Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Утнӑ (тĕпĕ: ут) more information about the word form can be found here.
Соньӑсен ҫурчӗ еннелле утнӑ чух Сергей кулкаласа, шӳт туса пычӗ, Соньӑна пӗр хут вӗриленнӗ питҫӑмартинчен чуптуса та илчӗ, анчах вӑл хӑй те, Соня та ахаль кӑна чуптунине пӗлчӗҫ.

Всю дорогу по пути к ее дому Сергей старался казаться веселым, шутил, но и сам он знал, и Соня понимала, что все это шло не от души.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак пӗтӗрӗнчӗк пыршӑ ҫыххин пӗр вӗҫӗ тислӗклӗ хайӑр ҫийӗн сӗтӗрӗнет, утнӑ май вӑл, йӑшӑлтатса илсе, кӳпче-кӳпче каять.

Конец этого перевитого клубка был вывалян в песке и помете, шевелился, увеличиваясь в объеме.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мӗнле этем-ха вӑл: ҫынсенчен уйрӑм пулма тӑрӑшать-и е ахаль хуҫкаланма, курнӑҫланма юратаканскер-и?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ вӑл, сотня командирӗн тирпейлӗ ҫӗр пӳрчӗ еннелле утнӑ май.

«Что он, оригинальничает или просто человек с чудинкой?» — раздраженно думал он, шагая в опрятную землянку командира сотни.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Площадьре сотник хӑйне кӑмӑл туса санитарнӑй двуколкӑпа лартса килнӗ врачпа сывпуллашрӗ те, утнӑ ҫӗртех мундирӗ ҫинчи тусана силлесе тата хирӗҫ пулакан ҫынсенчен штаб ӑҫта вырнаҫни ҫинчен ыйткаласа, малалла утрӗ.

Сотник распрощался на площади с врачом, гостеприимно предоставившим ему место на санитарной двуколке, и пошел, на ходу отряхивая мундир от пыли, расспрашивая встречных о местопребывании штаба полка.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫамки ҫине анса ларнӑ ҫӳҫ тӗпекне вӑл утнӑ ҫӗртех шӑмӑ турапа тураса якатрӗ, картуз сӑмси айне майлаштарса чикрӗ.

Он на ходу расчесывал костяной расческой свалявшийся чуб, заправляя его под козырек.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня, халӗ кӑна ҫӗнӗрен таканлатнӑ утсем кӗпӗртеттерсе утнӑ май, юриех сӑмахсене сыпӑнтарса ярса, вокзала тата хӑйсен вӑхӑтлӑх пӳрчӗсем — хӗрлӗ вагонсем патнелле юрӑ янӑратса, — кӑмӑлне ҫӗклентерсе пырать.

Сотня, нарочно сливая слова, под аккомпанемент свежекованных лошадиных копыт, несла к вокзалу, к красным вагонным куреням лишенько свое — песню:

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шывӗ лашасене хырӑм айӗ таран; утсем шыва хавассӑн кӗрсе кайрӗҫ, хӑйсене ҫӑварлӑхланӑ пулин те тата хуҫисем хистесе хӑвалаҫҫӗ пулин те, вӗсем утнӑ ҫӗртех шыв ӗҫме тытӑнчӗҫ.

Вода подходила лошадям по пузо, они охотно шли в воду и пили на ходу, взнузданные, понукаемые всадниками.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑна халӗ йӗнер ҫинче сиктеркелесе, пиҫӗ хулӑ пек авкаланса, учӗ мар утнӑн туйӑнать, вӑл хӑй ӑшӑ хура ҫул тӑрӑх таҫталла ҫуран утнӑ пек; утмашкӑн ӑна ҫав тери ҫӑмӑл та чуна ҫӗклентересле хаваслӑ пек…

Ему казалось: не конь упруго переступает передними ногами, покачивая его в седле, а он сам идет куда-то по теплой черной дороге, и идти необычайно легко, подмывающе радостно.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утнӑ ҫӗртех кӗске кӗрӗк тӳмисене тӳмелесе, Григорий крыльца ҫинчен чупса анчӗ.

