Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пеме (тĕпĕ: пер) more information about the word form can be found here.
— Эпӗ пӑшал пеме пӗлетӗп, — терӗ вӑл, — анчах вӗсем нумаййӑн, питех те нумаййӑн килнӗ.

— Я умею стрелять, — отвечал он, — только их пришло много, очень много.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Унччен малтанах эпӗ ӑна пӑшал перес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне (ку вара уншӑн чӑннипех те вӑрттӑнлӑх пулнӑ), унтан ӑна етресене кӑтартрӑм, тар мӗнле тивсе пӗрхӗнни ҫинчен каларӑм, пӑшал пеме вӗрентрӗм.

Еще раньше я открыл ему тайну стрельбы из ружья (потому что для него это была действительно тайна): я показал ему пули, объяснил действие пороха и научил его стрелять.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах мӗншӗн-ха вӗсем, эпӗ вут чӗртсенех, тупӑсемпе пеме пуҫларӗҫ?

Но почему они палили из пушек тотчас же после того, как я зажег свой костер?

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Пӑшал пеме вара пушшех те шикленеттӗм.

Стрелять я и подавно не решался, Но главное — меня охватывал мучительный страх всякий раз, когда мне приходилось разводить огонь, так как дым, который при свете дня виден на большом расстоянии, всегда мог выдать меня.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Карта патне чупса пытӑм та пӑшалпа пеме тытӑнтӑм; пенӗ хыҫҫӑн виҫӗ кайӑкӗ ҫавӑнтах выртса юлчӗҫ.

Я подбежал к изгороди и начал стрелять; три птицы остались на месте.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кун пек пуласса эпӗ кӗтменччӗ, ҫапах та хӑраса ӳкмерӗм: пӑшала хӑвӑртрах авӑрларӑм та тискер кайӑка пеме хатӗрленсе тӑтӑм.

Этого я не ожидал, но тем не менее не был застигнут врасплох: зарядив поскорее ружье я приготовился встретить врага.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир вӗсене пӑшалсемпе пеме пуҫларӑмӑр, икӗ хутчен хамӑр карап палуби ҫинчен хӑваласа кӑлартӑмӑр.

Мы встретили их ружейной стрельбой и дважды очищали от них палубу.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗсем пирӗн умран иртнине курсан, капитан, хамӑр пысӑк хӑрушлӑха лекни ҫинчен пӗлтерес тесе, тупӑ пеме хушрӗ.

Увидев их, наш капитан приказал выпалить из пушки, чтобы дать им знать, что мы находимся в смертельной опасности.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать.

Она тарахтела и взвизгивала при малейшем движении; ей угрюмо вторило ведро, привязанное к ее задку, — и по одним этим звукам да по жалким кожаным тряпочкам, болтавшимся на ее облезлом теле, можно было судить о ее ветхости и готовности идти в слом.

I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Вӑл хӑй те юнланса пӗтнӗччӗ, ҫапах та тӑшман ушкӑнне пеме чарӑнмарӗ.

Он тоже обливался кровью, но еще продолжал стрелять в толпу.

XVI. Вилӗм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем йышлӑн пеме тытӑнчӗҫ, вӗсем ҫывхарсах килчӗҫ.

Огонь усиливался, и турки придвигались все ближе…

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сасартӑк пеме чарӑнчӗҫ.

Внезапно пальба прекратилась.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем ту хысакӗсене енчен енне пӑхрӗҫ, ҫавӑнтан халь-халь пеме тытӑнасса кӗтмелле.

Они смотрели то на тот, то на другой обрыв: оттуда каждый миг можно было ожидать ружейных залпов.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Вун сакӑр хут пеме ҫитет, — терӗ Соколов.

— Восемнадцать выстрелов, — сказал Соколов.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов, аллинчи пӑшалне хальтен халь пеме хатӗр тытса, сывлӑш ҫавӑрми тенӗ пек тӑчӗ.

Огнянов застыл с наведенным револьвером в руке.

III. Ҫурҫӗрелле! // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Алӑк патне кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ старик пырса тӑчӗ, пеме хатӗрленӗ пӑшалне тытнӑ.

В дверях появился пастух, коренастый седой старик, с ружьем на изготовку.

II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тусем ҫинче пеме тытӑнсан, хаяр ҫапӑҫу хускалнине пӗлсенех сехӗрленсе ӳкнӗ хулари халӑх Копривштицӑна тарма тытӑнчӗ.

Как только первые залпы с высот возвестили городу, что роковой бой начался, народ, охваченный безумной паникой, пустился бежать в Копривштицу.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхавҫӑсем вӗсене аякранах вӑйлӑн пере-пере кӗтсе илчӗҫ, анчах тӗрӗксем васкаса пемерӗҫ, вӗсем персе тивертме пулнӑ ҫӗре ҫитсен кӑна пеме тытӑнчӗҫ.

Повстанцы издалека встретили их громом ружейных залпов, по турки начали отвечать, лишь приблизившись на расстояние выстрела.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ун пек снарядсемпе эпир Севастополе те пеме пултаратпӑр!

— Эх, с такими снарядами мы до Севастополя доберемся!

XXXIV. Ирхине // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл тепӗр хут пеме хушрӗ.

И он повторил команду.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed