саккун хушнӑ пек, ҫӗнӗрен туса лартнӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Лисий ӗнтӗ патша юлташӗсем хушшинчен вӑйлӑ арсене — Доримен ывӑлне Птоломея тата Никанорпа Горгие — суйласа илнӗ те 39. вара, патша хушнӑ пек, Иудея ҫӗрне кайма, ӑна тустарса тухма вӗсемпе пӗрле хӗрӗх пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫичӗ пин ҫынлӑ утлӑ ҫар кӑларса янӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша вара ҫарӑн тепӗр ҫуррине хӑйпе пӗрле илнӗ те ҫӗр хӗрӗх ҫиччӗмӗш ҫулхине Антиохи хулинчен, патша хулинчен, тухса кайнӑ, Евфрат шывӗ урлӑ каҫса тури ҫӗршывсене ҫитнӗ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
70. Вӑл ҫӗр те хӗрӗх ултӑ ҫула кайса вилнӗ; ывӑлӗсем ӑна Модин хулинче ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ; уншӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ чунтан хурланса вӗри куҫҫульпе хӳхленӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗмӗш ҫулхине хаслев уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Туррӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрӗнчӗк лартса хунӑ, Иудея хулисем тавра чӳк вырӑнӗ тунӑ, 55. алӑк умӗнче, урамра тӗтӗрнӗ, 56. Турӑ саккунӗн кӗнекисене мӗн тупнине ҫура-ҫура тӑкса вута пӑрахса ҫунтарнӑ; 57. кам та кам патӗнче халал кӗнекине тупсассӑн, кам та кам саккуна уяса пурӑннӑ пулсассӑн, патша хушнипеле ҫав ҫынна вилӗм аллине панӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21. мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22. парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Иона хулара кун каҫиччен мӗн чухлӗ утма май килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫӳренӗ, вӑл ҫапла вӗрентсе каланӑ: тата хӗрӗх кун юлчӗ, унтан Ниневи арканать! тенӗ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Израиль килӗ, пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче парнесемпе ҫӑкӑр парнисем кӳтӗр-и эсир Мана?25. Приносили ли вы Мне жертвы и хлебные дары в пустыне в течение сорока лет, дом Израилев?
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сире вара Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм та, аморрейсен ҫӗрне хӑвӑр валли еткерлӗхе илмелле пултӑр тесе, хӗрӗх ҫул пушхир тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вавилон ҫыннисен Бел ятлӑ кӗлетке-йӗрӗх пулнӑ, ӑна чӳклесе тӑма кулленех пысӑк виҫепе ҫирӗм виҫӗ виҫе тулӑ ҫӑнӑхӗ, хӗрӗх сурӑх тата ултӑ виҫе эрех уйӑрса тӑнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене тытса пӑрахнӑ патша тарҫисем ҫав хушӑра кӑмакана хӗртсех тӑнӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр нефть, сӑмала, сӳс тата ҫапӑ ҫунтарнӑ; 47. ӗнтӗ кӑмака ҫийӗн хӗрӗх тӑхӑр чике ҫӳллӗш ҫулӑм ҫӗкленсе хӑпарнӑ, 48. ҫулӑм тата палка-палка тухнӑ, кӑмака ҫывӑхӗнче пулнӑ халдейсене ӗнтсе, ҫунтарса янӑ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Картишӗн пур кӗтесӗнче те — витнӗ картиш, унӑн тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ вӑтӑр, тӑватӑ кӗтесӗнчи те пӗр виҫеллӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Алӑк сарлакӑшӗ вунӑ чике, алӑк аякӗ пӗр енче пилӗк чике, тепӗр енче те пилӗк чике; Турӑ Ҫурчӗн тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫрӗ: тӑршшӗ хӗрӗх чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике пулчӗ.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ тата ҫапла калать: хӗрӗх ҫул иртсессӗн халӑхсем хушшинче сапаланса пурӑнакан египетсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑп; 14. Египета тыткӑнран тавӑрӑп та вӗсене каялла Пафрос ҫӗрне, хӑйсен тӑван ҫӗрне, илсе килӗп, вӗсем ҫавӑнта вӑйсӑр патшалӑх пулса пурӑнӗҫ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Египет ҫӗрне ҫаралса юлнӑ ҫӗрсем хушшинчи пушхир тӑвӑп; унӑн хулисем пушанса юлнӑ хуласем хушшинче хӗрӗх ҫул пушӑ пулӗҫ, египетсене халӑхсем хушшине салатӑп, вӗсене ҫӗрсем тӑрӑх сапалӑп.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ унтан этем ури утса иртеймӗ, унта выльӑх-чӗрлӗх ури те пусаймӗ, унта хӗрӗх ҫул хушши никам та пурӑнмӗ.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакна тусассӑн иккӗмӗш хут аяку ҫине вырт, ку хутӗнче сылтӑм аяку ҫине вырт, хӗрӗх кун хушши хӑвӑн ҫинче Иуда килӗн йӗркесӗрлӗхне чӑт, Эпӗ сана пӗр ҫулшӑн — пӗр кун, пӗр ҫулшӑн пӗр кун картнӑ.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Навуходоносор акӑ мӗн чухлӗ халӑха тыткӑна хӑваласа кайнӑ: ҫиччӗмӗш ҫулхине — виҫӗ пин те ҫирӗм виҫӗ иудее; 29. Навуходоносор вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимран сакӑрҫӗр вӑтӑр икӗ ҫынна хӑваласа кайнӑ; 30. Навуходоносор ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан ҫичҫӗр хӗрӗх пилӗк иудее хӑваласа кайнӑ; пӗтӗмпе вара тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулать.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.