Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачан — ни ҫине тӑхӑнма, ни урине.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Анчах Мускав курӑнмарӗ, вӑл вӑрҫӑ каҫӗсен сӗмлӗхне пытаннӑ, пӗр тӑлӑх прожектор анчах хӑйӗн туп-тӳрӗ шупка урине горизонт ҫинелле пӑрахрӗ, пирӗнпе сывпуллашса, ҫӗре ҫити тайӑлнӑн сулӑнса илчӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗр урине хуҫлатса, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине тепӗрне хурса, вӑл сандали сӑмсипе пӗлӗт ҫине хӑй ҫеҫ ӑнланакан, пӗр хӑйне ҫеҫ паллӑ вензельсем ҫырать, ҫӑварне хыпнӑ курӑка ӗмет, ӑна, икӗ пӳрни хушшине, сигара тытнӑ пек хӗстерсе тытса, ҫӑварӗнчен илет, тутисене тӑсать, питҫӑмартисене хӑпартать, ҫӑвар тулли тӗтӗм кӑларнӑ пек тӑвать.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ку вырӑна пуринчен малтан йышӑннӑ, халӗ ак, кайса ӳкнӗ те, ури ҫине урине хурса, пуҫне шыв ҫинелле тытса, кӗске сӑмсине нӑш-нӑш тутарса, мамӑк пек куҫ хӑрпахӗсене пӗр сиктермесӗр, тем пысӑкӑш чакӑр куҫӗсемпе каҫхи шурӑмпуҫӗн кӗренӗ ҫине пӑхса выртать.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Залра мӗн пулса иртни пӗтӗмпех хӑйне кӑна тивет тейӗн — юбиляра икӗ питҫӑмартинчен те вӑл чеченӗн чуптуса илчӗ те ури ҫине урине хутлатса ларчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан ялкӑшса ҫунакан алӑк урати урлӑ урине ярса пусрӗ те: «Пурте — ман хыҫҫӑн! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫак самантра манӑн ура Максим урине лекрӗ, эпир пӗр-пӗрне михӗрен тапса кӑлартӑмӑр, тепӗр самантран эпир йӗп-йӗпескерсем айсбергӑн шыв айӗнчи «подошви» ҫине хӑпарса тӑтӑмӑр, шывра ишекен атӑсене, ҫӗлӗксене, алсасене шыра-шыра тупса, пӑр ҫинелле ывӑта пуҫларӑмӑр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Максим хӑйӗн урине манӑн ҫурӑм хыҫне, малица ӑшне, эпӗ хамӑн урана — унӑн ҫурӑмӗ хыҫне, унӑн малици ӑшне, чикрӗмӗр.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Валя кровать ҫинче, урине хуҫлатса ларнӑ та, темскер ҫырать.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Петька Трумант шыва кӗнӗ чухне урине чулпа ҫурса янӑ та, эпӗ ӑна хӗвел ваннипе сыватма тытӑнтӑм, икӗ пӳрнине татма тиврӗ кайран.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӗрӗс, — вӑл сассине антарса, малта ларакан Котька ҫурӑмӗ ҫине чеен пӑхса илчӗ, — тӗрӗс ӗнтӗ, эпӗ пит лайӑх ишетӗп, унсарӑн та путман пулӑттӑм, анчах та чи ырри ҫакӑ — вӑл нимӗн турткаланса тӑмасӑр ман хыҫран сикрӗ, ҫӗне штиблетпах, урине те ҫалтмарӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Катя та тимӗр пек хытӑ чӗн урине хырнине пӑхмасӑрах, ҫак илеме туйса илнине пӗлетӗп эпӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл урине хывса тӑхӑнчӗ, шинельне тӑхӑнчӗ, сасартӑк хулӗ ҫинчи пуҫ шӑммине, ун айӗнчи хӗреслетсе хунӑ икӗ шӑмма курах кайрӗ.Он переобулся, надел шинель и вдруг увидел на рукаве череп и кости.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн хӑрах урине пуля лекнӗччӗ, кунта вӑл манран пӗр эрне маларах тухса килнӗ.Он был ранен пулей в ногу и поехал на воды с неделю прежде меня.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл аманнӑ урине хускатма тӑчӗ, вара, ури тӳсме ҫук ыратнипе, тӑна кӗчӗ.Он повертывал простреленную ногу, и острая боль приводила его в себя.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юлашкинчен Алексей ҫапах та хӑйӗн авӑнман пӗр урине кабинӑна кӳртрӗ, унтан, пӗтӗм вӑйне пухса, тепӗр урине те туртса кӳртрӗ те лармалли вырӑна йывӑррӑн анса ларчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хумханнипе, хӑнӑхманнипе, вӑл урине кабинӑна яраймарӗ, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхса тӑнӑ ҫӳхе питлӗ, салхурах сӑнлӑ, питех те ҫамрӑках мар техник ун пирки: «Ӳсӗр ку, йытӑ», тесе шухӑшларӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Нихҫан ывӑнма пӗлмен Бурназян та, хӑйӗн ваннӑ шӑммисем майсӑр сыпӑннӑ текен урине ӑшӑ хӑйӑр ӑшне хурса выртнӑскер, нимӗн те чӗнмен.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Ларӑр, тусӑмҫӑм, ларӑр! — терӗ те вӑл, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, урине бинтпа ҫыхнӑ костыллӗ ҫамрӑк ҫынна хӑй вырӑнне вӑйпа тенӗ пекех лартрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950