Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑшӑ, кӑмӑллӑ сӑмах-юмаха хапӑл пулма ялти Амӑшӗ вӗрентсе янӑ ӑна.
Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Енерхи япала е пӑс, е юр, е ӑшӑ та сиплӗ ҫумӑр, е пӑр пулса килессе кӑна чухлаймастпӑр эпир.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ӑшӑ пулчӗ-им, шӗпӗн? — тет вӑл ырӑ кӑмӑллӑн ача куҫӗ ҫине анса ларнӑ карттуса ҫӳлерех хӑпартса.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ӑшӑ сӗт сиплӗ вӑл.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Тӑван кил вучахӗн ӑшӑ ҫутийӗ пӳрт ӑшчиккине ҫеҫ мар, тин ҫеҫ ҫартан таврӑннӑ салтакпа ун ашшӗн пӗтӗм чун-чӗрипе кӑмӑлне тасатса, ҫутӑлтарса ярать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вара Вихтӗр хӑнк та тумасть ӑшӑ пӳртре.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Шӑрпӑкӗсене хӑйсене мӑрье ҫумне, ӑшӑ ҫӗре, типме ретӗн-ретӗн тирпейлесе хурать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сап-сарӑ та вӑрӑм ҫунатлӑ ҫулӑм, ҫӳлелле вӗҫсе кайма хӑтланнӑн, тем тӗрлӗ те хӑлаҫланать; пуленкесем темшӗн тарӑхнӑ пулас: шарт! та шарт! тутараҫҫӗ хӑйсен пӑшалӗсемпе; тӗлкӗшет, ҫатӑртатать, шартлатать кӑмака хырӑмӗ, уҫӑ сывлӑша туллин туртса илсе ҫынна ӑшӑ хӑтлӑх кӳме васкать.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӗр упраҫ эрешӗ-тӗрри ҫине пӑхсан ҫуллахи ӑшӑ хӗвел пуҫ тӳпинчех ҫутатма тытӑннӑн, ытарма ҫук улӑх-ҫаран ҫумрах ешернӗн туйӑнса каять.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лайӑх юрӑ вӑл тутлӑ апатпа, ӑшӑ тӑлӑппа пӗрех: кӑмӑла ӑшӑтать, чуна тӑрантарать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Амӑшӗ, каллех аяккинче тӑрса, ӑна ӑшӑ сӑмахсемпе юлма ӳкӗтлеме пуҫларӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Чи малтан сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ кӗске кӗрӗкне хыврӗ, мӗншӗн тесен мунчара ытлашшипех ӑшӑ, шӑрӑх тесен те юрать.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Кӗҫех Силпи пысӑк ӑшӑ тӑлӑп йӑтса килчӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Мунчара чӑнах та ӑшӑ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Вӑл ӳт-пӗвӗпе кулач пек кӑпӑшкаскер, унпа юнашар тӑрсан, унран ӑшӑ ҫапать.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Санпа ятлаҫӑн та, эпир сурӑхсемсӗр, ашсӑр, ҫӑмсӑр тӑрса юлтӑмӑр, вӑл чи кирличчӗ пурнӑҫра кӑҫатӑ, ӑшӑ чӑлха валли ай-яй! тӗп турӗҫ кашкӑрсем!
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Амӑшӗ кӗшӗлтетрӗ-ха, ҫывӑрма выртас умӗн йывӑҫ витрере чуста лартрӗ, ыран кукӑль тӑвас терӗ вӑл, ӑшӑ кӑмака ҫинче ирччен хӑпарать чуста.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑн тин сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ ӑшӑ кӗрӗкне хыврӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Пӳртре ӑшӑ, ҫутӑ, хӑтлӑ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ӑна Ямас савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ, хӑй ӑшӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑ.