Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗлӗкрех the word is in our database.
ӗлӗкрех (тĕпĕ: ӗлӗкрех) more information about the word form can be found here.
Ҫырма тӑрӑх пӑртак улӑхсан, пӗве пур, ун айккинче ӗлӗкрех тӑм кӑларнӑ пӗр улах кукӑр пур, ҫав кукӑрта тӑм шӑтӑкӗсем нумай.

Тут, если оврагом немного пройти, пруд будет, а еще сбоку этакая выемка, там раньше глину для кирпичей рыли и в стенках ям много.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӗлӗкрех патша вӑхӑчӗ пулнӑ.

— Раньше был царизм…

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ун патне кун каҫа пиншер ҫын пыраҫҫӗ, вӑл пуринпе те ал тытса паллашать, ӗлӗкрех пулсан…

К нему тысячи людей за день приходят, и со всеми он за руку, а раньше бы…

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Кайранхи классенче вӗренекенсем юри пуҫлӑхсене курӑнмалла брюкисене атӑ кунчисен ӑшнелле ҫавӑрса чикрӗҫ, ӗлӗкрех ҫапла тума хушмастчӗҫ, вӗсем уборнӑй патне пухӑнса, классенчи наставниксен куҫӗ умӗнчех табак туртма пуҫларӗҫ.

Старшеклассники демонстративно заправили брюки в сапоги (что раньше не разрешалось) и, собравшись возле уборной, нарочно, на глазах у классных наставников, закурили.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӗлӗкрех, астӑватӑп, урамсем тӑрӑх кунӗпе ҫӳретен — пӗр палламан ҫын та тӗл пулмастӑнччӗ.

Раньше, бывало, ходишь целый день по улицам — и ни одного незнакомого не встретишь.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хӑш-пӗри калана тӑрӑх, учитель ӗлӗкрех вӑрӑ-хурах пулса, аслӑ ҫулсем ҫинче иртен-ҫӳрен ҫынсене ҫараткаланӑ, халӗ ӗнтӗ чӑнни ҫиеле тухнӑ пулать.

Нашлись и такие, которые утверждали, что будто бы учитель раньше был разбойником и грабил людей на проезжих дорогах, а вот теперь правда и выплыла наружу.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку, паллах, вӑйсӑр ӑнлантару, тӗрексӗр те васкавлӑ ӑнкаруран ытла мар, анчах ҫакна ҫирӗплетмешкӗн эпир пуриншӗн те паллӑ тӗслӗх илсе кӑтартаятпӑр: йӗксӗк-ӑҫтиҫуксен арӑмӗсем е еркӗнӗсем чылай чухне — ҫынлӑхлӑ, лайӑх хӗрарӑмсем (е ӗлӗкрех ҫавнашкаллисем пулнӑ).

Это слабое объяснение, не более, как шаткая и поспешная догадка, однако в подкрепление ее мы можем привести общеизвестный факт, именно тот, что у негодяев, большей частью, подруги и жены их — человеческие, хорошие женщины (или были такие в прошлом).

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ҫынни шанчӑклӑ вӑл, ӗлӗкрех пирӗн ялти лаша вӑрри Пикмӑрсапа ҫыхӑннӑскер, тӗрӗслеме пултаратӑр, — ӑнлантарчӗ Телегин.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗлӗкрех капла марччӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӗлӗкрех, революциччен, таҫти ҫичӗ ютран килнӗ капиталистсем Йӗпреҫ енчен вӑрман чылай турттарнӑ, акӑлчансене, нимӗҫсене, тата ытти нумай ҫӗршывсене сутнӑ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫырмара ӗлӗкрех кантӑр хутма тунӑ кӳлӗсене йӑлтах шыв айне турӗ.

В овраге все озера, на которых ранее замачивали коноплю, все были затоплены водой.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Вӑл дача крыльци умне пырса ларчӗ те «Сэр» ятлӑ илемлӗ пирус коробкинчен коробкине кура мар ҫинҫешке те кӗске пирус кӑларса илчӗ; Надежда Кондратьевна вара ӗлӗкрех пулсан хӑй ҫакнашкал вак-тӗвеке нихҫан та асӑрхаяс ҫукки ҫинчен шухӑшларӗ.

Он уселся на крылечке дачи, вынул красивую папиросную коробку «Сэръ» и взял из нее тонкую и чересчур короткую папироску явно не по размеру коробки; Надежда Кондратьевна подумала, что раньше никогда не заметила бы эту подробность.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӑл халӗ таврара мӗн пулса иртнине йӑлтах курса-туйса тӑма пуҫларӗ, ӗлӗкрех асӑрхамасӑр ирттерсе янӑ япаласене те асӑрхакан пулчӗ.

Она начала замечать все, что творилось кругом и чего не замечала раньше.

