Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуть the word is in our database.
хуть (тĕпĕ: хуть) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ укҫа пар мана, вара шуйттанне кай хуть!

— Ты деньги-то подай, да и черт с тобой!

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑвӑн мужикусемпе пӗрле Атӑл ҫине хуть: унта хускану пур, мӗнле те пулин интерессем, тӗллев, ӗҫ пур.

Да хоть с своими мужиками на Волгу: и там больше движения, есть интересы какие-нибудь, цель, труд.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ирхине сӑмавар лартать, улпут тасатса пама ыйтнӑ атӑпа кӗпене тасатать, анчах тасатса пама хушманнине пачах тытмасть, хуть ҫав тум вунӑ ҫул ҫакӑнса тӑтӑр.

Он утром ставил самовар, чистил сапоги и то платье, которое барин спрашивал, но отнюдь не то, которое не спрашивал, хоть виси оно десять лет.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кайран хуть мӗн пулсан та, эпӗ шеллемӗп.

Что бы потом ни случилось, я не пожалею.

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ну, этем ретлӗ пултӑрччӗ-и хуть

Ну хоть по человечеству…

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ну хуть кӑшт кӗтсемӗр эпӗ улпутпа хам калаҫса пӑхиччен.

Ну хоть подождите немного, покамест я сам у помещика похлопочу.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Паттюшка тӑванӑм, хуть эсӗ мӗнле те пулин пулӑшсамччӗ пире, намӑслантарсам ӑна, ҫав тӑранман вар-хырӑма.

Батюшка родимый, хотя бы ты нам чем помог, усовестил бы его, утробу ненасытную.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Ну, хуть ҫакӑ пултӑрсам-и эппин: кайӑр ҫулпа ман умран…

 — Ну хоть разве это вот: идите впереди меня по дороге…

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Унсӑрӑн пач никама курас мар хуть.

А то хоть бы и вовсе никого не видеть.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Асанне, сирӗн патӑрта шыв та пулин ӗҫмешкӗн юрать-и хуть? — сасса хӑпартса, ыйтрӑм эпӗ.

— Бабушка, а воды-то у вас, по крайней мере, можно напиться? — спросил я, возвышая голос.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ярмола, хӑй вӑрманне кашни пӗчӗк сукмак, кашни уйрӑм йывӑҫ таранах тенӗ пек пӗлсе тӑраканскер, хӑй ӑҫтине ҫӗрле те, кӑнтӑрла та хуть кирек хӑш вырӑнта та лайӑх чухлаканскер, тӑврари мӗнпур кашкӑра, мулкача тата тилле йӗр тӑрӑх ним йӑнӑшмасӑр уйӑрма пултараканскер, — шӑп ҫав Ярмолах, тӗслӗхрен, «м» саспаллипе «а» пӗрле мӗншӗн «ма» пулнине тем тусан та тавҫӑрса илеймест.

Ярмола, знавший в совершенстве каждую тропинку своего леса, чуть ли не каждое дерево, умевший ориентироваться днем и ночью в каком угодно месте, различавший по следам всех окрестных волков, зайцев и лисиц — этот самый Ярмола никак не мог представить себе, почему, например, буквы «м» и «а» вместе составляют «ма».

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— «… Хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана пите йывӑр.

— «…Горько мне думать о всех делах, которые я мог бы совершить, если бы мне не то что помогли, а хотя бы не мешали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла калаҫсах лартӑмӑр эпир, Валентин Николаевич профессор пыратӑп тесе виҫӗ хут телефонпа пӗлтерчӗ те, ӑна та — ан тив вӑл хуть те профессорах пултӑр — ҫапах та килменшӗн ятласа илтӗмӗр, вӑл каллех темле ҫӗленсемпе е кӗмӗл тӗслӗ тилӗсемпе аппаланнӑ май вӑхӑт пулмарӗ, тет.

Так-то мы сидели и разговаривали, и уже раза три позвонил профессор Валентин Николаевич Жуков и был обруган, даром что профессор, за то, что не приходит, ссылаясь на какую-то очередную затею со змеями или гибридами чёрно-бурых лисиц.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн каласси те ҫак кӑна пултӑр — хӑй сӑнаса пынинчен вӑл пӗр шухӑша килме ӗлкӗрнӗ иккен, вӑл ҫырса хӑварнӑ формулӑсем тӑрӑх Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанӑн хуть те хӑш пайӗнче шывпа пӑр мӗнле ҫулпа пынине, вӑл мӗнле хӑвӑрт пынине шутласа илме май пур.

Скажу только, что он успел сделать выводы из своих наблюдений и что формулы, предложенные им, позволяют вычислить скорость и направление движения льдов в любом районе Северного Ледовитого океана.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн, хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана питӗ йывӑр.

В нём воплотилась для меня та сила, которая всегда связывала меня по рукам и ногам, и горько мне думать о всех делах, которые я мог бы совершить, если бы мне не то что помогли, а хотя бы не мешали.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сан умӑнта эпӗ питӗ айӑпа кӗтӗм, ҫакӑ шухӑш чи йывӑрри вара, ыттисем те хуть ҫӑмӑлах мар та.

Я очень виноват перед тобой, и эта мысль — самая тяжёлая, хотя и другие не многим легче.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хуть те мӗн ту!

Хоть ты что!

XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпе кайма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен ку шуйттан, хуть те мӗнле пулсан та, ман хыҫран йӗрлесе пыратех!

А я не могу идти, потому что этот черт непременно за мной прилипнет!

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Часрах вӑйӑ пуҫласшӑн чӗтресе, Петя каллех тупа туса сӑмах пачӗ, каллех хӗресе асӑнчӗ, парӑма, хуть мӗнле пулсан та, ыран татӑп, терӗ.

Дрожа от нетерпения поскорее начать игру, Петя поспешно дал честное благородное слово и святой истинный крест, что завтра, так или иначе, непременно расквитается.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл хуть те мӗн пултӑр тесе каласшӑн пек туйӑнать.

Казалось, что он хочет сказать, будь что будет.

XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed