Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хамӑра ҫӗнӗлле вырнаҫтарни мана питӗ те кӑмӑла кайрӗ.
IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
КХР йӗркеленнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство та Ҫурҫӗр-тухӑҫри ҫӗрсене администраци тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлле пайлас ӗҫе пуҫӑннӑ, 1954 ҫулта Сунцзян провинцине пӗтернӗ, унӑн ҫӗрӗсем Хэйлунцзян провинцин йышне кӗнӗ.
Хулань // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D1% ... 0%BD%D1%8C
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Китай республикин правительстви Ҫурҫӗр-тухӑҫ ҫӗрӗнче ҫӗнӗлле административлӑ пайлану программине йышӑннӑ — Хулань уесӗ Сунцзян провинцине кӗме пуҫланӑ.
Хулань // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D1% ... 0%BD%D1%8C
Пӳлӗмри япаласем пурте тахҫантанпах пӗлнисем пулнӑ, анчах паян вӗсем темӗнле ҫӗнӗлле курӑннӑ.Всё в комнате было давно знакомо ему, но сегодня всё смотрело как-то ново.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӗлӗкхи опыт пире пурсӑмӑра та питех те пулӑшса пырать, хамӑр ӗҫсене ҫапӑҫу условийӗсенче ҫӗнӗлле йӗркелеме май парать.
Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл пур легионсене те ҫӗнӗлле организацилерӗ.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Легионсене ҫӗнӗлле майлаштарса ҫитернӗ хыҫҫӑн Спартак хӑйӗн ҫарне пӑхса тухма шутларӗ.Сформировав по-новому легионы, Спартак пожелал сделать смотр войску.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Спартак хӑйӗн ҫарне ҫӗнӗлле организацилеме шутларӗ.Спартак давно уже мечтал о новой организации своих легионов.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Сире, чаплӑ йӑхсенчен тухнӑ ирӗк граждансене, олигархсен касти государствӑна тытса тӑрас ӗҫ патне ямасть, пуянлӑхпа власть памасть; ҫав каста халӑхшӑн, хӑюллӑ ҫынсемшӗн тата ҫӗнӗлле пурӑнас текенсемшӗн тӑшман пулса тӑрать.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пурнӑҫа ҫӗнӗлле йӗркелемелле.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫавӑ мана хӑйӗн чӑнлӑхӗпе тӗлӗнтерсе ячӗ — эпӗ маччари чӳрече умне тӑрса, малалла вулама пуҫларӑм та хам шӑничченех вуларӑм, каҫпа вара, хуҫасем ҫӗрлехи кӗлле кайсассӑн, кӗнекене кухняна илсе антӑм та, кӗрхи ҫулҫӑсем пек туйӑнакан, сарӑрах тӗслӗ, кивӗ страницӑсем ӑшне путсах карӑм; вӗсем мана эпӗ хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем пек мар ыр геройсене, шутсӑр усал тӑвакан ҫынсене кӑтартса, ҫӑмӑллӑнах мана урӑхла пурнӑҫалла, ҫӗнӗ ятсемпе ҫӗнӗлле шайсем патнелле илсе каятчӗҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ ҫав хӗрарӑм патӗнчен хамшӑн ҫӗнӗлле тарӑн шухӑшпа тухса карӑм; ман умра шуҫӑм уҫӑлса килнӗ пекех туйӑнчӗ, темиҫе кун хушши вара эпӗ анлӑ пӳлӗме тата вӑл пӳлӗмре ангел пек туйӑнакан ҫутӑ кӑвак кӗпеллӗ закройщик арӑмӗ ларнине аса илсе, хӗпӗртесе пурӑнтӑм.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӳкӗнӗвӗн тата лайӑхланасси патне пӗтӗм чунтан туртӑннин сасси ӗнтӗ ман аталанӑвӑн ҫак тапхӑрӗнче чунти тӗп ҫӗнӗ туйам пулчӗ, вӑлах эпӗ хам ҫине, ҫынсем ҫине тата турӑ тӗнчи ҫине ҫӗнӗлле пӑхассине пуҫарса ячӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ каларӑм ӗнтӗ, Дмитрипе туслашни мана пурнӑҫ ҫине, унӑн тӗллевӗпе ҫыхӑнӑвӗсем ҫине ҫӗнӗлле пӑхтарчӗ.Я сказал, что дружба моя с Дмитрием открыла мне новый взгляд на жизнь, ее цель и отношения.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫӗнӗлле пӑхма пуҫлани
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Арчасем пурте ун аллинчех тӑнӑ, вӑл вӗсем ашӗнче чакаланма, куҫара-куҫара хума, виҫме, ҫӗнӗлле вырнаҫтарма чарӑнман, анчах эпир ялти ҫуртра пурӑннӑ чухне пулакан ачаран хӑнӑхнӑ шав, хӗвӗшӳ ҫитмен ӑна.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ав Ивинсем те, Этьен та, пурте ташлаҫҫӗ, «pas de Basques» тумаҫҫӗ; пирӗн Володя та ҫӗнӗлле ҫаврӑнма вӗреннӗ.Вон и Ивины, и Этьен, и все танцуют, a pas de Basques не делают; и Володя наш перенял новую манеру.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паян каҫа хӑнасем сахал мар пуҫтарӑнаҫҫӗ пулас-ха — буфетра та халичченхи пек мар вӗтеленеҫҫӗ, хӑна пӳлӗмӗпе зал ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, хам тахҫантанпа пӗлсе тӑракан япаласем те уяври пек ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ, Иван Иваныч князь та ахальтенех ярса парас ҫук вӗт хӑйӗн музыкине пирӗн пата.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна эпир ҫӗнӗлле пурӑнма вӗрентӗпӗр.
Вӑрлани // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Вӑл ӗлӗк упа варӗсемпе кашкӑр ҫырмисенче пытанса ларнӑ Вӑрманкассем, тӗттӗм Ҫырмапуҫ ялӗсем — ҫутта, социализм ҫулӗ ҫине тухса, ҫӗнӗлле пынине ӗненмелле кӑтартса парать.
С. Диковский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 3–7 с.