Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инженерсем больница заведующийӗпе, ҫамрӑках мар вырӑс хӗрарӑм-врачпа тата унӑн помощниципе, ҫамрӑк нанайка Валя фельдшерицӑпа, паллашрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Крымри ҫамрӑксене комсомолӑн чаплӑ юбилейӗпе саламланӑ; унтан ҫамрӑк патриотсене, кашни комсомолеца чӗнсе калани пуҫланать:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫинҫе сасӑпа калаҫакан ҫамрӑк сӑнарлӑ офицере калаҫнӑ чух хӗрелсе кайрӗ, питҫӑмартийӗсем ҫине хӗрлӗ-хӗрлӗ пӑнчӑсем тухрӗҫ, сассинченех, хӗрелнинченех паллӑ ӗнтӗ вӑл ачалла, хӑй мӗн те пулин тӗрӗс мар каласа ярасран хӑраса калаҫакан ҫамрӑк пек, шикленсе калаҫни.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Диван ҫинче ҫывӑракан ҫамрӑк офицер ури вӗҫӗнче хулӑн туталлӑ ҫамрӑк докторпа нимӗҫ сӑнарлӑ артиллерист укҫа шутласа лараҫҫӗ, ҫывӑракан офицер ури ҫинех хӑпарса ларнӑ, тейӗн вӗсене.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, Калугиншӑн пулсан, пӗр эрне маларах кӑна батарейӑна пырса кӗнӗ ҫамрӑк лейтенант капитанран вунӑ хут харсӑртарах пек туйӑннӑ, ҫамрӑк лейтенант халӗ ӑна хӑйсен батарейине кӑтартса ҫӳрет, халь вӗсем иккӗшӗ те, пӗр-пӗрин умӗнче куҫран ӳкес мар тесе, усӑсӑрах амбразурӑсенчен пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ, банкетсем ҫине туха-туха тӑраҫҫӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Питех хытӑ юратнӑ ҫамрӑк хуҫине ҫухатни, тата хӑйне пит шанса тӑракан ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ хуйхӑрни, унтан тата капитан Кассий Кольхаун атӑпа тапни те пулӗ, — ҫав пурте мӗскӗн негра хытӑ хуйхӑртнӑ.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Майор шутсӑр кӑмӑлсӑр пулса, ҫамрӑк ирландец тӗлӗшӗпе шиклӗ шухӑшсем пулнине каласа кӑтартнӑ; ҫамрӑк ирландецпа вӑл яланах пит лайӑх килӗштернӗ.
XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тата акӑ мӗн, мистер Стумп, — терӗ татах хӗр, сунарҫӑ ҫумнерех пырса хуллентерех калаҫса, — кунта хӑнасем пулнӑ чух, ҫамрӑк… ҫамрӑк ҫын килсессӗн.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫак самантра ҫамрӑкӑн хулпуҫҫийӗ ҫине такам алли выртрӗ, лайӑх палланӑ сасӑ йӑпӑлтатнӑн: — Эхэ, йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир-и ку, ман ҫамрӑк тусӑм? Питех те хавас курма! — терӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах ҫамрӑк каччӑ карап ҫинче вӗсене ҫамрӑк моряк пек мӗн те пулин тума пултаратчӗ пулсан, халь кунта кӗтсе тӑракан хӑрушлӑхран хӑтӑлма мӗн тумалла-ши?
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӗл пулӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ Евгений Семенов, ачасемпе ҫамрӑксен ҫарпа патриотла «Юнармия» обществӑлла юхӑмӗн вырӑнти уйрӑмӗн штаб начальникӗ, Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти ОБЖ преподавателӗ Виктор Антипов, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Сергей Шадиряков, «Морское братство — союз моряков» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Анатолий Казенов, РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ, Чечен вӑрҫинче паттӑрла вилнӗ Фирдус Камалетдиновӑн пӗр тӑванӗ Зуфар Камалетдинов, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӳ тунӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ май «Стройпа юрӑсен смотрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен маршӗ» Раҫҫейри IХ интернет-конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисем, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Дмитрий Кожемякин ячӗллӗ ҫамрӑк армеецсен отделенийӗн Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулӑн 10-11 класӗсенче вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗл пулура — РФ Геройӗ Евгений Борисов // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2020.12.11
Степан Ильич ачасене сирсе ячӗ те, Митя умне пырса тӑрса, ӑна хӑй пӗвӗпе хупларӗ: — Ҫамрӑк ача-ха вӑл, ҫамрӑк… шкул ачи ҫеҫ! — кӑшкӑрчӗ вӑл, ывӑҫ тупанне чӗри тӗлне тытса.
23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫамрӑк арӑмӑн куҫне тутӑрпа ҫыхнӑ, ҫыхнӑ куҫсемпе вӑйӑ варрипе ҫӳресе хӑйӗн пуҫ кӑшӑлне хӗрсене, ҫамрӑк упӑшка — каччӑсене тӑхӑнтартнӑ.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫамрӑк мӑшӑр ҫырӑну пӳлӗмне кӗнӗ чухне пур хӑнасем те ура ҫине тӑраҫҫӗ, ҫамрӑк мӑшӑр вырнаҫса лариччен лармаҫҫӗ.
Мӑшӑрланни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫамрӑк ӗмӗр, мӑнтарӑн ҫамрӑк ӗмӗр пӗр чӑваш каччин асӗнчен те нихҫан туха пӗлмест.Славная молодая пора никогда не выйдет из головы ни одного чувашского парня.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫамрӑк ҫынна ватӑ хисеплӗ ҫынпа паллаштариччен ватӑ ҫынран ун ҫинчен ирӗк ыйтмалла: «Профессор юлташ, Павлов студента сирӗнпе паллаштарма юрать-и?» е «Министр юлташ, Казаков хушаматлӑ ҫамрӑк инженера сирӗнпе паллаштарма юрать-и?».
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Франци горизонтӗнче ялкӑшса тӑракан ҫӗнӗ ҫӑлтӑр, чечекленсе тӑракан ҫамрӑк пурнӑҫ хӑпарать — ҫав ҫамрӑк пурнӑҫӑн малашнехи кун-ҫулӗ ун аллинче пулать, ҫакӑ ӗнтӗ Симурдена тата ытларах хаваслантарать.
V. Пӗр тумлам сивӗ шыв // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Илемлӗ статуя шӑратса ӑна чун кӗртни — аван, анчах ҫамрӑк ӑс-тӑна аталантарни, ӑна хӑйне кирлӗ пек ҫамрӑк чун пани, чӑнлӑх туйӑмӗ сывласа кӗртни — тата та лайӑхрах.
III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Унӑн кӑмӑлӗ питӗ лайӑх, ун пек кӑмӑл ҫамрӑксен спорт ӑмӑртӑвӗсем вӑхӑтӗнче пулать; ҫавӑн пек чух пин ҫын куҫӗ умӗнче трусипе тата майкӑпа чупма нимӗн чухлӗ те намӑс мар, ҫамрӑк ӳт-пӳ чи илемлӗ те ытти чух пулман хусканусем тӑвать, пӗр вӑтанмасӑр ҫивӗччӗн вылять.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Мӗнпур ҫамрӑк специалистсем пекех, вӑл хӑйне питӗ юратать пулас, тата вӑл хӑйӗн мӗнле те пулин ҫӗнӗ теорийӗпе те, ытти ҫамрӑксем пекех, интереслӗ ҫын пулма тивӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.