Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, 31. эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Сире лайӑх ҫаран ҫинче ҫӳрени сахал-им, ҫав хушӑрах эсир хӑвӑр ҫаранӑрта ыттине урӑрпа таптаса пӗтеретӗр, хӑвӑр таса шыв ӗҫетӗр те ыттине урӑрпа пӑтратса хӑваратӑр, 19. вара Манӑн сурӑхӑмсен сирӗн урӑр таптанине ҫимелле-и, сирӗн урӑр пӑтратнине ӗҫмелле-и?
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӑрӑнӑр, пӑрӑнӑр усал ҫулӑрсенчен; Израиль халӑхӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?Обратитесь, обратитесь от злых путей ваших; для чего умирать вам, дом Израилев?
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара эпӗ вӗсене каларӑм: мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑччӗ: 21. Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ Ҫуртӑма, сирӗн вӑй-халӑр тӗрекне, сирӗн куҫӑрсен йӑпанӑҫне, сирӗн чунӑрсен савӑнӑҫне, ирсӗрлетме парӑп, эсир пӑрахса хӑварнӑ ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем вара хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫак ҫӗр ҫинчи аскӑнлӑха ҫапла пӗтерсе лартӑп, ку пӗтӗм хӗрарӑма тӑна кӗртӗ, вӗсем вара сирӗн пек намӑс ӗҫсем тумӗҫ; 49. хӑвӑрӑн аскӑнлӑхӑра хӑвӑр ҫинех тийӗҫ, ҫылӑхӑрсемшӗн йӗрӗхӗрсемпе пӗрле асап курӑр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр, тенӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вучахра кӗмӗл шӑраннӑ пек, эсир те вут-ҫулӑм ӑшӗнче шӑранатӑр, вара Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, Хамӑн хаярлӑхӑма сирӗн ҫине янине пӗлетӗр эсир, тесе калать те.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пуҫтарӑп та сире — сирӗн ҫине Хамӑн тарӑхӑвӑм вутне кӑларӑп, эсир ҫавӑн ӑшӗнче шӑранатӑр.21. Соберу вас и дохну на вас огнем негодования Моего, и расплавитесь среди него.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Сире Израиль ҫӗрне, — аллӑма ҫӗклесе, сирӗн аҫӑрсене пама пулнӑ ҫӗре, — илсе кӗрсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлетӗр.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Сирӗн хушшӑртан пӑлхавҫӑсене тата Мана пӑхӑнманнисене суйласа илӗп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн аҫӑрсемпе Египет ҫӗрӗн пушхирӗнче мӗнле сутлашрӑм, сирӗнпе те ҫавӑн пек сутлашӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Манӑн шӑматкунӑмсене хисеплесе, уяса тӑрӑр, вӗсем Манпа сирӗн хушшӑмӑрта астутарса тӑракан паллӑ пулччӑр, вара эсир Эпӗ сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр пулнине пӗлсе тӑрӑр, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнӑр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑрӑр.19. Я Господь Бог ваш: по Моим заповедям поступайте, и Мои уставы соблюдайте, и исполняйте их.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унччен тунӑ пӗтӗм ҫылӑхӑра сирсе ярӑр, хӑвӑр валли ҫӗнӗ чӗрепе ҫӗнӗ сывлӑш тӑвӑр; Израиль килӗ, сирӗн мӗншӗн вилмелле-ха?
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль килӗ, Манӑн ҫулсем тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн ҫул тӗрӗс мар-и? сирӗн ҫулӑрсем тӗрӗс мар мар-и?
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн аннӗр — хет арӑмӗ, сирӗн аҫӑр — аморрей ҫынни.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та, 22. унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир Эпӗ хуйхӑртас мар тенӗ сӑваплӑ ҫынсен чӗрисене хуйхӑртнӑшӑн, хӑйӗн ҫылӑхлӑ ҫулӗнчен ан пӑрӑнайтӑр, пурӑнӑҫне ҫӑлса ан хӑварайтӑр тесе ҫылӑхлӑ ҫыннӑн аллине тӗрек парса тӑнӑшӑн — 23. ҫакӑншӑнах ӗнтӗ сире ҫук япаласем урӑх курӑнмӗҫ, ӗнтӗ малашне пуласси ҫинчен те тӗшмӗртеймӗр; Эпӗ Хамӑн халӑхӑма сирӗн аллӑртан хӑтарӑп, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, тесе калать те.
Иез 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.