Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

паратӑп (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Сире, паллах, эпӗ ҫавӑн пек туни тӗлӗнтерет пулас, анчах эпӗ ӑна ҫапла ӑнлантарса паратӑп: мана хам ку таранччен пурӑннӑ обстановка тертлентерсе ҫитерчӗ.

Вас, по всей вероятности, удивит принятое мною решение, но я объясняю его следующим образом: меня тяготила та обстановка, в которой приходилось вращаться.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыран ӑна каласа паратӑп.

Завтра объяснюсь.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вырӑна ҫитсен — аллӑ хутчен чӗн пиҫиххи паратӑп!

Приедем — полсотни пряжек вварю!

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Чуптӑвӑр, савнӑ чунӑмсем, ҫичшер пус паратӑп!» — тесе шавлать.

«Поцелуйте, шумит, хороши мои, по семаку отвалю».

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вилетӗп те, пурпӗр туса ҫитеретӗпех, вӗсене пӗрер витре ҫӑл шывӗ паратӑп.

Умру — и то приползу по цибарке кринишной дать.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Апла та капла», — тетӗп, йӗркипе каласа паратӑп ӗнтӗ.

«Так и так», — говорю, все рассказываю по порядку.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ сире кунтан тухса кайма канаш паратӑп… — унтан, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса илчӗ, — тепре каласан, эпӗ хамах тӑрӑшӑп ку енӗпе.

— Я вам посоветую уехать отсюда… — И про себя: — Впрочем, я сам постараюсь об этом.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Санӑн сӑмахусене эпӗ аттене каласа паратӑп.

— Я передам папе, что ты говорил.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ухмах хӗр илсе паратӑп! —

На дурочке женю!.. —

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аттепе иксӗмӗр, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха унӑн, клад шырани ҫинчен каласа паратӑп.

— Рассказываю, как мы с покойничком-батей, царство небесное старику, клад искали.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Степана каласа паратӑп.

— Степану скажу словцо…

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Купцасене кайса паратӑп.

Купцам несу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Сана кӗпе-йӗмсем ярса паратӑп: пилӗк мӑшӑр кӗске чӑлха, ҫӳхе катан пиртен ҫӗлетнӗ тӑватӑ кӗпе; тата санпа ӗҫ пирки те калаҫса пӑхасшӑн: эс халь пӗчӗкех мар чинра тӑратӑн, ҫавӑнпа та пӗлме тивӗҫлӗ ӗнтӗ, эпӗ ватӑлнипе халсӑрланса ҫитрӗм, санӑн хуҫалӑха йӗркелесе тӑрасси ҫинчен хӑвӑн шутласа пӑхас пулать, малалла та службӑра пулни ниме те кирлӗ мар тесе шутлатӑп.

Посылаю тебе белье: пять пар нитяных карпеток и четыре рубашки тонкого холста; да еще хочу поговорить с тобою о деле: так как ты уже имеешь чин немаловажный, что, думаю, тебе известно, и пришел в такие лета, что пора и хозяйством позаняться, то в воинской службе тебе незачем более служить.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ак ӗнтӗ Степан король халӑха ҫапла пӗлтерет: пӗр-пӗр хӑюллӑ ҫын тупӑнса ҫав пашана хам патӑма тытса килсен, чӗррӗн илсе килет-и вӑл ӑна, виллине ҫеҫ-и, пурпӗр, ҫав ҫынна пӗр хӑйне ҫеҫ пӗтӗм войскӑна панӑ чухлӗ шалу паратӑп.

Вот объявил король Степан, что если сыщется смельчак и приведет к нему того пашу живого или мертвого, даст ему одному столько жалованья, сколько дает на все войско.

XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анчах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ вӑл, ҫитес эрнерех пуп патне каятӑп та йӑлтах каласа паратӑп, паянтан пуҫласа ҫулталӑк вӗҫленичченех, кашни кунах аллӑшар хут ӳксе пуҫҫапатӑп, терӗ.

Но, однако ж, успокоив себя тем, что в следующую неделю исповедается в этом попу и с сегодняшнего же дня начнет бить по пятидесяти поклонов через весь год.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

йӑлтах туса паратӑп, яр ҫеҫ мана: ҫав хӑрушла хӗресе ан хурсам ман ҫине!»

отпусти только душу на покаяние: не клади на меня страшного креста!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Укҫа паратӑп, мӗн чухлӗ кирлӗ», терӗ вӑл ҫавӑнтах ҫинҫе сассипе, сулахай хӑлхаран.

Денег дам сколько хочешь, — пискнул он ему в левое ухо.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Вакула тимӗрҫӗ мана валли майра патша тӑхӑнса ҫӳрекен пушмака илсе килсе парсан, сӑмах паратӑп, эп ӑна пӗр сӑмахсӑрах качча тухатӑп».

Если кузнец Вакула принесет те самые черевики, которые носит царица, то вот мое слово, что выйду тот же час за него замуж.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ҫавна шута илсе, ҫакӑн пек приказ паратӑп сана: халех ывӑлна, Левко Макогоненкӑна, авлантар, хӑвӑр ялти козачкӑна, Ганна Петрыченковӑна илтӗр вӑл, унсӑр пуҫне мӗн ҫул ҫинчи кӗперсене юсамалла, ял ҫыннисен лашисене, хама пӗлтермесӗр, судри паничсене те ан панӑ пултӑр, хысна палатинчен килнӗ пулсан та памалла мар.

— «А вследствие того, приказываю тебе сей же час женить твоего сына, Левка Макогоненка, на козачке из вашего же села, Ганне Петрыченковой, а также починить мосты на столбовой дороге и не давать обывательских лошадей без моего ведома судовым паничам, хотя бы они ехали прямо из казенной палаты.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Хам влаҫпа усӑ курса приказ паратӑп сире, халӑх та ҫаплах хушать, — терӗ голова, — ҫак самантрах ҫав сурӑха тытса, ман патӑма илсе килмелле, унпа пӗрле ыттисене те, урамра кама курнӑ, ҫавна тытмалла, эпӗ вӗсемпе мӗн тумаллине хамах пӗлетӗп!..»

— Властью моей и всех мирян дается повеление, — сказал голова, — изловить сей же миг сего разбойника: а оным образом и всех, кого найдете на улице, и привесть на расправу ко мне…

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed