Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн the word is in our database.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) more information about the word form can be found here.
— Тухтӑр ӑна хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса илчӗ те, аллине хут татӑкӗ тыттарса, ҫӑмӑллӑн коридора ӑсатрӗ.

— Доктор похлопал его по плечу и, сунув в руки клочок бумаги, легонько вытолкал Григория в коридор.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ытла ҫӑмӑллӑн ҫаптаратӑн-ҫке эсӗ, йӗкӗт.

— Какой ты простой, парень.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫула тухсан, пуҫне ҫыхнӑ бинтне туртса уйӑрчӗ те, юнланса пӗтнӗ ланчашкана сулкаласа, ҫӑмӑллӑн малалла утса кайрӗ.

Дорогой сорвал с головы повязку, шагал, облегченно помахивая бинтом с бархатно-рдяными пятнами.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пӗрре, ҫавраҫилпе ҫӗкленнӗ улӑм пӗрчи пек, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе илет, тепре, енчен-енне сулланса, ҫатан карта ҫумне сӗвӗнет.

Она то неслась, как былка, захваченная вихрем, то, качаясь, прислонялась к плетням.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн тутисем ҫинче хӗвел шевли пек кулӑ вылянать, — вӑл Григорирен, хӑй ана йытӑ пек пӑхӑнса пурӑннишӗн салам, салам мар пулсан, хӑть кӑшт та пулин хӑй ятне ҫӑмӑллӑн асӑнса иртнине кӗтет.

На губах ее трепетно, солнечным зайчиком дрожала улыбка, она ждала поклона от Гриши и хоть легкого, хоть вскользь, упоминания о ней — в награду за ее собачью привязанность, за верность.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лешӗ, сулахай алсыппипе ҫӑмӑллӑн сулкаласа, ҫуннӑ сарай патӗнчен иртсе пырать.

Тот шел мимо сожженного сарая, игриво помахивая кистью левой руки.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл утне ӑмӑртура чупнӑ чухнехи пек сиккипе ячӗ те, пӗр ҫӳллӗ хӳме умне ҫитсе тӑрса, утне ик ури чӗввӗн тӑратрӗ, унтан ҫӑмӑллӑн кӑна леш еннелле сиксе каҫса кайрӗ.

Он, как на скачках, повел коня бешеным намётом, у высокого забора поднял его на дыбы и ловко перемахнул на ту сторону.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен хушшинче Григорий сыхъячӗшӗн унпа сивӗрех пулма тӑрӑшни тата ҫӑмӑллӑн тӑрӑхласа хӗрхенни ҫеҫ кӑштах хутшӑнчӗ.

В его отношения к Аксинье вплелась новая прядка настороженной отчужденности и легкой насмешливой жалости.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ут чӗлпӗрне алӑра тытса тӑнӑ чух, старик хӑйӗн шӑкӑл-шӑкӑл шӑмӑллӑ ват кӗлеткипе йӗнер ҫине ҫав тери ҫӑмӑллӑн улӑхса ларнине сӑнаса, тӗлӗнсе кайрӗ.

Держа поводья, Григорий наблюдал за стариком и удивился легкости, с какой тот метнул на седло свое костистое старое тело.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шавласа выртакан шыв юхӑмӗ ӑна кӗске кӗрӗк аркисенчен, урисенчен турткалать, ҫапкаланса кӑна пыракан ҫуна айккинче йӑвалантарса, чикелентерсе, ҫине тӑрсах ҫӑмӑллӑн анаталла юхтарать.

Его тянуло за полы полушубка, за ноги, влекло с мягкой настойчивостью, переворачивая возле колыхавшихся саней.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫуна сасартӑк шыв айӗнчен тӑратса тӑракан сӑвай юпи ҫине (нумаях пулмасть кӗпере юхтарса кайнӑ иккен) ҫитсе ҫапӑнчӗ те тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Сани резко стукнуло о торчавшую из воды сваю (след унесенного моста) и перевернуло с диковинной ловкостью.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мирон Григорьевич, лӑш курмасӑр тенӗ пекех, акана хатӗрленет, кун каҫипех сарайӗнче тӗрмӗшет, сӳре шӑлӗсем савалать, Гетькӑпала пӗрле ҫӑмӑллӑн кӳлсе ҫӳреме икӗ стан ҫӗнӗ урапа туса лартрӗ.

Мирон Григорьевич исподволь готовился к пахоте, пополневшими днями возился под навесом сарая, тесал зубья к боронам, вместе с Гетьком делал два новых колесных стана.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, ҫӑмӑллӑн кулса илсе, Григорий ҫине пӑхрӗ.

Аксинья, улыбаясь, глядела на Григория.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тухса кайрӗ вӑл, — пыра капланса килнӗ тип куҫҫульне ҫӑтса ярса, ӗсӗклесе илчӗ Наталья, унтан, ҫӑмӑллӑн тайкаланса, ашшӗ умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

— Ушел он, — глотая сухмень рыдания, икнула Наталья и, мягко качнувшись, упала перед отцом на колени.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кимӗ, кӑштах ҫӗкленчӗк сӑмсипеле шыв юхӑмне ҫӑмӑллӑн касса, Донӑн тепӗр хӗрринелле шӑвать.

Баркас приподнятым носом мягко резал стремя, направляясь к противоположному берегу.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька Моховсен килӗ патне пычӗ, вӑлтисене тата ӑманӗсемпе вир кӗрпи хутаҫҫине пӗр ҫӗре хучӗ, хӑй, йытӑсем ан сисчӗр тесе, ҫӑмӑллӑн пусса, крыльца ҫине улӑхрӗ.

Митька подошел к моховскому забору, сложил удочки и кошелку с припасом, — легонько ступая, чтобы не услышали собаки, взошел на крыльцо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Коршунов халь кӑна Дон леш енчен таврӑннӑччӗ те, киммине карта хӗррине ишсе пырса тӑратнӑ чух, юхӑм шыва ҫӑмӑллӑн йӑранлакан сӑрланӑ пӗчӗк кимме асӑрхарӗ.

Он только что приехал из-за Дона и, примыкая к коряге баркас, увидел крашеную легонькую лодку, легко бороздившую течение.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро хӑнӑхнӑ меслетпе йӗнер ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ.

Петро привычным движением вскинул в седло свое сбитое тело.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья тепӗр витрипе те шыв ӑсрӗ: картлӑ кӗвентине хулпуҫҫи урлӑ уртса ярса, ҫӑмӑллӑн тӑйкаланарах утса, сӑрт ҫинелле улӑхса кайрӗ.

Аксинья зачерпнула другое ведро; перекинув через плечо коромысло, легкой раскачкой пошла на гору.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья кӗпер ҫинчен картлӑ кӗвентепе ҫӑмӑллӑн пӗр витре шыв ӑсса илчӗ те, ҫилпе карӑнса тӑракан юбкине ик чӗркуҫҫийӗпе хӗстерсе, Григорий ҫине пӑхрӗ.

Аксинья с подмостей ловко зачерпнула на коромысле ведро воды и, зажимая промеж колен надутую ветром юбку, глянула на Григория.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed