Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) more information about the word form can be found here.
Ҫапла, ир тӑрсан, яланхи йӑлапа ӗҫ хатӗрӗсене — пӗчӗк пурттине, клеймине, ҫӗҫҫине, хут-кӑранташне — апат-ҫимӗҫпе пӗрле кутамккине майласа чикет те упӑшки, ӑна ҫурӑм хыҫне ҫакса, уттарать хӑйне кирлӗ ҫӗре.

Help to translate

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен аллинчи япалисене ҫӗре лартмасӑрах каялла тухать.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр бригада хӑш-пӗр ҫынна пулӑшу парса килнӗ ҫӗре тепӗр бригади темиҫе ҫӗре те ҫитсе ӗлкӗрет хӑш чухне.

Help to translate

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Пирӗннисем пур ҫӗре те ӗлкӗреймеҫҫӗ пулсан кӳршӗ районти васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсене чӗнсе илеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Информушкӑн членӗсем ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене шута илсе тивӗҫлӗ ҫӗре ҫитерме шантарчӗҫ.

Help to translate

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Ольга Емельяновна ФИЛИППОВА, Ямпайӗнче пурӑнакан 72 ҫулти пенсионерка: «Культура ҫуртне уҫнӑ ҫӗре те килтӗмӗр пӗлтӗр. Халӗ те яланах савӑнса ҫӳретӗп кунта, Вова мӑнука илсе ҫӳретӗп. Юмахри пек ӳссе ларчӗ вӑл куҫ умӗнче. Хулари театр пекех пирӗншӗн ку клуб. Тавах пире ҫакӑн пек культура центрне туса панӑшӑн. Илемлӗ, ҫутӑ, ӑшӑ, таса, кунта килес килсе тӑрать. Хамӑн кӳршӗсене те пӗрле пыма чӗнетӗп яланах».

Help to translate

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Пурӗ 3292 гектар (13 процент) ҫӗре кӑпкалатнӑ.

Help to translate

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

Вӑрлӑха варӑнтарнӑ лаптӑкшӑн юлашкинчен ҫӗре витермелле ҫумӑр ҫуни шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ та — асӑннӑ лаптӑкри ҫак культура шӑтма-сӑмсаланма та тытӑннӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ака ӗҫӗн пуҫламӑшӗ ӑнӑҫлӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... ac%d0%bba/

60 ҫула ҫитичченех Геннадий Ксенофонтович йывӑр чирпе асапланса ҫӗре кӗчӗ.

Help to translate

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Шурут культура ҫуртӗнче апрелӗн 18-мӗшӗнче Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалласа «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс иртрӗ.

Help to translate

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Мероприятие уҫнӑ ҫӗре округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А. Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ С.Ю. Данилов, рота командирӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.А. Михайлов, Владимирпа пӗрле службӑра пулнисем, унӑн амӑшӗ, мӑшӑрӗ, ачисем, тӑванӗсем хутшӑннӑ.

Help to translate

Ентеш ячӗпе – турнир // Валерий ДЕНИСОВ. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b5%d0%b ... 8%d1%80-2/

Мероприяти вӗҫленнӗ ҫӗре ачасем мӑнкун ҫӑмартисене сӑрласси мастер-класа хутшӑннӑ.

Help to translate

Ҫирӗклӗри ял клубӗнче "Мӑнкун савӑнӑҫӗ" ӑс-хакӑлпа вӑйӑ программи иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... tn-3755520

1994 ҫулта мӑн кукаҫей ҫӗре кӗнӗ.

Help to translate

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Help to translate

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Турнира уҫнӑ ҫӗре спортсменсене Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов сӑмах тухса каланӑ.

Help to translate

Гоча Константинович Онанашвили ячӗллӗ турнир иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3719281

«Тырӑ вырнӑ ҫӗре каяс килчӗ, ҫуран утас килмерӗ. Атте епле ӗҫленине пӑхса тӑнӑччӗ те, хам туса пӑхрӑм, аппалансан хурҫӑ утӑм сас пачӗ», – аса илет Владислав темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен.

Help to translate

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Вӗсем унччен пӗр-пӗрне юратсах пӗрлешнӗ пуль-ха, анчах та эпир ӑна-кӑна ӑнланма пуҫланӑ ҫӗре унчченхи юратуран пӗрчи те тӑрса юлманччӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Мӗнле-мӗнле вӑрҫса харкашнине шутсӑр тимлесе итлесен те хӑлхана кӗместчӗ пулсан: «Уйрӑлас! Уйрӑлмалла!» — тенисем пирӗн пӳлӗме, эпир ҫывӑракан ҫӗре, чӑрмавсӑрах пырса кӗретчӗҫ те, ҫивӗч ҫӗҫӗ пек, ним ӑнланман чӗрене ҫурсах яратчӗҫ:

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тепре ҫӑвар уҫма ӗлкӗрнӗ ҫӗре Паша, куҫне чеен хӗскелесе, купенелле кӗрсе те шӑвӑнчӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Левен вӗренекен ҫӗре.

Help to translate

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed