Шырав
Шырав ĕçĕ:
Писатель самантлӑха куҫӗсене ал тупанӗпе хупларӗ.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня, нимӗн тума пӗлмесӗр ал лаппине енчен енне ҫавӑрса пӑхкаласа тӑрать.Таня с отчаянием вертела ее перед глазами, поворачивая ладонью то вверх, то вниз.
XIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Женя, уҫӑ ал тупанне тӑсса, Филька умне пычӗ.
XII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Вӑл тутине ал тупанӗпе шӑлчӗ те шутсӑр тӗлӗннине палӑртакан питне сӑтӑрса илчӗ.Он вытер губы и провел рукой по своему лицу, выражавшему крайнее изумление.
IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Таня аллине тӑсса кушак ҫурине ал тупанӗ ҫине илчӗ.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Акӑ вӑл хӑйӗн сарса хунӑ пысӑк ал тупанӗсене Таньӑна та тӑсса пачӗ.
VI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Филькӑшӑн пулсан суясси те чӑн каласси пекех ҫӑмӑл, ҫавӑнпа вӑл атлас ҫине ал лаппипе ҫатлаттарса ҫапрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унӑн сасси, хӑйне пӗр ал хусканӑвӗпех ирӗке кӑларса, ӑҫталла каяс килнӗ, ҫавӑнталла кайма май туса пана хӗрачана тав тунӑ пек уҫҫӑн илтӗнет.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Унтан хӳме ҫумне кӑкарнӑ пӑланне вӗҫертрӗ, ӑна ал тупанӗ ҫине тӑвар хурса пачӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Сарса хунӑ ал тупанӗсем ҫине хурӑн хӑйӗн пӗркеленчӗк ҫулҫине ӳкерчӗ.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ал сӗмӗпе хыпашласа тупнӑ ҫуртана ҫутса, ҫывӑракан Джим ҫине пӗр авӑк пӑхса тӑтӑмӑр — тӗреклӗ те патвар ҫын-ха вӑл Джим — вара ӑна хуллен вӑратма тытӑнтӑмӑр.
Вӑтӑр улттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗрмере ларакансем перосем яланах пӗр-пӗр хытӑ япаларан тӑваҫҫӗ, ҫурта лартмалли пӑхӑр тыткӑч татӑкӗнчен е мӗн те пулин урӑххинчен — ал айӗнче мӗн пур, ҫавӑнтан!
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Герцог ал пачӗ, эпир Джимпа ҫакӑншӑн питӗ савӑнтӑмӑр.Герцог пожал ему руку, и мы с Джимом очень этому обрадовались.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Патакне пӗтӗм хулна тӑсса пер, вӑл сан шарнир ҫинчи пек пултӑр, хӗрачасем ҫапла переҫҫӗ, арҫын ачасем пек, сулахай хулпуҫҫие малалла пӑрса, ал лаппипе чавсуна ҫеҫ вылятса ан пер, тата акӑ мӗн астуса юл: хӗрача чӗрҫине мӗн те пулин ывӑтсан, вӑл чӗркуҫҫисене сарса хурать, эпӗ сана тӑхлан ывӑтса парсан, эсӗ чӗркуҫҫисене пӗрлештертӗн.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Утравӑн анатри вӗҫне ҫитсен, вӗсем ман ҫине ал сулчӗҫ пулас.Они, наверно, доехали до конца острова и махнули рукой на это дело.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ирсӗр ӗнтӗ вӑл, чӑнах та, анчах пурпӗр ал ҫӗкленеес ҫук манӑн ун ҫине — пултараймастӑп.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хам ирчченех ирӗкли ҫинчен ман ӑна питӗ пӗлтерес килсе тӑрать, анчах унӑн ывӑнчӑк сӑнлӑ пит-куҫне куратӑп та ирӗксӗрех ал сехечӗ ҫине пӑхатӑп.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хӑйсем хаваслӑн пире ал сулаҫҫӗ, анчах мӗншӗн вырӑс салтакӗсем ҫак авалхи ялӑн урамне пылчӑкран, пӗлтӗрхи ҫулҫӑсенчен тата юртан тасатнине, тикӗс мар вырӑнсене тикӗслетнине ҫиелтен тӑрӑшсах хӑйӑр сапнине ӑнланаймаҫҫӗ пулас.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пеме тытӑнчӗ-тӗк тӑшман — тарса хӑтӑлаймастӑн, ал тупанӗ ҫинчи пек йӑлт курӑнать.Случись что, враг тебя моментально накроет, всё как на ладони.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ал ҫитмен, вӑхӑт пулман…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.