8 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Кусем лару-тӑрӑва начар мар, ӗлӗкрех марксист пулнисенчен аванрах ӑнланаҫҫӗ.

Эти неплохо понимают обстановку, получше, чем бывшие марксисты.

6 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вӗсем вырӑс революцийӗн сулмаклӑ хӑвачӗпе пӗлтерӗшне пачах тивӗҫсӗр пулнине кура, тупата, Ленин вӗсем ҫине хӑй ӗлӗкрех чипер-йӗркеллӗ ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнинчен тӗлӗнчӗ.

Они все оказались настолько недостойными размаха и значения русской революции, что Ленин, право же, удивлялся своему прежнему серьезному к ним отношению.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ленин хӑй умӗнче «свидетельсен» сӑнӗсене — чапшӑн ниҫта кайса кӗрейми ҫӑтӑхакан, ытти мӗнпур ренегатсем пекех, йӑплака та йӗрӗнчӗк Григорий Алексинские курать; хӑй нихҫан никама вӗлермен пулин те, хӑйне «революционер-террорист» тесе вӗҫкӗнленекен, лапӑрчӑк сухаллӑ, пӗчӗк те йӑрӑ куҫлӑ этемккен — Бурцевӑн лӗкӗллӗ пиншакне курать; чапа хапсӑнакан, авкаланма-хӑлаҫланма юратакан тата анархистла юрлакан Борис Савинков дендие курать; ӗлӗкрех марксист пулнӑ Потресова тата большевик пулса пӑхнӑ Мешковские курать; Ленин ҫав мӗнпур «пулнӑ» ҫынсене, вӗсен профессорсенни майлӑ сухалӗсемпе кӳпшек пичӗсене йӑлтах курать, вӗсем ҫав тери вӗчӗрхенсе те сехӗрленсе каланӑ сӑмахсене илтет, ответ парать, вӗсем икӗпитленсе хуҫкаланнине, суйнине, намӑссӑрланнине, революцие курайманнине, массӑсенчен хӑраса ӳкнине, вӗсем вырӑс рабочи класӗ ҫине йӗрӗнсе пӑхнине, пролетари демократине ним вырӑнне те хуманнине тата Европа демократийӗ умӗнче — унти нӑйӑлти рабочи союзсемлӗ тата «марксистла» хупахсемлӗ буржуаллӑ демократи умӗнче пылаккӑн пуҫ тайнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларать!

Ленин видел перед собой лица «свидетелей» — пожираемого неутоленным честолюбием Григория Алексинского, скользкого и омерзительного, как все ренегаты; видел засыпанный перхотью пиджачок Бурцева, «революционера-террориста», как он величал себя, хотя никогда никого не убил, человечка с острыми глазками на заросшем грязноватой бородкой лице; видел честолюбца и позера, анархиствующего денди Бориса Савинкова; видел бывшего марксиста Потресова и бывшего большевика Мешковского; видел всех этих бывших людей, их профессорские бородки и обвислые щеки, слышал их слова, полные ненависти и страха, и отвечал им, ловил их на передергиваниях, лжи, невежестве, ненависти к революции, страхе перед массами, презрении к русскому рабочему классу, неуважении к пролетарской демократии и сладеньком преклонении перед демократией европейской, буржуазной, с ее рабочими певческими союзами и «марксистскими» пивными!

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Хӗрӗх ҫула яхӑн ӗлӗкрех столицӑра пурӑнакан темиҫе ҫын, пӗрисем ӗҫсем пуррипе, теприсем курса ҫӳресе савӑнас йӑлапа, Лапута утравӗ ҫине хӑпарнӑ.

Около сорока лет тому назад несколько жителей столицы, одни по делам, другие для развлечения, поднялись на Лапуту.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Корольрен тата пысӑкрах ырлӑх пуласса шанса, эпӗ ӑна пӗр виҫ-тӑват ҫӗр ҫул ӗлӗкрех шухӑшласа тупнӑ темле порошок ҫинчен каласа патӑм.

В надежде заслужить особую благодарность короля я рассказал ему об изобретенном три или четыре столетия тому назад особом порошке.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӗлӗкрех лашапа ӑҫта та пулин каяс пулсан урапа е ҫуна ҫине яланах утӑ хунӑ.

В те времена, отправляясь куда-нибудь на лошади, всегда брали с собой сено.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫӗр ҫул, икҫӗр ҫул ӗлӗкрех, вутпа перекен пӑшал начар пулнӑ чухне тата унпа питӗ те майӗпен пенӗ чухне чӑнах та атакӑна ун пек пырса кӗни тӑшмана хӑратма пултарнӑ.

Лет сто или двести назад, когда огнестрельное оружие было плохое и стрельба медленная, подобный способ атаки действительно мог испугать противника.

Сомма шывӗ хӗрринчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed