Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗтӗм ҫеҫенхирӗпе, сакӑр ҫухрӑм кайса та, вӗсем пурӗ те пӗр чӗрӗ япала, ногай кибиткине анчах, тӗл пулчӗҫ, лешӗ, арба ҫине вырнаҫтарса лартнӑскер, вӗсенчен пӗрер ҫухрӑмра ерипен шуса пычӗ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пурӗ те пӗр арҫын ача та хӗрӗ ҫеҫ.
XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Архив докуменчӗсенче 1882-1883 ҫулсенче Андибер ялӗнче 52 хуҫалӑхра 156 арҫын, 166 хӗрарӑм (пурӗ 317 ҫын) пурӑннине палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Эсир вара ҫак керменре халиччен пурӗ те ҫӳп-ҫаппа тата эрешмен картисемпе тулса ларнӑ пӗртен-пӗр тӗттӗм, тӑвӑр чӑлана ҫех курнӑ, — хӑвӑр ҫаплах унтан тухма хӑратӑр.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫук, тӑванӑмҫӑм ман, пурӗ те пӗртен-пӗр ҫирӗп, ҫав тери илемлӗ те нимӗнле улӑшӑнман япала ҫех пур — ирӗклӗ чун, унпалан пӗрле тата пултарулӑх шухӑшӗ те пурнаслӑхӑн хыпса-ҫунса тӑракан хаваслӑхӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫакнашкаллине этемлӗх историйӗнче пурӗ те пӗр тӗслӗх ҫех пӗлетӗп эпӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Калӑпӑр, сире ӗмӗр-ӗмӗрлӗхех тӗрмене хупса лартнӑ, эсир пӗтӗм пурнӑҫӑр тӑршшӗпе ҫурӑкран пурӗ те кивелсе ҫийӗннӗ ик кирпӗче ҫех курса тӑраятӑр… ҫук, ун пек те мар-ха, калӑпӑр, сирӗн тӗрмӗрте пӗр хӗлхем ҫутӑ, пӗр сасӑ пӗрчи ҫук — нимӗскер те!
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах шухӑшӗсенче унӑн нимӗскерле палӑртса хунӑ туйӑмлӑ тӗллев ҫукчӗ, — ӑна, пӗр хӗрарӑм тиркенӗскере, ҫак нимпе хупланман, уҫӑлчӑк та ансатлатнӑ юрату ытамне пурӗ те, ывӑннӑ та шӑнса ӗнтӗркенӗ вӗҫен кайӑксене сивӗ каҫ маяк ҫути патне туртнӑ евӗр, пӑхӑнтаруллӑ, ӑнсӑртла вӑй ҫех сӗтӗрчӗ.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вара вӑйлӑран вӑйлӑ уҫӑлса та тасалса пычӗ уншӑн шухӑш: пурӗ те виҫӗ мӑнаҫлӑ тайӑн ҫех пур этемӗн, кусем — наука, исскуство тата вӑй-халпалан ирӗккӗн ӗҫлесси.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Вӗсем пӗтӗмӗшпе хастарлӑхпалан, паллах, этем пурнӑҫне тӗлӗнсе каймалла хитре, питӗ канлӗ тума та пултарнӑ пулӗччӗҫ, анчах вӗсем вӑйне пурӗ те мулшӑн ҫеҫ параҫҫӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Каясси кунта инҫех марччӗ, пурӗ те икҫӗр утӑмсем кӑначчӗ, ҫавӑнпа Ромашов унта урампа мар, яланах вӑрттӑн ҫулпа, темле пуш вырӑнсемпе, пахчасемпе те каҫӑсем урлӑ ҫӳретчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан мӗскер-тӗр шалт тӗлӗнтерсе пӑрахаканни пулса иртрӗ, Ромашова пач та ҫывӑрман, мӗн унта, ҫеккунтлӑха та пулин тӗлӗрмен, пурӗ хе пӗр самант хушши кӑна куҫне хупса ахаллӗн, ним шухӑшсӑррӑн выртнӑ пеклӗн туйӑнчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Темиҫе кун каярах эпӗ пурӗ те пилӗк минутлӑха, Александра Петровнӑна кӗнекисене тавӑрса памашкӑн кӑна, кӗнӗччӗ, шантаратӑп сире, ку вӑл юлашки хут пулӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Пӗрне ҫех каласшӑн эпӗ пурӗ те: ман арӑма вараланчӑк, суя элек ҫыпӑҫрӗ, ӑна… ну, урӑхла эппин, унта… — Николаев хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывларӗ, питне тутӑрпа шӑлса илчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Эпӗ сире чарса тӑмастӑп, манӑн пурӗ те икӗ сӑмах ҫеҫ, — терӗ Николаев.— Я вас не задержу, мне только два слова, — сказал Николаев.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Лагерьтен хулана пурӗ те пӗр ҫул — ку вырӑнта чӑнкӑ та тарӑн хушӑкпа иртекен чукун ҫул урлӑ хывнӑ ҫул кӑна илсе каятчӗ Ромашов сакӑлтаран ҫакӑннӑ пекех выртакан, таптаса хытарнӑ тӑвӑр сукмакпа аялалла хӑвӑрттӑн чупса анчӗ те тепӗр енчи хысакпа йывӑррӑн хӑпарма пуҫларӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Сирӗн вара пурӗ те пӗр шухӑш — тӗрӗслевре епле пулсан та начальствӑна юрасси.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пурӗ те пиллӗкмӗш ротӑшӑн ҫеҫ пурнӑҫ ҫӑмӑл та ирӗкчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Ну, акӑ, пурӗ те ҫакӑ ҫеҫ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Халӗ ӗнтӗ ун пекки ҫук, халӗ эпӗ пурӗ те сикетӗп ҫеҫ, — терӗ Ромашов, ассӑн сывласа.Теперь уж этого нет, теперь я только прыгаю, — сказал Ромашов со вздохом.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.