Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пултӑм (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Ҫаплах калатӑп: фронтран тарса юласшӑн пултӑм, камӑн хӑй ҫамкине пуля ҫине тытасси килтӗр?

Так и скажу: мол, спасался от фронта, кому лоб под пули подставлять охота?

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Хамӑрӑн станицӑра пултӑм.

— Был в своей станице.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗске пӑшала та эпӗ, ӑнсӑртран шыраса ан тупчӑр тесе, хампа пӗрлех илсе тухрӑм, хирте пытарса хӑварас тенӗччӗ те, шелленӗ пек пултӑм тата, халӗ акӑ — эсӗ килсе тухрӑн!

Отрез я с собой зацепил, хотел прихоронить в степе, чтобы не нашли случаем на базу, да прижалел, и ты — вот он!

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Касторнӑй патӗнче контузи пултӑм, кайран тытамак силлеме тапратрӗ.

Контузило меня под Касторной, потом зачало припадками бить.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ Хӗрлӗ Ҫара ҫырӑнтӑм, Польша фронтне кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, эскадрон командирӗ пултӑм

Я вступил в Красную армию, командовал эскадроном, по дороге на польский фронт…

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тинӗс хӗррине чупса кайса, ҫанӑсене тавӑрса алӑ ҫуса килтӗм те — акушер пултӑм.

Сбегал к морю, засучил рукава, вымыл руки, вернулся и — стал акушером.

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Салтак манран: «Эпӗ-им сана ҫамкаран параканни пултӑм?» тет.

Солдат спрашивает у меня: «Это, говорит, я тебя полоснул?»

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпӗ ӑна курнӑшӑн савӑнтӑм, питӗ хавас пултӑм, унпа тӗл пулни мана хам пурнӑҫӑн пуҫламӑшне, ун хыҫҫӑнхи кун-ҫулӑмран тем чухлӗ ыррине, аса илтерчӗ.

Я был тоже рад видеть его, очень рад; встреча с ним напомнила мне начало моей жизни, которое, несомненно, было лучше ее продолжения.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тепӗр виҫӗ сехетрен каллех «Стенкӑра» пултӑм.

Часа через три я снова был в «Стенке».

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Йӗре-йӗре ятлать мана: «Эпӗ сана кирлӗ мар пултӑм пулсан, мӗншӗн мана ҫав вырӑнтан сӗтӗрсе кӑлартӑн? — тет.

Плачет и пеняет мне: «Зачем ты, говорит, меня из того места вынул, коли я тебе не нужна?

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

— Кама? — пӗлесшӗн пултӑм эпӗ, Решетников ҫинчен манса кайнӑскер.

— Кому? — осведомился я, позабыв о Решетникове.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Анчах сасартӑк ӗҫке ярӑнтӑм та — Аҫтӑрханра пултӑм тӑтӑм.

И вдруг я запил и очутился в Астрахани.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Хаҫат листине хӑвӑрт пӑхса пынӑ май, эпӗ Коновалов хушамат тӗл пултӑм та, унпа интересленсе, акӑ мӗн вуласа тухрӑм:

Рассеянно пробегая глазами газетный лист, я встретил фамилию — Коновалов и, заинтересованный ею, прочитал следующее:

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Пӗр шляхтича тӗл пултӑм

Встретила одного шляхтича…

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Унӑн керменӗнче пултӑм, Скутарире.

В гареме у него была, в Скутари.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Йӑлтах манакан пултӑм ӗнтӗ.

Все стала забывать теперь.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Анчах та сывлӑх… — калаҫма тытӑнасшӑн пултӑм эпӗ.

— Но здоровье… — начал было я.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

— Ӗнер дьякон арӑмӗ патӗнче пултӑм та, хӑна турӗҫ… куна сана валли пытарса хӑвартӑм…

— Вчерась была у дьяконицы и там угощали… так вот я для тебя спрятала…

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ коллежски асессор пулса ӗҫлетӗп, Станислав орденне тивӗҫлӗ пултӑм.

Коллежским асессором уже второй год и Станислава имею.

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

Паян эпӗ парти райкомӗнче пултӑм.

Я сегодня в райкоме партии был.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed