Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир пӗлетӗр-ши, пирӗн ӗнтӗ виски пӗтнӗпе пӗрех.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Анчах кӗленчи ӗнтӗ пушӑпа пӗрех вӗт-ха, ҫамрӑк хуҫа та астума пултарать.— Только бутыль-то ведь уже почти пустая, и молодой хозяин может спохватиться.
V сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Мӗскер пулчӗ, Лу? — тесе ыйтрӗ вӑл пӑшӑлтатнӑпа пӗрех.
II сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӗвел чи ҫӳле ҫитсе тӑнӑпа пӗрех.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Фургонсем вӗри саванна тӑрӑх умлӑ-хыҫлӑ тӑсӑлса ҫав тери вӑрах шуса пыраҫҫӗ, вӗсем куҫни палӑрманпа пӗрех.
I сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл каларӗ: «Хурт ами вӑл хуртсемшӗн патшапа пӗрех, унсӑрӑн пуҫне хуртсем хӑйсем тӗллӗн пурӑнаймаҫҫӗ», — терӗ.Он сказал: «А матка все равно, что царь в народе; без нее нельзя быть пчелам».
Пӗр ача аслашшӗне хурт ами тупса пани ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Анне вилес пек йӗрет; каймалли ҫинчен шухӑшласан, хамӑн та чун тӑвӑлса килет, ӑш ҫунать, вилме кайнӑпа пӗрех туйӑнать.
Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ку тапӑнса кӗнипе пӗрех вӗт!
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Уэлдон миссис факторири тӗп ҫуртра пурӑнакан Алвиша курманпа пӗрех, таҫта урӑх ҫӗрте пурӑнакан Негорӑна та пачах курмарӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫакна каланӑ чухне хӑйне аран-аран лӑпкӑн тытма пултарнӑ Негоро, ӑна ҫисе ярасшӑн пулнӑ пек, Дик Сэнд патнелле пӗшкӗнчӗ, ун сасартӑк тискерленнӗ пичӗ ҫамрӑк моряка халӗ перӗннӗпе пӗрех.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӗрме ҫынни Булькӑна курчӗ те, кулса ярса, ҫеклипе пӗҫҫинчен пӗрех ҫаклатса илчӗ.Но колодник увидал Бульку, захохотал и крючком ловко ударил в Бульку и зацепил его за ляжку.
Пятигорскра Булькӑна мӗн пулни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Караван иртсе пыракан урамсене, пур тембесене, ҫак вӑхӑтра пушӑпа пӗрех читокӑна — пасар лаптӑкне — Дик хытӑ тинкерсе пӑхса илчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ман вӑй пӗтнӗпе пӗрех, анчах ман ҫемҫелме юрамасть.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хунар ҫутатманпа пӗрех.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мӗнле те пулин хӳшӗ тӗл пултӑрччӗ пӗрех хут!
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗрех хут ма юратса пӑрахрӑм-ши сана, Виталий?
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Мӗн-и, хам вуласа парӑм-и пӗрех хут?
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Кам пулатӑн вара эсӗ, тетӗп те, пӗрех мар-и, тет.Ты кто ж ему будешь, спрашиваю, а она мне дерзит: «А разве не все равно?»
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ма кайса тата ун патне пӗрех хут.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ну, юрӗ-ҫке, тепӗр тесен, чӑн та, пӗрех мар-и, ара, хӑть шывра, хӑть типҫӗр ҫинче кала ӑка — техӗмӗ ҫавах унӑн, тулӗк асту вара — кулнӑ чухне ҫӑварна аллупа хупла: шыв анкӗтӗр…
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.