Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) more information about the word form can be found here.
Аэлита ун еннелле хавхаллӑн ҫаврӑнчӗ те — ҫав самантрах шара куҫарчӗ.

Аэлита с тревогой обернулась к нему, и сейчас же передвинула шар.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось тимлӗленчӗ, асӗнче географи карттин пӗр пайӗ сӑнарланчӗ, — ҫав самантрах, унӑн шухӑшлавӗн пичет пайӑрӑвӗ пек, тӗтреллӗ шар ҫине хура пысӑк пӑнчӑ ӳкерӗнчӗ: чукун ҫулсен ҫипписем; симӗсрех уйра «Петербург» тесе ҫырни айккинче — «Раҫҫей» сӑмах пуҫламӑшӗн хӗрлӗ пысӑк сас палли.

Лось сосредоточился, в памяти возник кусок географической карты, — и сейчас же, словно отпечаток его воображения, появились на поверхности туманного шара — чёрная клякса, расходящиеся от неё ниточки железных дорог, надпись на зеленоватом поле — «Петербург» и с боку — большая красная буква начала слова «Россия».

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах, харӑсах — Лосьпа Гусев унӑн ал тупанӗ ҫинче шурӑ-симӗсрех, тӗтреллӗ шарик курчӗҫ, — вӑл калӑпӑшӗпе пысӑк пан улми пекрех.

Почти тотчас же Лось и Гусев увидели в углублении её ладони бело-зеленоватый, туманный шарик, с большое яблоко величиной.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах Аэлита вӗсене хирӗҫ вулав пӗчӗк сӗтел тӗлне вырнаҫрӗ, унран чавсаланчӗ те хӑнасене ҫемҫен, анчах тимлӗн тинкерсе сӑнать.

Сейчас же Аэлита присела напротив них у читального столика, положила на него локти и стала мягко и пристально глядеть на гостей.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап патне ҫав самантрах марсиансенчен пӗри чупса пычӗ, ун еннелле бортран пӗшкӗннӗ кукша марсиана хыпаланса темӗн пӗлтерчӗ.

Тотчас к кораблю сбежал один из марсиан и тихо и быстро проговорил что-то нагнувшемуся к нему через борт лысому марсианину.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах тӳперен — пӑрҫа тӑкӑннӑн — ҫӗр-ҫӗр кимӗ, кайӑк, карҫинкка ана-ана ларчӗҫ, — лапамӑн шурӑ плитисем ҫинче шӗплетеҫҫӗ-шаплатаҫҫӗ.

Тотчас, посыпались, горохом с неба, сотни лодок, корзин, птичищ, — садились, шлёпались на белые плиты площади.

Соацера // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах тепӗр эрешмен ҫурт хыҫӗнчен тухса йывӑҫсем патнелле вирхӗнчӗ, хура-хӗрлӗ тусана ҫӗклентерсе йӗплӗ тетелран пырса тӑрӑнчӗ, урисене тӑса-тӑса унта ҫапкаланать.

Сейчас же второй паук побежал из-за дома к деревьям, поднимая коричневую пыльцу, и ткнулся в колючую сеть, стал биться в ней, вытягивая ноги.

Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара, шухӑшламасӑрах, ҫав самантрах маузертан вӗсем ҫинелле шаплаттарчӗ, — тусан ҫӗкленчӗ.

И, не размышляя, сейчас же выстрелил в них, — взлетела пыль.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах Лось ҫав самантрах револьвера ҫапса ӳкерчӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Но Лось, вдруг, вышиб у него оружие крикнул:

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах пухӑннисем кӑшкӑрма пикенчӗҫ, ҫӗлӗксем ҫӳлелле вӗҫеҫҫӗ, ҫынсем сарай патнелле чупса кайрӗҫ те ӑна ҫавӑрса илчӗҫ.

Только тогда в толпе начался крик, полетели шапки, побежали люди, обступили сарай.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ахӑртнех, Ҫӗр тӗнӗлӗ темиҫе самантрах айккинелле куҫнӑ.

Видимо — отклонение земной оси произошло мгновенно.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Сывлӑша пырса лексе вӗсем самантрах ҫунса пӑсланаҫҫӗ.

Вонзаясь в воздух, они сгорают мгновенно.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аппарат та, унта мӗн пурри те — самантрах пӗтӗмпех газа куҫаҫҫӗ.

Мгновенно аппарат и всё, что в нём — превратятся в газ.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫав самантрах пӗтӗм шеренга Челнокова курчӗ, — шут пӑтрашса кайрӗ, шеренга кӑртах сиксе илчӗ те, шӑп пулса тӑчӗ.

Но в этот же момент вся шеренга увидела Челнокова, — счет перепутался, шеренга дрогнула и замерла.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Малтанхи самантрах ҫыранра ку вилӗм иккенне никам та анланмарӗ.

В первое мгновенье никто на берегу не понял, что это смерть.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Кун пеккине унта пӗр самантрах туса хураҫҫӗ, тӑванӑм.

Это, брат, там моментом.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Ҫав самантрах икӗ йӗкӗт ҫырана сиксе тухса, канатсене ҫыхрӗҫ.

Тотчас же двое ребят соскочили на берег и закрепили концы.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Вӗҫен кайӑк самантрах ҫухалчӗ, чӳрече хупӑнса ларчӗ, шарманка музӑк выляма пуҫларӗ, чаршав ҫӳлелле ҫӗкленчӗ….

Птица скрылась, окошко захлопнулось, заиграла шарманочная музыка, и занавес поднялся…

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ҫак самантрах Буратино ҫӗмӗрен пек пӳртрен картишнелле тухса тӳрех автан патнелле сирпӗнчӗ.

В это мгновение Буратино, как стрела, кинулся из харчевни на двор — прямо к петуху.

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Буратино самантрах тӑм кӑкшӑм ӑшне кӗрсе шӑпланса ларчӗ.

Буратино влез внутрь глиняного кувшина и там притаился.

Хуть те мӗн пулсан та, Буратино Карабас Барабасран ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне ыйтса пӗлме шут тытать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed