Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫрӗ (тĕпĕ: калаҫ) more information about the word form can be found here.
Вӑл халь вӗреннӗ ҫынпа пӗрех ӗнтӗ, — хӗп-хӗпӗрчӗк калаҫрӗ Пантелей Прокофьевич, Степан хӑйӗн ҫӑкӑр-тӑварне тиркемесӗр тата усала хирӗҫ усалпа тавӑрма шутламасӑр килнӗшӗн савӑнса ӳкнӗскер.

Он все одно как и ученый человек теперя, — восхищался Пантелей Прокофьевич, явно польщенный тем, что Степан его хлебом-солью не побрезговал и, зла не помня, пришел.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пантелей Прокофьевич унпа сӑмахӗсене ӑшшӑн та ҫемҫен шутарса калаҫрӗ те, Степан ирӗксӗр ҫӗртен шухӑшларӗ: «Ӗлӗк кӳрентернӗшӗн тӑрӑшать…»

Пантелей Прокофьевич был заискивающе-ласков, так, что Степан невольно подумал: «За старую обиду старается…»

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан екки килмесӗр калаҫрӗ, унӑн ватӑлса кайнӑ сӑнӗнче кулӑ йӗрӗ пачах ҫутӑлмарӗ.

Степан говорил неохотно, постаревшего лица его ни разу не освежила улыбка.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан типпӗн калаҫрӗ, унта пӗр ӑшӑ сасӑ та сӑрхӑнса кӗмерӗ.

Голос Степана звучал сухо, ни одной теплой нотки не вкралось в него.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений хыпаланса, сӑмахсен куҫа курӑнман ҫыххинче чӑлханса калаҫрӗ.

Евгений спешил, путался в незримой сети слов.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аксинья, тем ырӑ мара сиснӗ пекех, ҫамрӑк арӑма юрама тӑрӑшрӗ, йӑшлтатса калаҫрӗ, ӑна мӗн кирлине пурне те виҫесӗр вӗткеленсе турӗ.

Аксинья, словно предчувствуя плохое, старалась угодить молодой хозяйке, была заискивающе покорна и не в меру услужлива.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пиччӗшӗн шухӑшне тавҫӑрнине палӑртас мар тесе, вӑл юри хӑпартланса калаҫрӗ:

Отводя это разгаданное намерение, он заговорил с напускной оживленностью.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тем, тӗлӗнмелле калаҫрӗ вӑл, — тенӗ типшӗм хресчен.

— Чудное что-то сказал, — произнес мужичонка.

Генералсен генералӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Анна, хӑйӗн чунне мӗн ыраттарса асаплантарни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пӗтерес тенӗ пек, хӑвӑрт та нумай калаҫрӗ.

В перерывы Анна говорила часто и много, словно старалась высказать все тяготившее ее.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна вӑл пӳрте чӗнмерӗ, тахҫанхи юлташӗпе калаҫнӑ пек ирӗклӗн те вӗҫкӗнлерех тараватланса калаҫрӗ:

Он не пригласил Петра в комнату, говорил с оттенком добродушной фамильярности:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паянах вӗҫтерес пулать! — хӗрӳленсе калаҫрӗ Валет.

Нынче же сматывать удочки! — возбуждающе горячился Валет.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ ан тарӑх, хуҫа, — вылятса калаҫрӗ кубанец, алӑкран кӗнӗ май.

— Ты не обижайся, хозяин! — переступая порог, игриво крикнул кубанец.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурмалла ҫурӑлса каяс-мӗн сан, шыҫмак шуйттан ами! — вӗчӗрхенсе калаҫрӗ вӑл.

Чтоб ты лопнула поперек, чертяка толстая! — с вожделением сказал он.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Майдана пухӑнсан, стариксемпе сӗтел ҫинчен калаҫрӗ, мужиксем килсе вӑрҫӑ пуҫласа ярасси ҫинчен библи тӑрах каланӑ пек каласа пачӗ.

Сбор был на майдане, он на стол влез, гутарил со стариками и предсказал, как по библии, что придут мужики, война будет.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чу… чунӑм!.. — сӑмах вӗҫӗсене ҫӑта-ҫӑта пӳлӗнчӗклӗн калаҫрӗ сӑнран шурса кайнӑ кил хуҫи; унӑн ҫурри карса пӑрахнӑ ҫӑварӗ хӗрринчи чӑпар шатрасем ҫав самантрах кӑвакарса тухрӗҫ.

Голу… голуб!.. — целиком глотая концы слов, давился побелевший хозяин, чернел щербатинами в полузатворенном рту.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каледин ирӗк панипе, залри халӑх ячӗпе георги хӗресӗн тӑватӑ степенне те илнӗ кавалер, ахаль казакранах подъесаула ҫитнӗ Шеин тухса калаҫрӗ.

С разрешения Каледина из публики выступил подъесаул Шеин, георгиевский кавалер всех четырех степеней, из рядовых казаков дослужившийся до чина подъесаула.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Карев чылайччен сӑмаха чӑмласа калаҫрӗ, Светозаров пурнӑҫлама май ҫук компромиссем тупма тӑрӑшрӗ.

Долго мямлил Карев, и искал неосуществимого компромисса Светозаров.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Съезд председателӗ Подтелков калаҫрӗ, ун хыҫҫӑн мӑйӑхне акӑлчанла кастарса янӑ илемлӗ сӑн-питлӗ Даденко тухрӗ.

Говорил председательствовавший Подтелков, его сменил красивый, с усами, подстриженными по-английски, Даденко.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Делегат хыҫҫӑн, пӗвӗпе ҫул хӗрринчи каврӑҫ пек тайӑна-тайӑна, темле ҫӳллӗ шахтер калаҫрӗ.

После делегата говорил, раскачиваясь, как ясень под ветром, какой-то высокий шахтер.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сӑмавар сӑрламалли ылтӑн ку сан… курмастӑп тетӗн-и-мӗн? — йӗкӗлтесе калаҫрӗ имшертерех сӑнлӑ искрӑвӑй команда салтакӗ.

Самоварное твое золото… что, я не вижу, что ли? — насмешливо говорил щуплый солдат искровой команды.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed