Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Санӑн ман партийнӑй звание хисепленипе кӑна та пулин парӑнмаллаччӗ хуть!— Ты хоть из уважения к моему партийному званию поддался бы!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Хуть мӗнле, анчах улталамалла, ура явмалла мар.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Асӑрхаман пек пуласчӗ хуть, — пынӑ ҫӗртех мӑкӑртатса илчӗ Нестеренко.— Сделал бы вид, что не замечаешь, — на ходу буркнул Нестеренко.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫ вӑйне лартса тухасси, ҫак вӑя бригадӑсем тӑрӑх пӗр пек пайласси пирки — малашне асту, утӑ ҫулнӑ чухне хуть, уйрӑмах вара тыр-пул пуҫтарса кӗртнӗ чух.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хуть ҫакӑн пек ак, хальхи пек.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кам та кам ун юнлӑ хаяр ачашлӑвне хуть пӗр хут кӑна тутанса курнӑ пултӑр, ҫавӑ нихӑҫан та манайман ӑна, унашкалсем вара ӗмӗрлӗхех унӑн сирсе ывтӑнтарнӑ мӗскӗн чурисем ҫех пулса юлнӑ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ амаҫури аннӳпе калаҫрӑм — вӑл сана тытса тӑмасть, халӗ ӗнтӗ хуть те ӑҫта кай.Говорила я с мачехой — она тебя не держит, иди теперь хоть на все четыре стороны.
31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шарлас марччӗ хуть.
27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Пиҫнине пулсан татахчӗ хуть. Кусем ав, ешӗллинех, хыттинех, турачӗ-мӗнӗпе вӑтӑрса тухнӑ», терӗ вӑл.И не обидно — спелую, а то зеленую, жесткую, прямо с ветками, сказала она.
26-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрмана каясчӗ хуть.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Председатель патне ҫитнӗ иккен, ӑна каласа кӑтартнӑ ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Санька амӑшӗ пирки, — пирӗн пурте йӗркеллӗ тет пулӗ-ха. Пӗлсенччӗ хуть»…
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр паккус та пулин ҫулам хуть!
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Санӑн кашни курӑках чӑмлас марччӗ хуть! — тесе ҫилленет амӑшӗ. — Сахал-и ҫӗр ҫинче курӑк, пурне те астивсе пӗтереймӗн».
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эсӗ шкултан таврӑнсан яшка ҫиетӗн те вара хуть те ирччен кастарса ҫӳре! — тарӑхать Санька.Из школы пришел, щей навернул и болтай болты хоть до утра! — сердился Санька.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов кӑшт тӗлӗрсенех, пӳлӗмре пукан хӑй тӗллӗн ӳксенех, е юнашар пӳлӗмре кивӗ савӑт-сапа ӳксе ҫӗмӗрӗлсенех, е тата ача-пӑчасем шавлама тытӑнсанах — хуть те тухса тар!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Пурин умӗнче те, хуть турӑ умӗнче!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗн тери телейлӗ ҫынсем пур тӗнчере, вӗсем тепӗр ҫынна хӑлхаран пӗр сӑмах пӑшӑлтатаҫҫӗ е пӗр йӗрке ҫырма хушаҫҫӗ, е хут ҫине хӑй ятне кӑна ҫыраҫҫӗ — сасартӑк вӗсен кӗсйи минтер пек хулӑнланса каять, хуть пуҫ айне хур.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Аллӑрсем мӗнле лайӑх сирӗн, хуть халех ӳкерсе илме юрать, — сасартӑк каласа хучӗ Обломов.— Как у вас хороши руки, — вдруг сказал Обломов, — можно хоть сейчас нарисовать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ну, хуть тепӗр виҫ кун пар, эппин, ҫут тӗнчере пурӑнмашкӑн, унтан вара ҫийӗн. Вилмешкӗн ҫӑмӑлтарах пулӗ мана ҫапах та», — тет кун хыҫҫӑн мулкач.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хамӑра уйрӑлмашкӑн ытла йывӑр ан пултӑр тесе, атя юлашки кунсене те пулин хавассӑн ирттерер хуть.Давай хоть последние дни проведем весело, чтобы нам не так тяжело было расставаться.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.