Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) more information about the word form can be found here.
19. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: ҫак Турӑ Ҫуртне аркатӑр, Эпӗ ӑна виҫӗ кун хушшинче ҫӗнӗрен туса лартӑп, тенӗ.

19. Иисус сказал им в ответ: разрушьте храм сей, и Я в три дня воздвигну его.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ҫавна курса иудейсем Ӑна каланӑ: ҫапла тума ирӗкӳ пуррине мӗнле паллӑ кӑтартса пӗлтерӗн Эсӗ пире? тенӗ.

18. На это Иудеи сказали: каким знамением докажешь Ты нам, что имеешь власть так поступать?

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Вара кантраран пушӑ тунӑ та пурне те вӑкӑрӗ-сурӑхӗ-мӗнӗпех Турӑ Ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ; укҫа улӑштаракансенӗн укҫисене сапаласа янӑ, вӗсенӗн сӗтелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ; 16. кӑвакарчӑн сутакансене ҫапла каланӑ: йӑлтах илсе кайӑр кунтан, Ман Аттемӗн Ҫуртне суту-илӳ ҫурчӗ ан тӑвӑр, тенӗ.

15. И, сделав бич из веревок, выгнал из храма всех, также и овец и волов; и деньги у меновщиков рассыпал, а столы их опрокинул. 16. И сказал продающим голубей: возьмите это отсюда и дома Отца Моего не делайте домом торговли.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Амӑшӗ тарҫӑсене каланӑ: Вӑл сире мӗн калӗ, эсир ҫавна тӑвӑр, тенӗ.

5. Матерь Его сказала служителям: что скажет Он вам, то сделайте.

Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

50. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн; унтан та ытларах курӑн-ха, тенӗ.

50. Иисус сказал ему в ответ: ты веришь, потому что Я тебе сказал: Я видел тебя под смоковницею; увидишь больше сего.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ — Израиль Патши, тенӗ.

Ты Сын Божий, Ты Царь Израилев.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана, тенӗ.

Иисус сказал ему в ответ: прежде нежели позвал тебя Филипп, когда ты был под смоковницею, Я видел тебя.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Анчах та Нафанаил каланӑ ӑна: Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр? тенӗ.

46. Но Нафанаил сказал ему: из Назарета может ли быть что доброе?

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: эсӗ — Иона ывӑлӗ Симон; эсӗ Кифа ятлӑ пулӑн, тенӗ.

Иисус же, взглянув на него, сказал: ты - Симон, сын Ионин; ты наречешься Кифа,

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

(ку вӑл Вӗрентекен тени пулать), Эсӗ ӑҫта пурӑнатӑн? тенӗ.

что значит: учитель, - где живешь?

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Иисус каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине курса каланӑ: мӗн кирлӗ сире? тенӗ.

38. Иисус же, обратившись и увидев их идущих, говорит им: что вам надобно?

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Тепӗр кунне Иоанн каллех ҫавӑнта хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле тӑнӑ; 36. Иисус пынине курсассӑн вӑл: акӑ Турӑ Путекки, тенӗ.

35. На другой день опять стоял Иоанн и двое из учеников его. 36. И, увидев идущего Иисуса, сказал: вот Агнец Божий.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

34. Эпӗ ҫакна куртӑм, ҫирӗплетсе калатӑп: Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ, тенӗ.

34. И я видел и засвидетельствовал, что Сей есть Сын Божий.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курать те ҫапла калать: акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки, 30. эпӗ Ун ҫинчен: «ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ; 31. эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм, тенӗ.

29. На другой день видит Иоанн идущего к нему Иисуса и говорит: вот Агнец Божий, Который берет на Себя грех мира. 30. Сей есть, о Котором я сказал: за мною идет Муж, Который стал впереди меня, потому что Он был прежде меня. 31. Я не знал Его; но для того пришел крестить в воде, чтобы Он явлен был Израилю.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иоанн вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп; анчах сирӗн хушшӑрта Пӗри пур, эсир Ӑна пӗлместӗр: 27. ман хыҫҫӑн Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран мала тухрӗ: эпӗ Унӑн ури сыррин чӗнне салтма та тивӗҫлӗ мар, тенӗ.

26. Иоанн сказал им в ответ: я крещу в воде; но стоит среди вас Некто, Которого вы не знаете. 27. Он-то Идущий за мною, но Который стал впереди меня. Я недостоин развязать ремень у обуви Его.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ; 25. вӗсем унран тата ыйтнӑ: эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мӗншӗн шыва кӗртетӗн? тенӗ.

24. А посланные были из фарисеев; 25. И они спросили его: что же ты крестишь, если ты ни Христос, ни Илия, ни пророк?

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӑл каланӑ: Исаия пророк каланӑ пек, эпӗ — пушхирте «Ҫӳлхуҫамӑр валли ҫула тӳрлетӗр» тесе чӗнекенӗн сасси, тенӗ.

23. Он сказал: я глас вопиющего в пустыне: исправьте путь Господу, как сказал пророк Исаия.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вара каланӑ ӑна: апла кам эсӗ? хамӑра яракансене каласа кӑтартмашкӑн эсӗ ху ҫинчен мӗн калӑн пире? тенӗ.

22. Сказали ему: кто же ты? чтобы нам дать ответ пославшим нас: что ты скажешь о себе самом?

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл: пророк та мар, тенӗ.

Он отвечал: нет.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл: эпӗ Илия мар, тенӗ.

Он сказал: нет.

Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed