Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллах, вӑл тавар хакне ҫухатни ҫинчен юри хут (акт) ҫырса ҫирӗплетмелле.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сасартӑк вӑл, «сӑнамасӑр пырса», ури айӗнче йӑваланса выртакан урай хӑми таткинчен (паҫӑр ӑна Анатолий юри ҫак тӗле пӑрахнӑччӗ) талт! такӑнчӗ, сулахаялла сулӑна-сулӑна кайрӗ те, ҫӑкӑнса, миххи мӗнӗпех цементлӑ платформа ҫине ла-а-а-ач! лачлатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Апла-и, капла-и, пурнан пурнӑҫра этем тӗрлӗ пӗлӳсемпе пуянланмасӑр (юри вӗренсе-и, «ҫула май» ҫеҫ-и) пултараймастех ӗнтӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ула Тимӗр, шурӑ кӗпе, хӑйне шӑпах хӑмӑр костюм, хӑмӑр путинкка тӑхӑннӑскер, хӑйне апла-капла йӗркене кӗрткелерӗ те, чун хавалне «ҫӑтӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ» именчӗкпе иккӗленӳ «кантрине» самант «татса ывӑтса», такам юри старт панӑ пек, хиврен малалла, Полина патнелле яртлатса утса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак Полина (кунта та «ҫимӗк уявӗнчи вӑйӑ тапратса калакан») ҫӗкленчӗк, юрӑ-кӗвӗ ӑсталӑхне юри вӗреннине пула та уҫӑмланнӑ кӗмӗл саспа юрӑ пуҫласа ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Утӑ капанӗ умнех ҫитсе ӳксен Полина темрен такӑнчӗ (тӗрӗссипе юри такӑнҫи турӗ) те палтӑрт пуҫ хӗрлӗн йӑваланса ӳкрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тискер кайӑк та юри дрессировка тумасан, ҫын пек охо-хо-хо-холама пултараймӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ку чунсӑрлӑхпа пӗр-пӗр урапа-машина тавраш чупакан мӑн ҫул ҫинче янкӑр кун ҫутинче тӗл пулнӑ пулсан Ула Тимӗр, ӑна чӗрене те хывмасӑр, ун ҫине, тен, алӑ та сулнӑ пулӗччӗ, халь ҫинче вара, шав вӑрмана каҫ хупласа килнӗ вӑхӑтра, шофер ӑна юри киреметленӗ, инкек ланкашкине ла-ап! тапса хӑварнӑ пек туйрӗ, вара хӑй те сиссе юлаймарӗ — савӑлламан савӑла савӑлламан савӑлпах ҫапса ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анкартинчи ҫӗрулмине кӑларса тӗп сак айне хывсан, кил-тӗрӗшри ытти ӗҫсене тӗплесен, вӑл юри Шупашкара, ҫемйипе пурӑнакан аслӑ хӗрӗ патне Атӑл леш енне кӑмпана кайма, пукрав ӑшши пуҫтарма тесе килнӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Сӗрен хуллин кутӑрка ҫулҫисене те сартут пӗрчисем тивнӗ е вӗсене такам юри пылчӑк сирпӗтсе хӑварнӑ тейӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Эпӗ юри сан хыҫҫӑн тухрӑм.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Сана никам та юри темест, Люба, ҫавӑнпа калатӑп, асӑрхануллӑрах пуласчӗ.
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Шинель валли пӑхӑр тӳмесем эпӗ хам укҫапах туянтӑм, мӗншӗн тесен, юри татнӑ пекех манӑн шинель ҫумӗнче вӗсем пӗрре те пулмарӗҫ.Медные пуговицы для шинели я себе купил, потому что ни одной их не было, словно нарочно срезали
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл, терӗ, большевик — бояр сыснисене юри пӑсӑлнӑ ҫӑнӑх ҫитернӗ, вара кӑшт кӑна пӗтӗм кӗтӳ вилсе пӗтмен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эпӗ юри унран пуҫласаччӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Эсӗ хӑвна юри революционер пек тыткаланӑ пулсан, эпӗ кӑна санӑн пит-куҫӑнтанах, сӑмаххусенченех пӗлеттӗмччӗ… —Фальшь в тебе я распознала бы сразу — в выражении лица, в движениях, в речи… —
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Шыв тухса тӑкмалла чухне сан ялан пилӗкӳ ыратать, Шупашкара каймалла тесен — хур аҫи пек каҫрӑлатӑн, юри тӑватӑн эсӗ.
Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.
Анчах Макар тек нимӗн те шарламарӗ, утиялпа пуҫ ҫинченех витӗнсе, юри харлаттарса ҫывӑранҫи пулчӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Сирӗн пирус ҫук-и? — терӗ именнӗ Акчуров, сӑмаха юри аяккалла пӑрса.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Баймашкинӑн кӗре питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, анчах каччӑ хӑй именнине палӑртасшӑн пулмарӗ, юри куланҫи турӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.