Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яр the word is in our database.
яр (тĕпĕ: яр) more information about the word form can be found here.
Ирӗкрех кӗпе кӑна тӑхӑнса яр.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Яр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ, йысна, кӑвайта чӗртсе яр.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫылӑхлисене ӗмӗр-ӗмӗр вут ҫинче ҫунакан тамӑк хуранне ан яр.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ху суха патне паянах тухас мар тесен, хатӗррине парса яр.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Инке… укҫана ил те заклада парса яр! — тепӗр хут астутарчӗ Анук.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тыт, Гера, туртса яр, — тесе сигаретне ҫӑварӗн пӗр енчен тепӗр енне меллӗ кӑна куҫарса йӗрӗнсе каларӗ фуфайкӑлли.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Киле ҫитсе пынӑ май тимлӗх ҫухатрӑм пулӗ — шырлан урлӑ каҫнӑ май ура яр шуса кайрӗ те, Мӑнкун ӗретне кайма тухнӑ ҫынсем умӗнчех шеплетсе ӳкрӗм.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пирӗнпе пӗрле ан яр ачуна, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ лав ҫинче ларакан хӑрарӑм.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ятна ан яр.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тӑрӑш, хӗрӗм, ятна ан яр.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Брюкине нумай пулмасть якатни яр уҫҫӑн сисӗнет, костюм пиншакне сулахай алли ҫине хунӑ, васкамасӑр крыльца умне ҫывхарать.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ӑсатма кӑмӑл турӑн пулсан, килех ҫитерсе яр, — терӗ хушнӑн Ирина.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лартса яр та…

Help to translate

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпир сан туйра сикме хӑнӑхнӑ, пире мӗн, бригада ятне ҫеҫ ан яр.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав ҫӗлен-калтасемпе ҫыхланса, аҫу-аслаҫу ятне яр кӑна сана!

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чӗлхӳне ирӗке ан яр, Кузнецова.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллусене ирӗке ан яр! — айккинелле пӑрӑнчӗ Кабаргас.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах пурнӑҫ йывӑҫҫин улмине ҫинӗ хыҫҫӑн куҫӗ яр уҫӑлса кайнӑ.

Help to translate

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав самантра кантӑк чӳречисене яр ҫутнӑ васкавлӑ пуйӑс аслати сассипе кӗрлесе иртнӗ май чутун ҫул будки чӗтренсе илчӗ.

И скорый поезд, сверкая освещенными окнами, с громом промчался мимо, и будка стрелочника вся задрожала.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed