Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ырхан, витӗрех нафталин шӑрши ҫапнӑ хӗрарӑм портсигара илсе аллинче тытса ҫавӑркаларӗ те, типсе ларнӑ пӳрнипе портсигар ҫинчи ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартса: — Ятлӑ япаласене комиссине илместпӗр, — терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах фотографи ҫинчи, ешерекен улӑхри чечексем хушшинче ларакан Ольӑна мар, темле ҫӗнӗ, халиччен палламан, ывӑннӑ, хӗвелте пиҫнипе пит ҫӑмартисем улаланнӑ, тутисем таткаланса кайнӑ, тарланипе витӗрех тӑвар ҫапнӑ гимнастерка тӑхӑннӑ, аллине кӗреҫе тытнӑ, таҫта лере, Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирсенче ӗҫлекен Ольӑна курчӗ вӑл.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл лашине ҫапнӑ; мӗскӗн выльӑх малтан юртӑпа кайнӑ, анчах часах ывӑнса ҫитнӗ, чӗрӗк сехетрен мӗскӗн Владимир мӗн чухлӗ хӑваланӑ пулсан та, утӑпа анчах кая пуҫланӑ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Питрен темиҫе хут ҫапнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑнне ҫухатрӗ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах та ҫавӑн пек хыттӑн пырса ҫапнӑ хыҫҫӑн кашнинчех парти мӗн тери вӑйли, ӑна аркатса тӑкма ҫукки уҫҫӑнах курӑнчӗ.Но после каждого из таких ударов становилось еще очевиднее, как несокрушима партия.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Партие питӗ хытӑ пырса ҫапнӑ пулсан та, ана вӗлерме пултарайман.Хотя партию и постиг сокрушительный удар, уничтожить ее он не мог.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Малтанхи хускану: пӗрре-иккӗ, пӗрре-иккӗ — мӑлатукпа ҫапнӑ пек.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫав тери лайӑх тирпейлесе лартнӑ хваттер кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса ҫапнӑ сӗтел-пукансен, ҫӗмрӗк япаласен купи пулса тӑрать.Образцово прибранная квартира превращается в груду перевернутой мебели и осколков.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ҫак каҫхине Алексей пит те канӑҫсӑррӑн ҫывӑрчӗ, тӗлӗкре вӑл пӗрре юр айне пулса ларнӑ аэродрома курчӗ, тепре хӑй пӗлмен конструкциллӗ «Ла-5» самолёта курчӗ, самолёчӗн — кустӑрмисем вырӑнне кайӑк урисем пулнӑ; кабинӑна техник Юра кӗчӗ пек, кӗнӗ май вӑл Алексее «эсӗ хӑвӑнне вӗҫсе ирттернӗ ӗнтӗ», халӗ вӗҫме ман черет, терӗ пек; унтан тата шурӑ кӗпепе йӗпе йӗм тӑхӑннӑ Михайла Мучи Алексее улӑм ҫине вырттарса милӗкпе ҫапнӑ, хӑй пӗрмай кулнӑ; туй умӗн милӗкпе ҫапса минтретсен те нимӗн те мар, тенӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетме оптимистсем историри тата кӗнекесенчи тӗслӗхсене аса илнӗ, вӗсем хӑрах алӑллӑ Минина та, хӑйӗн вилӗмсӗр музыкине итлемесӗрех ҫырнӑ хӑлхасӑр Бетховена та, хӑйне паралич ҫапнӑ пулин те института ертсе пыма пултарнӑ академик Вильямса та, тата, паллах, Николай Островскине те аса илнӗ, унтан, чӑн юлашки тӗслӗх вырӑнне Диккенсӑн тахӑш геройне илсе кӑтартнӑ, вӑл — алӑсӑр капитан, татӑк алли ҫумне темле тимӗр кукрашка ҫыхса лартса, ҫиме, ӗҫме, ҫырма тата ҫапӑҫма та пултарнӑ иккен.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав, ҫур кӗлеткине паралич ҫапнӑ ҫын, пӗр аллине ҫеҫ хускатма пултараканскер, института ертсе пынӑ, калама та ҫук пысӑк ӗҫсем тунӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Стена ҫинчи сехет вунпӗр ҫапнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йӳҫӗ ҫӑкӑр шӑршипе хресченӗн кивӗ кил-ҫурчӗн шӑрши ҫапнӑ кӗрӗк айӗнче вӑл шӑрчӑк чӗриклетнине итлесе выртнӑ, пӳрнисене те хускатас килмен.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр ҫӗмрӗк танкӗнчен ҫунса кайнӑ кӑвак обмотка чӗркенӗ тата якалнӑ тимер пӑтасем ҫапнӑ хулӑн тӗплӗ пушмак тӑхӑннӑ ура курӑнса тӑнӑ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем пуҫӗсемпе пӗр-пӗрин хулпуҫҫисем ҫине йӑваннӑ, пӗр-пӗрне ҫурӑмӗсенчен чышкисемпе ҫапнӑ, ҫаннисемпе куҫҫулӗсене шӑлнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пушӑпа ҫапнӑ чухнехи пек сасӑпа шӑхӑрса, пульӑсем вӗҫнӗ, вӗсем йывӑҫсен хупписене хӑйпӑтса, туратсене касса татса кайнӑ.Со звуком, похожим на короткий свист хлыста, летели пули, сбивая кору и отрубая ветки.
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Шурлӑхсем ҫине кӑвакрах тӗксӗм шурӑмпуҫ ҫути ҫапнӑ.
13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӗсем шӑмӑсемпе сӗтел ҫине ҫав тери хытӑ ҫапнӑ, ҫавӑнпа та аякран итлекен блиндажра пистолетсенчен переҫҫӗ, тесе шутлама та пултарнӑ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Эппин, тетӗп, мана тӑпрапа ҫапнӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948