Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Дворянсем ҫеҫ Российӑна ҫӑлса хӑвараҫҫӗ!» — тесе хучӗ полковник, хӑй те дворян йӑхӗнчен тухни, Андреяновсен несӗлӗ Дон ҫинче чи авалхи те чи мухтавли пулни ҫинчен сӑмах хушшинче асӑнса.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӑн-чӑн британла мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ вӑл ҫак харсӑр чунлӑ ҫеҫенхир ывӑлӗсен кашни хӑйне расна сӑнлӑ кӗре пичӗсем ҫине, вара вӗсенче темиҫе тӗрлӗ раса хутшӑнса кайнинчен — казаксен ушкӑнне сӑнасарах тинкерсен, ку тӳрех куҫа курӑнать — тӗлӗнсех тӗлӗнчӗ: сарӑ ҫӳҫлӗ славянин-казакпа юнашар каснӑ-лартнӑ монгол пит-куҫлӑ ҫын тӑрать; ун умӗнчех, ав, ҫӑхан ҫунатти пек хура ӳтлӗ ҫамрӑк казак, аллине таса мар бинтпа ҫыхса мӑйӗнчен ҫакнӑскер, библире ҫырса кӑтартнӑ пек кӑвак ҫӳҫлӗ патриархпа ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатса калаҫать; туя ҫине тайӑннӑ, авалхи казак сӑхманне тӑхӑнса янӑ ҫав патриархӑн юн тымарӗсенче Кавказ тӑрӑхӗнчи ту ҫыннисен тап-таса юнӗ ҫӳренӗ пирки саклат хурса та тупӑшма пулать…
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӗнех ӗнтӗ, чуптӑвар, эппин, казаксен авалхи йӑлипе.
V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑйӗн малтанхи ӗҫне вӑл пурнӑҫларӗ, авалхи ҫепӗҫ чӗлхине, культурине аталантармалла тесе пире сӑмахпа ӗнентерчӗ.
Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.
Шкулти пӗр класс кӗтесӗнче музей пеккине йӗркеленӗ, унта та чӑвашсен авалхи пурнӑҫӗн йӗрӗсем пур.В одном из классов школы создан музей, в котором также есть следы старинной чувашской жизни.
Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
— Тата питӗ авалхи йӑла.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Казаксен тахҫантан килекен хӑнӑхӑвӗнчен хӑпсах ҫитеймен Мишка та, Хӗрлӗ Ҫарта пулсан та, авалхи йӑлана ҫав-ҫавах ҫирӗп уяма хатӗрленчӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсене авалхи тӗн йӗркине тытса пурӑнакан казак ӑсатрӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Черккесенче Дон эрехӗ кӑпӑкланса чашкӑрать, унтан нӳхрепсенче нумай вӑхӑт тытнӑ хаклӑ йӳҫек йӑлтӑртатать, тутлӑ шӑршӑллӑ авалхи «лампада» эрехӗ шӑкӑртатса тулать…
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗсресем ун куҫӗ умӗнчех чупрӗҫ; ҫак мӗн ӗмӗртен килекен пӗтӗленӳ ӗҫӗсем авалхи условисенче, нимӗн хӑраса-вӑтанса тӑмасӑр, питӗ тивлетлӗ те ансат пулса иртрӗҫ те, Кошевой ӑсӗнче вара ирӗксӗрех этемсен пурнӑҫӗнчи арлӑх йӗркисене сивлеккӗн хирӗҫле танлаштару ҫуралчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Новочеркасскра сывалакан аманнӑ доброволецсем Краснов автономи патне туртӑннинчен тата вӑл казаксен авалхи йӑли-йӗркисене тепӗр хут тавӑрма ӑнтӑлнинчен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, хӑйсем хушшинче унран йӗрӗнчӗклӗн «хуҫаин» тесе мӑшкӑллаҫҫӗ, Аслӑ Дон Ҫарне «хаваслӑ Дон ҫарӗ» тесе ят параҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫеҫенхир унӑн чунне пӗтӗмпех тыткӑна илчӗ, сӗм авалхи пурнӑҫпа — ӳсентӑран пурнӑҫӗпе — пурӑнма хистесе ирӗксӗрлерӗ.Степь его покоряла, властно принуждала жить первобытной, растительной жизнью.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Йӗри-тавралла, — куҫпа виҫме пулнӑ таран, — вӗҫӗ-хӗррисӗр ешӗл инҫет, чӗтренсе юхакан ӑрша, кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа тӑлланнӑ авалхи ҫеҫенхир тӑсӑлать тата пӗлӗт хӗрринче юмахри пек ытарлӑ та утса-чупса ҫитме ҫук сарлака кӑкӑрлӑ тӗссӗр кӑвак тӗмеске палӑрать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Эпир вара хамӑрӑн авалхи асаттемӗрсем пекех тулли те ҫирӗп сасӑпа: «Сывӑ пурӑн, патша, чаплӑ Мускавра, эпир, казаксем — лӑпкӑ Дон ҫинче!» — тесе калӑпӑр!
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Резолюци ирӗке кӑларнӑ казаксем каллех хӑйсен авалхи чаплӑ йӑли-йӗркисем патне таврӑнӗҫ.Казачество, освобожденное революцией, восстановит весь прекрасный старинный уклад казачьей жизни.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
(Авалхи казаксен юрри)
Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Урам кӗтессинче, авалхи казаксем пек ҫӳллӗ те кӗре кӗлеткеллӗ старикӗн — тахҫан гвардейски батарейӑра службӑра тӑнӑ Архип Богатыревӑн — картишӗнче, хӗрарӑмсем, мӑнкуна хатӗрленсе, ҫаврака пӳрт айккисене тӑмпа сӗреҫҫӗ, шуратса аппаланаҫҫӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Кумӑшӗ — авалхи казаксем пек тӗреклӗскер — ҫилӗллӗн алӑ сулчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сарӑрах шурӑ, авалхи карапсем пек кӗре кӑкӑрлӑ пӗлӗтсем Новочеркасск ҫийӗн майӗпен шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ.Изжелта-белые, грудастые, как струги, тихо проплывали над Новочеркасском облака.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.