Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кулака эпир нушалӑха пула тӳссе пурӑннӑ: вӑл колхозсенчен ытларах тырӑ парса тӑратчӗ.Кулака терпели мы из нужды: он хлеба больше, чем колхозы, давал.
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Мӗнле суйнисене илтетӗн, куратӑн, — тепӗр аяк ҫине ҫавӑрӑнса выртнӑ майӑн каласа ячӗ, — ҫав суяна чӑтса пурӑннӑшӑн кайран санах ухмах тесе хураҫҫӗ, кӳрентерсе хунисене, хур туса хунисене тӳссе ирттеретӗн, ху тӳре, ирӗклӗ ҫынсем енчине уҫҫӑн каласа памашкӑн хӑяймастӑн, ху та суятӑн, йӑл-йӑл кулкалан, — йӑлтах ҫак ҫӑкӑр татӑкӗшӗн, ӑшӑ кӗтесшӗн, пӗр-пӗр ним хак тӑман чиншӑн пулса пырать ӗнтӗ, — ҫук, текех капла пурӑнма май пулмасть!
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Сарӑ Шуйттан хулинчи ҫынсем хӑйсене чӗрӗллех кӑшланине лӑпкӑнах тӳссе ирттереҫҫӗ.Люди в домах города Желтого Дьявола спокойно переносят все, что убивает человека.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
— Эпӗ яланах сахал калаҫатӑп та, анчах мӗнле каламаллине пӗлетӗп, — терӗ йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерекен ҫын, хӑйӗн тивӗҫлӗхне тытма пултарнӑ туйӑмпа, пурнӑҫри сивчирпе кӗрешме пӑрахмасӑр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Лойко тискер кайӑкла пӑхса илчӗ ун ҫине, анчах ним те чӗнмерӗ, — тӳссе ирттерчӗ йӗкӗт, малаллах юрлать.— Зверем посмотрел на нее Лойко, а ничего не сказал — стерпел парень и поет себе:
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Санькӑн ку мӑшкӑла тӳссе тӑма халӗ ҫитеймен.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем урӑххи ҫинчен сӑмах тапратсан, ӑна ҫӑмӑлрах пулчӗ; малалла пӗрле пурӑнма юрать, хӑйсен йышӗ хушшинче «хуйха тӳссе ирттерме» ҫӑмӑлрах, вӗсене те лайӑх пулӗ, мӗншӗн тесен Агафья Матвеевна пек кил-ҫурта йӗркеллӗ тытса тӑма никам та пӗлмест, терӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун чӗри тӳссе ирттернине никам та пӗлмерӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне этеме сайра хутра пулакан шухӑшлӑ кӗске самант ярса илет, ун пек чухне вара ӑна хӑй тахҫан пурӑнса ирттернӗ саманта тепӗр хут тӳссе ирттернӗ пек туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Шӑплӑх та ҫитнӗ, кӑмӑл ҫӗкленнисем те иртнӗ; вӗсем пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ӑнланма, чӑтӑмлӑн та хӑюллӑн тӳссе ирттерме вӗренсе ҫитнӗ, пурнӑҫ ҫаплах шӑпланса ларман вӗсен.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Вӑл асапланать! Турӑҫӑм! Мӗн тӳссе ирттернӗ вӑл?» шухӑшларӗ вӑл хӑраса, ҫавӑнтах ал-ура чӗтренине сисрӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйӗн ӑнӑҫсӑр юратӑвӗшӗн кулянӗччӗ, пулни-иртнишӗн макӑрӗччӗ, ун ҫинчен йӑлтах манӗччӗ, вара… вара «ырӑ ҫынна» качча тухӗччӗ, лайӑх, ӑслӑ, тарават арӑм, ача амӑшӗ пулӗччӗ, мӗн пулни-иртнине хӗр ӗмӗчӗ вырӑнне ҫеҫ хурӗччӗ, хӑй ӗмӗрне пурӑнса мар, тӳссе ирттерӗччӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах вӑл, чӗринче усал та ултавлӑ туйӑмсене путарчӗ пулин те, хӑйӗн шухӑш-ӗмӗтне путарма пултараймарӗ: унӑн куҫӗ умӗнче час-часах, ирӗксӗрех, урӑх юрату сӑнарӗ йӑлтӑртатса тӑчӗ; Обломовпа мар, юлхавлӑн тӗлӗрсе мар, темӗн тӗрлӗ анлӑ, тулли пурнӑҫпа, пӗтӗм ырлӑха-хурлӑха тӳссе — Штольцпа телей курса пурӑнасса Ольга ӗмӗтленнӗҫемӗн хытӑрах ӗмӗтленчӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл таса шухӑш-ӗмӗтпе ҫеҫ Штольцпа туслашнӑ пулсан тен, хӑйӗн намӑсне те хӑнӑхса ҫитнӗ пулӗччӗ, тӳссе ирттерӗччӗ: этем теме те хӑнӑхать!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӗрре юратса курнине, хӑй пултарнӑ таран хӗр именчӗклӗхне те, сасартӑк хӗрелессине те, чӗре ыратнине те, юрату сивӗтсе-вӗрилетсе янине те тӳссе ирттернине Штольц пӗлмен.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн хӑйӗн тӳссе ирттересчӗ ҫакна!
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл уйрӑласшӑн та пулман, вӑл ӑна тӳссе ирттерейместчӗ, Ольгӑпа курнӑҫасшӑн пулса тунсӑхлатчӗ.Он и не хотел разлуки, он бы не перенес ее, пришел бы умолять видеться.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем пӗтӗмпех хавхалантарӑва тата чуна кӳрентерекен пӑлханусене пӗр пек тӳссе ирттерекен ҫамрӑксене килӗшеҫҫӗ; мана канлӗх килӗшет, вӑл кичем те ыйхӑллӑ пулсан та пурпӗрех, анчах ӑна эпӗ пӗлетӗп: тӑвӑлсене эпӗ ҫӗнтерейместӗп.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, сирӗн пит-куҫӑр ҫинче хуйхӑ палӑрнӑ пулӗччӗ (сире манпа кичем пулман тени тӗрӗс пулсан), е эсир, манӑн ырӑ ӗмӗтсене ӑнланса илеймесӗр, кӳреннӗ пулӑттӑр: ӑна та, кӑна та тӳссе ирттереймен пулӑттӑм та, каллех урӑххи ҫинчен калаҫу пуҫарнӑ пулӑттӑм, ун чухне вара таса ӗмӗтсем пӗтӗмӗшпех пӗтсе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлнипе вӗҫленнӗ пулӗччӗҫ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тен, эпӗ те вӑхӑт ҫитсен тӳссе ирттерӗп, тен, манӑн та, сирӗнни пек, ҫавнашкал хавхаланусем пулӗҫ, сирӗнпе тӗл пулсан, ҫавӑн пекех пӑхӑп, чӑнах та хам умра эсир пулнине ӗненмӗп….
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956