Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асту the word is in our database.
асту (тĕпĕ: асту) more information about the word form can be found here.
Асту тата, ҫак сӑмахсене ытларах хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та ни металл, ни йывӑҫ саваламан, аллисене — ку паллах — наждак, хӑйра тытса курман ҫынсем калаҫҫӗ.

И заметь, что выражения эти в ходу по большей части у тех, кто за всю свою жизнь не снял ни одной стружки ни с металла, ни с дерева и уж наверное никогда не держал в руках наждачного бруска.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах эсӗ асту, Давыдов, ҫилӗллӗ ҫынна фронтра ҫеҫ пулма лайӑх, унта ҫилӗ ҫапӑҫма пулӑшать, сухаланӑ ҫӗрте вара ҫыннан ачаш, ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫӗр хӑйне ачашланине юратать.

Но ты имей в виду, Давыдов, что злому только на войне хорошо быть, там злость сражаться помогает, а на пахоте надо быть душевным человеком, потому что земля любит ровное, ласковое к себе отношение.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Асту, Шырланпуҫри казачкӑсен сиенлӗ тыткӑнне кӗрсе ан ӳк.

Смотри, не поддавайся зловредному влиянию гремяченских казачек!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ӗҫ вӑйне лартса тухасси, ҫак вӑя бригадӑсем тӑрӑх пӗр пек пайласси пирки — малашне асту, утӑ ҫулнӑ чухне хуть, уйрӑмах вара тыр-пул пуҫтарса кӗртнӗ чух.

А что касается расстановки сил, равномерного распределения этих сил по бригадам — учти на будущее, хотя бы на время сенокоса, и особенно — в уборку хлебов.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Асту, савнӑ ҫыннӑм, мухтанчӑк хӗр туйӗнче намӑс курнӑ, тет.

— Гляди, милок, хвалюн нахвалится, а горюн нагорюется.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Асту, шыҫмак, хӑв маларах куҫҫульпе ан ҫӑвӑн!

— Гляди, толстуха, как бы ты первая слезой не умылась!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Асту, тирӗнсе анӑн-ха…

Гляди, доскачешься…

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсем яланах самӑр пулччӑр, асту — хытӑ чуптарса ан ҫӳре, ураран ӳкмелле ан хӑвала.

Чтоб они у тебя были в теле, гляди — шибко не ездий, не перегони.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту, арӑм пирки каласа ан пар тата эсӗ ӑна, каласан-тусан мана мӑнастирех лектеретӗн вара!

— Гляди, ишо ты ему про бабу не вякни, а то подведешь меня под монастырь!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту, Давыдов!

Смотри, Давыдов!

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Асту, — тет, — сухана тухнӑ ҫӗре пӗр супне ҫӑмарта туса хатӗрлеччӗр, унсӑрӑн сана хӑвна автан вырӑнне таптаттаратпӑр», — тет.

«Гляди, говорит, чтоб к пахоте кошелку яиц нанесли, а то самого тебя заставим курей топтать!»

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ӑна ҫаплах каларӑм та: пит чӑтаймастӑн пулсан, ҫӳрех аскӑнланса, анчах асту, ҫине йӑтса ан кил е чир-чӗр ан ҫаклат, ун пек-кун пек пулсан, пуҫна тепӗр майлӑ пӑрса лартатӑп!» — терӗм.

Я ей так и сказал: «Ветрийся, ежели нужду имеешь, но гляди, в подоле не принеси или хворости не захвати, а то голову набок сверну!»

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту: пирӗн ҫулсем хире-хирӗҫ пулӗҫ-ха!

— Помни: наши путя схлестнутся!

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту, — ҫыхса лартнӑ аллисене силлесе, ӳсӗр ҫын пек кӑшкӑрса ячӗ Титок.

Помни! — потрясая связанными руками, как пьяный, закричал Титок.

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Апла пулсан, асту, пирӗн иксӗмӗрӗн чӳлмек ҫумне чӳлмек ҫапӑнтармалла та — уйрӑлса каймалла пулать.

— Тогда, гляди, придется нам — горшок об горшок и врозь.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Общество укҫипе тумлантаратпӑр сана, Андрюша, асту, эпир ырӑ тунине ан ман, станица ятне намӑса ан хӑвар, патшана тӗрӗс служить ту…» — тенӗ Андрее стариксем.

«На обчественные средства справляем тебя, Андрюшка, гляди, не забудь нашу милость, не страми станицы, служи царю справно…» — говорили старики Андрею.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑвӑн кӑмӑлу, анчах чӗлхӳне тытма пӗлмесен… асту, Лукич!

Твоя добрая воля, но за язык… гляди, Лукич!

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту, юлташ, тапса ярӗ!

— Гляди, брыкнет, товарищ!

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Асту, ан уҫ, — тухса тарса пӗтӗҫ!

— Гляди, — не открывай, а то — убегут!

Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.

Ҫил тискер кайӑк пек улать, хумсем шавлаҫҫӗ — ывӑлӗ илттӗр тесе, аттене кӑшкӑрма тивет, вӑл кӑшкӑрса калаҫать: — Асту! — тет.

— Ветер выл, как зверь, и плескал волны — отцу приходилось кричать, чтобы я слышал, и он кричал: Осторожно.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed