Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑйне валли пӗр услови ҫеҫ ыйтнӑ: машинине ҫӗр айне антарма ирӗк памалла пулнӑ.Он потребовал только одного условия: чтобы и машину его партизаны разрешили взять под землю.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Декорацисем ҫӑмӑл пирки Володьӑн ӗҫ нумаях пулман: сцена ҫине тинӗсри хӑрушӑ чӗрчун тухсан, сцена хыҫӗнче аслати, ҫатӑртатнӑ саса тумалла, ун ҫине асамлӑ хунарпа тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ паяркисем — малтан симӗс, унтан хӗрлӗ-кӑвак, хӗрлӗ-хура, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫав тери хӑрушла ҫутӑсем памалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Касторка памалла пулать — тасатса кӑлартӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӗншӗн сана укҫа памалла?
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Мӗншӗн сана виҫӗ тенкӗ памалла, ах, усал ача?
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Ҫавӑнпа калатӑп та ӗнтӗ сире, — татрӗ ун калаҫӑвне Ван Юэ-шэн, — вӗсене Пэй-цзюньпе Цзинь-пу пӗртӑвансем ҫинчен каласа памалла тесе — вӗренччӗр кӑштах вӗсенчен.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Лешӗ килӗшрӗ, анчах та ҫакнашкал условипе: туйсенче тунӑ пек, ӑна турилкке ҫине укҫа хурса памалла.Она согласилась, но с тем уговором, чтобы ей на тарелку клали деньги, как это делается на свадьбах.
XXV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Валеҫсе памалла ӑна.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кунта тата темӗнле станцӑна ҫитсе чарӑннӑ та, пӗр ҫуна ҫинчен теприн ҫине куҫса лармалла, эрех валли памалла.А тут приехали на какую-то станцию и надо перелезать из саней в сани и давать на водку.
II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫапла вара, вӑл ҫынсене ҫак утрав ҫинче эпӗ ҫирӗм сакӑр ҫул хушши мӗнле тӑрӑшса ӗҫлени, тунсӑхласа пӗччен пурӑнни ҫинчен пӗтӗмпех каласа памалла пулчӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ сире пӑшал парсан,темӗнле йывӑр пулсан та, эсир унпа мана хирӗҫ те, манӑн ҫывӑх юлташсене хирӗҫ те тӑмалла мар, эсир ман пӑшалсене эпӗ пӗрре ыйтсанах каялла тавӑрса памалла.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗсен ӑна вӗлермелле, пайӑн-пайӑн касса вакламалла, вара аш татӑкӗсене ҫынҫиенсене валеҫсе памалла.Они должны были убить его, разрезать на части и раздать пирующим куски его мяса.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
— Хинин памалла ӑна, — терӗ Иван Иваныч ҫӑрхаланса.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӗмӗрне те манӑн нимӗнле хуйхӑ та пулман, халӗ, калӑпӑр, патша манран: «Мӗн кирлӗ сана? Мӗн памалла?» — тесе ыйтас пулсан, нимӗн те кирлӗ мар мана!
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Бяла Черква хулине Клисурӑна ҫӗмӗрнӗ пек ан ишсе тӑкӑр тесе ӳкӗте кӗртме пит те йывӑр пулнӑ имӗш: хула вара Тосун-бей пин лирӑ пама пулнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ Тосун-бей хӑй ушкӑнне Бяла Черква хулине ҫӗмӗрсе тӑкасран ҫырлахтарса хӑварма пулнӑ, укҫине парсан, тӗрӗксем килӗсене кайма пултарнӑ; унтан тата хула хӑлӑхӗ пур хӗҫ-пӑшала та ҫӗҫӗ пекӗ таранччен тӗрӗксене памалла пулнӑ; ҫийӗнчен тата пур шанчӑксӑр ҫынсене те влаҫсен аллине памалла пулнӑ.
VIII. Ҫаран // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӗркӗ вӑл сана кунта шырарӗ те тупаймарӗ, вара мана парса хӑварчӗ, сана памалла, терӗ.
XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Ҫапла ӗнтӗ, ҫӑмӑл мар, — тесе шухӑшларӗ Огнянов. — Хупах хуҫине хам пирки каласа пӗлтермелле пулать, ҫав питех шанчӑклӑ мар ҫынна хам шӑпана шанса памалла пулать».
XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав укҫана Клисурӑ хулинче ҫуралнӑ Викентий иеротияккӑна, таса Спасӑн таса монастирӗнче пурӑнакнскере, памалла, вӑл Киева кайтӑр та Болгарие усӑ кӳрес ӗмӗтпе турӑ ҫинчен вӗрентсе килтӗр».
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Енчен пирӗн унран укҫа ыйтмалла пулсан, ӑна хамӑр ӗҫ пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа памалла пулать, ҫынни вӑл Юрдан Диамандиевпа ҫывӑх тӑраканскер.
XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Качака кӗтӗвӗ кӗтсе ҫӳриччен ӑна тискер кайӑк тытма ҫӳресен килӗшерех памалла, сӗм вӑрманта вӑл пайтах упа-кашкӑр курнӑ пулмалла тесе шухӑшларӗ Огнянов.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.