Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта рабочисем кӑшкӑрашни, пуртӑсем качлатни, ӳкекен йывӑҫсем шатӑртатни илтӗнсе тӑрать.Там слышны были ауканье и крики рабочих, стук топоров и треск падающих деревьев.
IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Тӳперен ӳкекен юр пӗрчисем сывлӑшрах ирӗлсе каяҫҫӗ.
XXVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Тепӗрҫемӗн каллех хантлатса илчӗ аялта, хӑвӑрт-хӑвӑрт ура сасси картлашкапа вӗҫнӗ пек тӗпӗртетсе хӑпарчӗ иккӗмӗш хута, коридоралла ҫутӑ ӳкекен класс умне вашкӑртса-хыпаланса пычӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Фома, хреснашшӗ ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнса кайнипе тӗлӗннӗскер, унӑн сӑмахӗсене итлесе пынӑ, ҫак сӑмахсем ӑна, темӗншӗн, ашшӗ тупӑкӗ ҫине ӳкекен ҫӗр кӗмӗрккисем майлӑн илтӗннӗ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӑлтӑрсен ҫутинче йӑлтӑртатакан штыксен хӗмӗ пӗлӗт ҫинчен ӳкекен тӗксӗм ҫутӑ пайӑркисем пек курӑнса тӑчӗ.
VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Халӗ ҫав юлташсем кӑвайт ҫути ҫине килсе ӳкекен пысӑк ещӗксене ҫӗре ӳкичченех яра-яра тытса ерипен лавсем ҫине пыра-пыра хураҫҫӗ.Стоя у костров, они подхватывали падающий на огонь груз и укладывали его на подводы.
Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чух аллӑм чӗтрет, ӗсӗклесе макӑратӑп эпӗ, куҫӑмран папирус ҫине ӳкекен вӗри куҫҫуль эпӗ ҫырнине чылай ҫӗрте тӗсрен ярӗ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Унӑн атлетла яштака фигури вучахран ӳкекен ҫутӑ ҫинче мифри гигант евӗрлӗ курӑнса тӑчӗ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӗсменсем ҫинчен ӳкекен тумламсем шӑпӑлтатни ҫеҫ илтӗнет, тата сайра хутран пулӑ чӑмпӑлтатса илет те, ҫав вырӑнтан хуллен лӑпкӑ ункӑсем саланса каяҫҫӗ.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӑл анӑҫалла тайӑлнӑ хӗвел еннелле хавхапа ҫаврӑнчӗ те — ҫак самантра ҫӳлтен ӳкекен карапа асӑрхарӗ.
Тарни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӳкекен чул муклашкисем пӗр авӑк чӑштӑртатрӗҫ те халӗ — шӑп, пӗр сас-чӳсӗр.Некоторое время шуршали падающие камешки — cтало тихо, ещё тише.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ӳкекен тумламсен пӗр кӗвӗллӗ, уҫӑмлӑ сасси илтӗнет тепӗр чухне.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Аслӑ хулан тӗреклӗ стенин хӳттипе, ылтӑнпа витнӗ, картлашкаллӑ-картлашкаллӑ пирамида тӑрринчен Магацитлсем тӗнче уҫлӑхнелле вӗҫеҫҫӗ те вӗҫеҫҫӗ, — йӑтӑна-йӑтӑна ӳкекен шыв, тӗтӗмпе кӗл витӗр.
Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ ӳкерчӗксем арпашӑнма пуҫларӗҫ: вӗсем ҫинелле пачах урӑхла ӗлкеллӗ сӑнарлавсем ҫине-ҫинех, талпӑнсах кӗреҫҫӗ, — тӗтӗм йӑрӑмӗсем, пушар ҫути, сиккипе пыракан утсем, чупакан, ӳкекен темӗнле ҫынсем.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн ҫӳлелле ҫӗкленнӗ ҫӳҫӗнче кӗнекесен ылтӑн хуплашкисем ҫинелле хӗҫ пек ӳкекен пайӑркасенчи тусан пӗрчисем выляҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Мозаикӑллӑ урайне мачча чӳречисен витӗр ӳкекен ҫутӑ пайӑркисенче тусан ташлать — вӗсенче кӗнекесен тӳрӗ речӗсем, бронза статуйӑсем (вӗсем лаптак шкапсен хушшинче), ҫинҫе шӗвӗр ураллӑ пӗчӗк сӗтелсем, экрансен пӗлӗтлӗ тӗкӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Виҫҫӗмӗш пӳлӗмре, — лутра, кавирсемпе тултарнӑ, — тӳпемре, ҫӳллӗ пусӑ айӗнче, ҫутӑ ӳкекен ҫӗрте сарлака кравать ларать.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Ахаль чухне вӗҫев тесе кайӑк вӗҫевне, ӳкекен ҫулҫӑпа аэроплан вӗҫевне калаҫҫӗ.— Обычно называют полётом — полёт птицы, падающего листа, аэроплана.
Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫӗрелле ӳкекен Буратинона Артемон малти урисемпе ярса тытрӗ те пӳрте ҫӗклесе кайрӗ…Артемон подхватил передними лапами падающего Буратино и отнёс его в дом…
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона вилӗмрен ҫӑлса хӑварать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл, алӑка тачӑ хупса, сӑлӑп ячӗ, ҫурта ҫути аванах ӳкекен лаптӑка ҫывӑхарах ҫимеллисем кӑларса хучӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.