Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Вӑйпитти арсен ашне ҫийӗр, ҫӗр пуҫлӑхӗсен юнне, Васан ҫӗрӗнче самӑртнӑ сурӑх такисен, путексен, качака такисен, пӑрусен юнне ӗҫӗр; 19. Эпӗ сирӗн валли пусас парнемӗн ҫӑвне мӗн тӑраниччен ҫийӗр, юнне мӗн ӳсӗрӗличчен ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑка, хирти пӗтӗм тискер кайӑка кала: пуҫтарӑнӑр та кайӑр, Манӑн парнем патне, Израиль тӑвӗсем ҫинчи аслӑ парне патне, пур енчен те пухӑнӑр, Эпӗ ӑна сирӗн валли пусӑп; эсир аш ҫийӗр, юн ӗҫӗр.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тупӑклӑхӑрсене уҫсассӑн, сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр вара, 14. сирӗн ӑшӑра Хамӑн сывлӑша кӗртӗп те, эсир чӗрӗлӗр, сире хӑвӑр ҫӗрӗре вырӑнаҫтарӑп, вара пӗлӗр эсир, ҫакна Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, каларӑм та — турӑм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑнпа та малашне мӗн пулассине пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн тупӑклӑхӑрсене уҫӑп та сире, Хамӑн халӑхӑма, тупӑклӑхӑрсенчен илсе тухса Израиль ҫӗрне илсе кӗрӗп.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сирӗн тавра шӑнӑр хурӑп, сирӗн ҫийӗре ӳт ӳстерӗп, сире ӳт-тирпе витӗп, сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗр, те.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫак шӑмӑсене ҫапла калать те: акӑ Эпӗ сирӗн ӑшӑра чӗм кӗртӗп те — эсир чӗрӗлӗр.5. Так говорит Господь Бог костям сим: вот, Я введу дух в вас, и оживете.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн таврара юлнӑ халӑхсем пӗлӗҫ вара: Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, арканнине ҫӗнететӗп, пушаннине ешертетӗп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Малашне сирӗн выҫлӑха пула халӑхсенчен мӑшкӑл тӳсмелле ан пултӑр тесе, йывӑҫсен улми-ҫырлине, хир ҫимӗҫӗсене йышлантарӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манӑн халӑхӑм пулатӑр, Эпӗ сирӗн Туррӑр пулӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара эсир Эпӗ сирӗн аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сирӗн ӑша Хамӑн сывлӑшӑма кӗртӗп те ҫапла тӑвӑп: эсир Манӑн ӳкӗтӗмсенчен иртмесӗр ҫӳретӗр, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса пурӑнатӑр, вӗсене туса тӑратӑр.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара сире ҫӗнӗ чӗре парӑп, ҫӗнӗ сывлӑш парӑп сире; сирӗн ӳтӗртен чул чӗре илӗп те сире чӗрӗ чӗре парӑп.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хамӑн сӑваплӑхӑма вӗсен куҫӗ умӗнче сирӗн ҫинче кӑтартсассӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: сирӗн ҫинчен: «эсӗ — ҫын ҫиекен, хӑвӑн халӑхна ачасӑр тӑвакан ҫӗр» тенӗшӗн — 14. ҫакӑншӑнах ӗнтӗ текех ҫын ҫимӗн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр тумӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сирӗн пата ҫынсене, Хамӑн халӑхӑма, Израиле, илсе килӗп; ҫӗр, вӗсем санӑн хуҫусем пулӗҫ! эсӗ вӗсен еткерлӗхӗ пулӑн та вӗсене текех ачасӑр хӑвармӑн.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн ҫине темӗн чухлӗ халӑх, пӗтӗм Израиль килне, пӗтӗмпе, вырӑнаҫтарӑп та, хуласенче пурӑнма пуҫлӗҫ, ишӗлчӗксем вырӑнне ҫуртсем лартса тултарӗҫ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Акӑ Эпӗ сирӗн енне ҫаврӑнӑп та, сире сухалӗҫ, акӗҫ.9. Ибо вот, Я к вам обращусь, и вы будете возделываемы и засеваемы.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ, аллӑма ҫӗклесе: «сирӗн таврари халӑхсем хӑйсем мӑшкӑл курӗҫ» тесе тупа турӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: тӑшман сирӗн ҫинчен: «э! э! ӗмӗрхи тусем те пирӗн еткерлӗхе лекрӗҫ» тенӗрен 3. пӗлтер малашне мӗн пулассине, кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ҫакӑншӑн, шӑпах ҫакӑншӑн ӗнтӗ, сире ытти халӑхсен тупӑшӗ пулччӑр тесе, сирӗн ҫинчен усал сӑмах сарччӑр тесе, сире ҫын сӑмахӗ айне туччӑр тесе ҫаратнӑшӑн, ҫав шутпа сире пур енчен те пӗтернӗшӗн — 4. ҫакӑншӑн, Израиль тӑвӗсем, Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑмахне итлӗр: Ҫӳлхуҫа Турӑ тусемпе сӑртсене, васансемпе айлӑмсене тата пушанса юлнӑ ишӗлчӗксене, пӑрахса хӑварнӑ хуласене, таврари халӑхсен пурлӑхӗпе мӑшкӑлӗ пулнӑскерсене, ҫапла калать; 5. ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: халӑхӑмшӑн хытӑ тӑнӑран Эпӗ Манӑн ҫӗрӗме хӑйсен еткерлӗхӗ валли палӑртса хунӑ, чӗререн савӑнса, чунтан йӗрӗнсе ӑна хӑйсен тупӑшӗ пулма пӳрнӗ ытти халӑхсене тата пӗтӗм Идумея ҫӗрне ҫапла каларӑм.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ, вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри, вӗсемпе пӗрле иккенне, вӗсем — Израиль халӑхӗ — Манӑн халӑхӑм иккенне пӗлӗҫ вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, 31. эсир — Манӑн сурӑхӑмсем, Манӑн кӗтӗвӗмӗн сурӑхӗсем; эсир — этемсем, Эпӗ вара — сирӗн Туррӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.