На ходу застегивая полушубок, Григорий сбежал с крыльца.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Алӑк патнелле утнӑ чух, вӑл йӗрӗнчӗклӗн пӑшӑлтатса калаҫнине илтрӗ:

Направляясь к двери, он услышал брезгливый шепот:

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел хушшинчен тухсан, чӗлӗм туртма алӑк патнелле утнӑ чух, асӑрхамасла перӗннӗ пек пулса, вӑл ик-виҫ хутчен сӑпкана сулласа илчӗ, унтан сухалне сӑпка чатӑрӗ айне чиксе: — Казак-и? — тесе ыйтрӗ.

Встав из-за стола и отправляясь к двери курить, будто невзначай раза два качнул люльку; просунув под положок бороду, осведомился: — Казак?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка, пӗр тивӗҫсӗрех ят илтнипе кӳреннӗскер, чышкисемпе юнаса илнӗ те, ирсӗр сӑмахсем янӑратса, малалла утнӑ.

Сашка уходил, облитый незаслуженной обидой, матерясь и грозя кулаками.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья утнӑ хушӑрах пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ, сасӑсӑр кулса илчӗ.

Аксинья на ходу повернула голову, улыбнулась.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗреслӗ тӗрӗсемпе тӗрленӗ кӗпин ҫухавине утнӑ ҫӗртех тӳмелесе, вӑл крыльца ҫине тухрӗ.

Застегивая на ходу ворот расшитой крестиками рубахи, вышел на крыльцо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон тӑрӑх чӗвен утнӑ евӗр тӗтре шӑвӑнать, вӑл, шур чуллӑ сӑртӑн тайлӑмӗ ҫийӗн сарӑлса, пуҫсӑр кӑвак ҫӗлен пек, авӑрсене шуса анать.

Над Доном на дыбах ходил туман и, пластаясь по откосу меловой горы, сползал в яры серой безголовой гадюкой.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та вӑл, чекменне йӳле ярса, васкамасӑр, суха касси тӑрӑх утнӑ пек, утнӑ, хӑйӗн хура аллаппийӗпе арӑмӗн черчен алсыппине чӑмӑртанӑ, сар ҫӳҫлӗ пуҫне никама пӑхӑнман пек каҫӑртса пынӑ — питҫӑмартисем айӗнчи юн тымарӗсем кӑна унӑн темӗн чӑмланӑ чухнехи пек тӑртанса, мӗкӗлтетсе тӑнӑ, тата чулланса ларнӑ евӗр курӑнакан куҫхаршисем хушшинчи нихҫан хускалми ӳт ҫине тар тумламӗсем пӑчӑртатса тухнӑ.

Но он, распахнув чекмень, шел медленно, как по пахотной борозде, сжимал в черной ладони хрупкую кисть жениной руки, непокорно нес белесо-чубатую голову, — лишь под скулами у него пухли и катались желваки да промеж каменных, по всегдашней неподвижности, бровей проступал пот.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Утнӑ вӑл арӑмӗпе пӗрле пурлӑх тиенӗ урапа хыҫӗнчен хутор тӑрӑх, — ӑна курма, вӗтӗр-шакӑртан пуҫласа ватта ҫитичченех, пурте урама чупса тухнӑ.

Шел с ней за арбой с имуществом по хутору — высыпали на улицу все, от мала до велика.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акӑ тата тепӗр паллӑ: утнӑ чух вӑл кирек хӑҫан та аллисене сулкаласа пырать.

Вот еще вам примета: когда ходит он, то всегда размахивает руками.

Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Каятӑп, ура утнӑ ҫӗрелле».

Куда ноги идут.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ман шурӑ урасем ҫине пӑх эсӗ: нумай утнӑ вӗсем; анчах ковер тӑрӑх мар, — вӗри хӑйӑр тӑрӑх, нӳрӗ ҫӗр тӑрӑх, йӗплӗ курӑк ҫийӗпе утнӑ вӗсем; куҫӑмсем ҫине пӑхса ил тата, куҫӑмсем ҫине: вӗсене куҫҫулӗ хупласа илнӗ, ҫавӑнпа вӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ!..

Погляди на белые ноги мои: они много ходили; не по коврам только, по песку горячему, по земле сырой, по колючему терновнику они ходили; а на очи мои, посмотри на очи: они не глядят от слез…

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed