Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) more information about the word form can be found here.
Чӗреспе сӑрана формӑпа содержани вырӑнне илсе кӑтартнӑ хыҫҫӑн Исаев, ку тӗслӗх вырӑнлӑ мар пулин те, тӗрӗс вывод тӑвать: «Формӑпа ӑш-чикне кашни калаврах, кашни романрах — произведенирех ҫыхса пыма пӗлес пулать.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Лав ҫине ҫыхса пӑрахнӑ ҫын, ку сасса илтсессӗн, ялт!

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑн ҫивчӗ куҫӗ лав ҫине ҫыхса пӑрахнӑ ҫын кӗрнеклӗ арҫынна таҫтанах курчӗ.

Help to translate

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлташӗсем ӑна ҫавӑнтах питне ҫума пулӑшрӗҫ, унтан суранӗсене ҫыхса ячӗҫ…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Йӑлтах туртса илӗпӗр! — сӑмах майӑн вӑл сулахай пилӗкӗнчен ҫыхса янӑ хӗҫне аллипе тӗкӗнсе илчӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫне унӑнне ҫыхса янӑ.

Help to translate

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешсем вара, ӳкесрен хӑраса, хӑйсене ҫав тери хытӑ ҫыхса хураҫҫӗ те кайран, халтан кайнипе, кантӑрине салтма е касса татма та вӑй тупаймаҫҫӗ, тет…

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӳлӗхҫӗ, кашкӑр шӑлӗнчен ҫӑлсам мана! — кӗл тума тытӑнчӗ Савантер, вара чӗтрекен аллисемпе хӑйне йывӑҫ ҫумне ҫӗнӗ пушӑтпа тата лайӑхрах ҫыхса хучӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самаях пушӑт касса хатӗрленӗ хыҫҫӑн каллех йывӑҫ тӑррине улӑхса хӑй килӗштернӗ вырӑна майлашӑнса ларчӗ, васкамасӑр кӑна хӑйне йывӑҫ ҫумне пушӑтпа ҫыхса хучӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра вӑрмантан ирҫесен пӗр ушкӑнӗ аллисене ҫыхса лартнӑ темиҫе ҫынна илсе тухрӗ, вӗсене ҫав тери хытӑ ҫӗмӗрсе-хӗнесе пӗтернӗ, пичӗ-куҫӗ латти ҫук.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ, пилӗкне хӗрлӗ пусма ҫыхса янӑ тиек халӑха патшан ҫӗнӗ указне вуласа пама тытӑнчӗ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, тӑна кӗнӗ ҫӗре, ун аллисене хыҫалалла ҫыхса та лартнӑччӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тахҫан вӑл ҫав усалӑн суранне ҫыхса янӑччӗ, шелленӗччӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта — ҫыхса пӑрахнӑ пуп тата Ахпӑлатпа Илечер пуянсем.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кусем, — ҫыхса пӑрахнӑ Ахпӑлатпа Илечер енне кӑтартрӗ вӑл, — халӑх юнне ӗҫекенсем пулӗ-ха, вӗсене те унта ӑсатас пулать.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсем, ҫакна илтсе, учӗсене юрттарса халӑх хушшинех кӗчӗҫ те, ҫыхса пӑрахнӑ пуп умне ҫитсе, учӗсене чарчӗҫ.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялти пуянсене — Ахпӑлатпа Илечере — паҫӑрах ҫыхса пӑрахнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытти тарҫӑсене чӗнсе кӳртрӗ те мана ҫыхса пӑрахма, саламатпа пӗҫертме хушрӗ.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унталла та пӑхрӗ карчӑк, кунталла та пӑхрӗ, юлашкинчен хай ампар ҫумӗнчи пӗренерен ҫыхса хунӑ вӗрен татӑкне асӑрхарӗ.

Help to translate

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Полковних пиҫиххийӗ ҫыхса ярас мар-и пилӗкӳнтен?»

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed