Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш чух ҫак тытӑҫусенче пӗр-пӗрне йывӑр амантни те, сайра хутра вӗлерни те пулкалать.
I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сулахай енчен канат ҫулӗн вагонӗсем кӗре-кӗре кайнӑ, сылтӑм енчен ҫавӑн йышши вагонсемех чупа-чупа тухнӑ, ҫумранах фургонсем иртсе кайнӑ, сайра хутра ҫуран ҫынсем курӑннӑ…
XX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӳлӗмсене унӑнне сайра хутра ҫеҫ йышӑнкаланӑ, юнашар пӳлӗмри буфет та сахал тупӑш кӳнӗ.Помещение было занято редко, и буфет в соседней комнате работал мало.
VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пӗр сӑмахпа каласан, тӗнче тӑрӑх яланах пӗлсе ҫӳренӗ: хӑйсене те, ҫынсене те лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑйсем пеккисем вӗсемпе хаваслансах калаҫнӑ, хисепленӗ, мӑнаҫлисене тӗл пулсан вара вӗсем хӑйсем те пӑрӑнма тӑрӑшнӑ, улпутсенчен хӑш-пӗр чух усаллине те курма тивнӗ, анчах ун пекки сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Калаҫасса вӑл сахал калаҫнӑ, куласса та сайра хутра ҫеҫ кулкаланӑ.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Пучахӗ те сайра тупӑнчӗ: Хуркайӑк — хӑнӑхнӑран хӗрарӑмсем ӑна ҫаплах бригадир вырӑнне шутлатчӗҫ-ха — тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра хӑйӗн юлташӗсене: «Хӗрсем, хӗрарӑмсем, пӗр пучах та хирте ан хӑварӑр, — тесе тархаслатчӗ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Аслӑ Шӑпчӑк ҫын ҫине сайра тухнӑ: пуҫӗпех хӑйӗн хуҫалӑхне парӑннӑ — малтан ҫухатнине тавӑрма тытӑннӑ, эпӗ сире кӑтартӑп-ха, тесе такама юнанӑ.
Шӑпчӑк Ванюшӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӑл вӑхӑтра йӗри-тавра электричествӑсӑр ял сайра пулнӑ, ҫӗрле вара пур енче те унӑн ҫути илӗртӳллӗн йӑл-йӑл ҫунса тӑнӑ.
Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Леонид аттемӗр сайра сухалне каҫӑртса ман ҫинелле пӑхрӗ, куҫӗсем хӑйӗн пӗчӗк ачанни пек таса та тӳрӗ пӑхаҫҫӗ.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Анчах манӑн куҫсем сайра шурӑ ҫӳҫлӗ, такам тӑпӑлтарса пӗтернӗ пек кӑйттӑ сухаллӑ имшеркке старике курчӗҫ.
Леонид аттемӗр ҫылӑх каҫарттарать // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ҫитменнине тата, ташлама шутсӑр хавас, ун пекки шырасан та сайра тупӑнать.
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
— Е клуб тӑвӑр вӗсене, е кино кашни кун пулмасть, е тата артистсем сайра килеҫҫӗ…— То клуб им тесен, то кино не каждый день бывает, то артисты редко приезжают…
Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Наҫтаҫ сахӑр ҫинчен сайра хутра ҫеҫ асӑнкалать халӗ: юлашки ҫулсенче ку ҫимӗҫ магазинра ытлӑ-ҫитлех.
Тумлам // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Полозов шутла-шутла ҫирӗ, асӑрханса ӗҫрӗ, сайра хутра ҫеҫ хӑйӗн шурӑрах, ҫиелтен пӑхсан суккӑртарах, питӗ витӗр куракан куҫӗсемпе пӗрре арӑмӗ ҫине, тепре Санин ҫине пӑхкаласа илчӗ.
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӗрарӑмсем хушшинче ун пеккисем сайра тӗл пулаҫҫӗ, уйрӑмах вырӑс хӗрарӑмӗсем хушшинче!
XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑл унчченхи пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, сайра хутра ҫеҫ унӑн тӗссӗр те пӗркеленнӗ питҫӑмартийӗсем ҫинче темӗнле ӑрасна кулӑ палӑрчӗ.
XXXIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Полозов ӑна пӗр чӗнмесӗр, апат килмелли алӑк ҫине сайра хутра ҫеҫ пӑха-пӑха илсе итлерӗ.Полозов слушал его молча, лишь изредка взглядывая на дверь, откуда должен был явиться завтрак.
XXXI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Урамсенче лавккасене уҫман-ха, анчах ҫуран ҫынсем курӑнма пуҫларӗҫ; сайра хутра пӗр-пӗр карета шӑлтӑртаттарса иртет, садра уҫӑлса ҫӳрекенсем ҫук.
XXVII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эмильпе пӗрле виҫҫӗмӗш трактирта кӑнтӑрлахи апата лайӑх ҫиме кансӗрлемест, ун пуҫӗнче сайра хутра ҫеҫ, пӗр шухӑш, кӗске ҫиҫӗм пек, ялкӑшса илет — кам та пулин пӗлнӗ пулсассӑн тӗнчере??!!
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Санин тумланнӑ вӑхӑтра Эмиль унпа, — чӑнах та, хӑюллӑнах мар ӗнтӗ, — Джемма ҫинчен, вӑл Клюбер г-нпа хирӗҫни ҫинчен калаҫма пуҫларӗ; анчах Санин ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ, Эмиль вара, хӑйне ку ыйтӑва ҫиелтен те пулин тӗкӗнме юраманнине ӑнланнӑ пек кӑтартса, урӑх тапратмарӗ — сайра хутра ҫеҫ шухӑша кайса, пит-куҫне ҫирӗппӗн тытса тӑчӗ.
XXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.