Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑтра (тĕпĕ: вӑхӑт) more information about the word form can be found here.
Ҫав вӑхӑтра NO ҫил хӑватлӑн вӗрме пуҫларӗ, вӑл вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланма тытӑнчӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма, хӳме пек хумсене хӑвалама тапратрӗ.

В это время подул сильный NO ветер, который быстро стал крепчать и через полчаса дул, как из трубы, разводя крутую зыбь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашки вӑхӑтра вӑл ҫав ҫӗр ҫине тӗпчесе пӗлме ҫынсем яманшӑн яланах хайне хӑй вӑрҫатчӗ.

В последнее время он постоянно упрекал себя в том, что не отправил партию, чтобы исследовать её.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: утма та аран-аран кӑна уткалать, пӗр вӗҫӗмренех ҫынсенчен уйрӑм ларать.

Да и вообще он стал какой-то странный: походка нетвёрдая и сидит всё время в стороне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ачалла шухӑш: «Е шанчӑк ҫухалсан, пурнӑҫ хушнипе карапа пӑрахса хӑварма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗре ҫитӗп» терӗ, ман шутпа, вал юлашки вӑхӑтра ҫак ҫӗр пирки кӑштах тӑнран тухма пуҫларӗ пулас.

И потом эта детская, безрассудная мысль: «Если безнадёжные обстоятельства заставят меня покинуть корабль, я пойду к земле, которую мы открыли», мне кажется, последнее время он был немного помешан на этой земле.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ каҫ выртма та ун патнех юлтӑм, мӗншӗн тесен хӑнара ларнӑ вӑхӑтра, тӗттӗм те пулнӑ иккен, ҫил-тӑман та тапраннӑ.

Я остался у него ночевать, потому что стало темно, пока я сидел в гостях, и начиналась вьюга.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра тухтӑр та алӑка уҫса кӗчӗ.

В это время в дверях появился доктор.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӗрарӑмсене моряк профессине йышӑнма ирӗк паманни моряксене, хӑйсен ҫыран хӗрринче юлакан ҫемйисенчен уйрӑлса кайнӑскерсене, нумай сиен кӳрет. Пулас вӑхӑтра карап борчӗ ҫинче хӗрарӑм-механика, хӗрарӑм-штурмана, хӗрарӑм-капитана куратӑп» тесе ӗнентерет капитан.

Капитан утверждал, что «недопущение женщин к профессии моряка» приносит, вопреки распространённому суеверию, много бед морякам, принуждённым надолго отрываться от оставленных на берегу семейств, и что в будущем он видит на борту корабля «женщину-механика, женщину-штурмана, женщину-капитана».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗнле вӑхӑтра тата!

И когда!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата паян, манӑн туй пынӑ вӑхӑтра.

Особенно сегодня, когда моя свадьба.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте кула-кула профессора сырса илчӗҫ, Саня вара ҫав вӑхӑтра мана шӑппӑн кӑна чӗнсе илчӗ, эпир кухньӑна тухрӑмӑр.

Все с хохотом окружили его, а Саня тихонько поманила меня, и мы вышли на кухню.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна хам калаҫнӑ вӑхӑтра та туйса илтӗм.

Я почувствовал это во время моей речи.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Евгений хулана шыв илнӗ вӑхӑтра ҫав арӑслансем ҫинче хӑтӑлса юлнӑ пулать, иккен, — ҫаксем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине эпӗ халӗ те пӗлейместӗп.

Будто на них спасался от наводнения Евгений, — до сих пор не знаю, правда это или нет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та халӗ, иксӗмӗр те шурса кайнӑскерсем, чи кирлӗ япаласем ҫинчен калаҫса ларнӑ вӑхӑтра, Катя хӑйӗн амӑшӗн сӑнне йышӑннӑ самантра, вӑл сӑмаха асӑнма та май килмерӗ.

Но нельзя было даже произнести это слово — теперь, когда мы сидели и разговаривали, такие серьезные и бледные, и когда Катя была так похожа на мать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра тепӗр Бубенчикова унтан тӗлӗнсе кайса ҫапла ыйтрӗ: — Кам ку? — терӗ.

Но в эту минуту вторая Бубенчикова спросила его с удивлением: — Кто это?

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ кӑна, хам калаҫнӑ вӑхӑтра кӑна, эпӗ Николай Антоныч ватӑлса кайнине асӑрхарӑм.

Теперь только, во время этой речи, я заметил, как постарел Николай Антоныч.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр сӑмахпа каласан, февралӗн иккӗмӗшӗнче эпӗ, парадра ҫӳремелли кӑвак курточка тӑхӑннӑскер, Татариновсен патне кӗрсе, хама алӑк уҫса кӗтекен палламан хӗртен Николай Антоныч патне килни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра манӑн нимӗнле план та ҫукчӗ-ха.

Словом, у меня не было никакого плана действий, когда, в синей парадной курточке, вечером второго февраля я пришел к Татариновым и сказал незнакомой девушке, которая открыла мне дверь, что мне нужен Николай Антоныч.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя мана хӑйӗн ашшӗ ҫинчен каласа панӑ чухне, эпӗ унӑн ашшӗн сӑнне тахҫанхи карточка ҫинче, погонлӑ китель, шурӑ чехол тӑхӑнтарнӑ картузпа ларнине курнӑ самантсенче, унӑн кӗнекисене вуланӑ вӑхӑтра, ҫакӑ вӑл тахҫан ӗлӗк, эпӗ Энскран тухса кайиччен темиҫе ҫул маларах пулса иртнӗ пек туйӑнатчӗ маншӑн.

Когда Катя рассказывала мне историю своего отца, когда я рассматривал его на старых фото, в кителе с погонами, в фуражке с белым, поднятым сзади чехлом, когда я читал его книги, мне всегда казалось, что это было очень давно, во всяком случае за много лет до того, как я уехал из Энска.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир иксӗмӗр те ним тума пӗлеймерӗмӗр, анчах та манӑн ҫак вӑхӑтра тата темӗнле тилӗрсе каяс та килчӗ.

Мы оба были в отчаянии, но у меня к этому чувству присоединялось какое-то хладнокровное бешенство,

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӑхӑтра эпӗ хама пурин ҫинчен те шухӑшлама чарса, нимӗн ҫине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗм.

в том отчаянном упорстве, с которым я занимался, заставляя себя не думать ни о чем.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак вӑхӑтра алӑк хупӑнчӗ.

и дверь захлопнулась.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed