Шырав
Шырав ĕçĕ:
7. Тӗнче ҫылӑхсене пула хур курать: вӗсем пулаҫҫех; анчах кам илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫав ҫынна хуйхӑ ҫитӗ.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫапла вара, халӗ хӑвӑн ҫуртна йӗркене кӳрт те хӑвӑн халӑхна ӑнлантар, хур курнисене лӑплантар, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫран хӑп, 14. хӗвӗшӳллӗ шухӑшусене пӑрах, этем ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑл, этем йӑли-йӗркинчен сирӗл, йывӑр шухӑшусене аяккалла сирсе яр — ку тӗнчерен куҫса кайма хатӗрлен: 15. кайран инкексем эсӗ халӗ курнинчен те ытларах пулӗҫ.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ху курнине ҫакна пӗтӗмпех кӗнекене ҫырса хӑвар та шанчӑклӑ вырӑна хур; 38. вара хӑвӑн халӑхун ӑслӑ ҫыннисене, вӗсен чӗри ҫак вӑрттӑнлӑхсене йышӑнма тата упрама пултарасса шанатӑн пулсассӑн, вӗрент ҫакна.
3 Езд 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ирсӗрлерӗҫ, мӑшкӑлларӗҫ, Санӑн священникусем хуйха ӳкрӗҫ, хур курчӗҫ.51. Святилище Твое попрано и осквернено, и священники Твои в скорби и уничижении.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана хуравласа каларӗ: хӑвна мӗн курӑннине ҫырса пыр та, вулакан ҫӑмӑлах вулама пултартӑр тесе, чул хӑма ҫине уҫӑмлӑн картса хур: 3. сана курӑнни ҫитес вӑхӑтра, палӑртнӑ вӑхӑтра, пулмалла, пӗтесси ҫинчен калать, улталамасть вӑл; ҫав вӑхӑт вӑраххӑн килес пулсассӑн та, ӑна кӗтсех тӑр: вӑл пурпӗрех пулать, пӑрахӑҫа тухмасть.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хупӑрласа илнӗ вӑхӑта тӳсмелӗх шыв тултарса хур; хӳмӳсене тӗреклет; тухса пылчӑк аш, тӑм ҫӑр, кирпӗч хӗртмешкӗн кӑмакуна юса.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ каланӑ: ӑна Лоамми ятлӑ хур, мӗншӗн тесессӗн эсир Манӑн халӑхӑм мар, Эпӗ те сирӗн [Туррӑр] пулмӑп.9. И сказал Он: нареки ему имя Лоамми, потому что вы не Мой народ, и Я не буду вашим [Богом].
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Гомерь татах йывӑр ҫын пулнӑ та хӗрача ҫуратса панӑ, вара Турӑ Осияна каланӑ: ӑна Лорухама ятлӑ хур: ӗнтӗ урӑх Эпӗ Израиль килне хӗрхенмӗп, ҫавӑнпа ӑна каҫармӑп.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Осияна каланӑ: ачуна Изреель ятлӑ хур, мӗншӗн тесен нумай та вӑхӑт иртмӗ, Эпӗ Изреель юнне Ииуй килӗнчен шыраса илӗп, вара Израиль йӑхӗн патшалӑхне пӗтерсе лартӑп, 5. ҫав кунхине ҫапла пулӗ: Эпӗ Изреель айлӑмӗнче Израиль уххине ҫапса салатӑп, тенӗ.
Ос 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑр ҫылӑхӑмӑрсемшӗн эпир пур халӑхсенчен те кӗҫӗне юлтӑмӑр, пире пӗтӗм ҫӗр ҫинче хур турӗҫ, 38. халӗ ӗнтӗ пирӗн аслӑ пуҫлӑх та, пророк та, ҫулпуҫ та ҫук, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне парасси те, ытти парнесем кӳресси те, фимиампа тӗтӗресси те ҫук, Санран ырӑлӑх курасшӑн Сана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ те ҫук.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӗсене пӗрле юнашар, пӗр туя пулмалла, майлаштарса хур, вӗсем сан аллунта пӗрре пулччӑр.17. И сложи их у себя один с другим в один жезл, чтобы они в руке твоей были одно.
Иез 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Малашне хӑвӑнтан халӑхсем мӑшкӑлласа кулнине илтмӗн, ытти йӑхран та хур курмӑн, малашне хӑвӑн халӑхна ачасӑр хӑвармӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тата вутӑ хур, чӗртсе яр, аша ирӗлсе кайиччен пӗҫер; шывӗ пӗтӗмпе вӗресе пӗттӗр, шӑммисем те ҫунса пӗтчӗр.10. Прибавь дров, разведи огонь, вывари мясо; пусть все сгустится, и кости перегорят.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӑххӑрмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ҫакӑ кун ятне, шӑп ҫакӑ кун ятне ҫырса хур: шӑп ҫакӑ кун Вавилон патши Иерусалима тапӑнӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унти священниксем Манӑн саккуна пӑсаҫҫӗ, Манӑн сӑваплӑ япаламсене ирсӗрлеҫҫӗ, тасипе тасамаррине уйӑрмаҫҫӗ, тасипе тасамарри хушшинчи уйрӑмлӑха кӑтартмаҫҫӗ, Манӑн шӑматкунӑмсене курмӑш пулаҫҫӗ, вӗсем патӗнче Мана хур тӑваҫҫӗ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: пуҫу ҫинчен пуҫкӑшӑльне хывса хур; патша ҫӗлӗкне хыв; пӗтӗмпе улӑшӑнӗ: мӗскӗне юлни асла тухӗ, асли мӗскӗне тухӗ, тет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.