Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑн хыҫҫӑн, тӗрӗссипе, Натальйӑн вӑл Григорий пирки мӗн шухӑшласа пурӑнни ҫинчен ыйтса та тӑмалла марччӗ ӗнтӗ, анчах тухса каймарӗ-ха вӑл.

После этого, по сути, и спрашивать об ее отношениях к Григорию было незачем, однако Наталья не ушла.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сирӗн чаҫсем тек хӑйсене уйрӑм чаҫсем пулма пӑрахаҫҫӗ, тӗрӗссипе, пулман та вӗсем ун пек.

Ваши части перестают существовать как самостоятельное целое, да целым они, по сути, и не были.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каҫ пуласпа Аникей патне Никитӑпа бухгалтер ӗҫе кайнӑ пек кая юлмасӑр пыраҫҫӗ те пӗр кун хушшинче хуҫалӑхра мӗн пулса иртни ҫинчен васкамасӑр каласа кӑтартаҫҫӗ — сӗт ытларах сунӑ-и е сахалтарах-и, уя тислӗк мӗн чухлӗ илсе тухнӑ, ҫулталӑкра миҫе ӗҫ кунӗ расхутлама палӑртасси ҫинчен тавлашаҫҫӗ, анчах, тӗрӗссипе каласан, Аникея ҫакӑ нимӗн те пӑлхантармасть, нимӗн те кӑсӑклантармасть.

Под вечер аккуратно, как на службу, являлись Никита и бухгалтер и не спеша докладывали, что произошло в хозяйстве за день — повысились или упали удои, сколько вывезли на поля навоза, спорили, какой определить за год трудодень, но Аникея, по совести, ничто не трогало и не интересовало.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах тӗрӗссипе кала.

Только не напускай туману.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе калас-тӑк, нимсӗрех…

— В общем, если по правде, то ни за что…

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тата, тӗрӗссипе каласан, эпӗ, паллах, хамӑр кунта килсен, музыкӑ каласа ярасса кӗтмен.

И вообще, если уж говорить начистоту, я, конечно, не ждал, что тут, как мы приедем, музыка заиграет.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ машинисткӑра ӗҫлерӗм, тӗрӗссипе каласан, мана ӑмсанатчӗҫ те.

Я скоро устроилась машинисткой, и мне, по совести, даже завидовали.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тата, тӗрӗссипе калас-тӑк, Лузгин тахҫанах…

Тем более что если уж говорить но совести, то Лузгин давно…

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мана, тӗрӗссипе, вӑл тӳрре тухма тӑрӑшни кӑсӑклантармасть.

— Меня, по совести, ее оправдания не интересуют.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе, юлташсем, васкавлӑ бюро пухмаллаччӗ, анчах, шел те, эпир куна тума пултараймастпӑр — Бахолдин чирлӗ, икӗ ҫын килте ҫук, ҫавӑнпа эпир бюро пухмасӑрах пӗр япала ҫинчен калаҫса илӗпӗр.

— Вообще-то, товарищи, надо бы созвать срочное бюро, но мы не можем этого сделать — Бахолдин болен, двое в отъезде, поэтому мы просто в рабочем порядке обменяемся мнениями о том, что случилось.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе эпӗ кашни ӗнерен вун икшер кило сӗт илетӗп пулсан, район хаҫачӗ ҫырнӑ тӑрӑх вара пӗрер пат илетӗп пулать!..

И заместо двенадцати килограммов, как есть по правде, — по районной газете я по целому пуду надаиваю от каждой моей буренки!..

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Сергей Яковлевич, тӗрӗссипе каласан, эпӗ ыранхи пухуран хӑратӑп…

— Я просто боюсь завтрашнего собрания, Сергей Яковлевич, говорю вам откровенно…

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бюрора пулса иртни ун кӑмӑлне хуҫрӗ, шухӑш-туйӑмӗсене пӑтраштарса ячӗ, вӑл, тӗрӗссипе каласан, ыранхи пухӑва хӑй лайӑх ирттерме пултарасса та шанмарӗ.

Все, что произошло на бюро, подействовало на нее угнетающе, смешало ее мысли и чувства, и она, по совести, даже не представляла себе, сумеет ли хорошо провести завтрашнее собрание.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Тата пирӗн ӗнсе ҫинчен анма та вӑхӑт сана, атту тӗрӗссипе каласан, ытла нумай ларатӑн эсӗ унта, мӑй ыратать — пӑркалама та ҫук…

— Да и пора бы с нашей шеи слезть тебе, а то, по правде, засиделся ты на ней, да и шея затекла — не повернешь…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе калӑр-ха, ҫав пулса иртни ҫинчен хӑвӑр мӗн шутлатӑр эсир?

— Скажите честно, а что вы сами думаете обо всем случившемся?

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе каласан, кам пӗлет, ҫав каҫ унпа кайнӑ пулсан, ҫак усал элеклӗ япала пулман та пулӗччӗ-и, тен.

И, откровенно говоря, кто знает — пойди он в тот вечер с нею, возможно, и не было бы всей этой вздорной и склочной истории.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе сирӗнтен тата мӑкӑрчи тухать!

— По-хорошему с вас еще магарыч полагается!

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ тӗлӗнетӗп сиртен, мӗншӗн ҫаплах ачашласа пурӑнатӑр-ха эсир ӑна?..

И я, откровенно говоря, удивляюсь, почему вы с ним еще нянчитесь!..

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна пӗр ҫакӑ ҫеҫ чарса тӑнӑ; тӗрӗссипе каласан, лайӑх мар пулатӑн, председательсем хушшинче сана чиновник те бюрократ теме пуҫлаҫҫӗ, вара ҫемҫе кӑмӑллӑ та либераллӑ хӑтланакан старикех вӗсемшӗн тӑван ашшӗпе пӗр пулса юлать.

Останавливало одно — скажи правду, и станешь нехорош, прославишься среди председателей чинушей и бюрократом, а старик с его мягкотелостью и либерализмом все равно останется для них отцом родным.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрӗссипе Бахолдин чӑнах та хӑйне халӑх пӗлнине, юратнине тивӗҫлӗ пулнӑ.

И нужно отдать Бахолдину должное, он вполне заслужил и эту известность, и это признание.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed