Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл унта ытармалла мар хӑрушшӑн пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнать: пӑхатӑн — пӑхса тӑранма ҫук.Завораживающим страшным кругом ходит там вода: смотреть — не насмотришься.
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сан лашу ытармалла мар, Григорий: каларӗ тейӗн — илсе каяҫҫех!
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кирек епле ӗҫе тытсан та ҫавӑрттарать кӑна: алӑ ӗҫне те пултарать, кил-ҫурт таврашӗнче те хӑй еплине ӗнтӗ эсир, ырӑ ҫынсем, хӑвӑрах куратӑр пулӗ, — Пантелей Прокофьевичпа тутине тӑснӑ Ильинична еннелле ҫаврӑнса, кӗрнеклӗ аллисемпе сулса кӑтартрӗ вӑл, — каччи те ытармалла мар.
15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗвеланӑҫӗнчи хӗрлӗ ҫутӑ сӳннӗ вӑхӑтра, ҫӑлтӑрсем тухса ӗлкӗреймен чух, уйӑх та ҫутатман вӑхӑт ӗнтӗ ку, ҫӗрле мар пулсан та, вӑрманта ҫӳреме хӑрушӑ; йывӑҫсем ҫинелле, туратсенчен яра-яра тытса, тӗне кӗртмесӗр вилнӗ ачасем кармашаҫҫӗ, ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче те вӗлтӗрен хушшинче тикӗл-макӑль тӑваҫҫӗ; Днепр хумӗсем хушшинчен умлӑ-хыҫлӑнах вӑхӑтсӑр шыва путса вилнӗ хӗрсем чупа-чупа тухаҫҫӗ; вӗсен симӗс пуҫӗсем ҫинчен хулпуҫҫийӗсем ҫинелле ҫӳҫесем шуса анаҫҫӗ: вӑрӑм ҫӳҫсем ҫинчен ҫӗрелле шыв шӑнкӑртатса юхать, хӗр вара, шыв витӗр, кантӑк кӗпе витӗр курӑннӑ пек, янках ҫутӑлса курӑнать; ытармалла мар кулать вӑл, питҫӑмартийӗсем хӗмленсе ҫунаҫҫӗ, куҫӗсем чуна илӗртеҫҫӗ…
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн пек ытармалла мар, мӗн пек ҫепӗҫ калаҫать: «Парасю, чунӑм!» тет.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӳ-сийӗ чӗтренсе илчӗ унӑн, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ, нихҫан та, темӗнле савӑнӑҫ пулсан та, темӗнле хуйхӑ-суйхӑ пулсан та, хальхи пек тапманччӗ вӑл: тӗлӗнмелле пек те, ытармалла мар пек те туйӑнчӗ ӑна, хӑй те ӑнланса илеймерӗ вӑл хӑйне мӗн пулнине.
II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек ытармалла мар сехетсенче хӑйне евӗр йӑлисем пур ҫав вӑл юханшывӑн.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн тери ытармалла мар, мӗн тери илемлӗ те чаплӑ Малороссири ҫу кунӗ!
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек тӗттӗм кӗтесре ӑҫтан-ха ҫав тери ытармалла мар, пике ҫуралса ӳсме пултарнӑ!
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Июль уйӑхӗнчи каҫсемпе ҫӗрсенче путенесемпе карӑшсем авӑтмаҫҫӗ, шырлак хӗрринчи тӗмсем айӗнче шӑпчӑксем юрламаҫҫӗ, чечек шӑрши те кӗмест, анчах апла пулин те ҫеҫенхир ытармалла мар илемлӗ-ха, унта тулли пурнӑҫ вӗресе тӑрать.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Казимир Михайлович, пӑхӑр-ха, епле ытармалла мар ача…
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ытармалла мар чипер те илӗртекен пит-куҫӗ пиҫсе ҫитнӗ улма пек хӗп-хӗрлӗ, Кандов ҫаксене пӗтӗмпех асӑрхаса юлчӗ.Но какой яркий румянец играл на ее лице, таком строгом и таком пленительном!
XIX. Ирхи курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Раскольников ӑна ытармалла мар сӑнар пек курӑнчӗ, идеал пек туйӑнчӗ.Раскольников казался ему светлым, вдохновляющим примером для подражания, идеалом.
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Уй-хир те ытармалла мар лайӑх тырӑ пуласса ӗмӗтлентерчӗ ҫав та, чипер пуҫтарса кӗртме кӑна пӳрмерӗ…Поля сулили обильный урожай; но ему суждено было остаться неубранным…
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Позици ытармалла мар пулать! — терӗ пынӑ ҫынсенчен пӗри.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак самантра вӑл ытармалла мар чиперччӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
кур-ха, епле ытармалла мар ҫанталӑк.
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗвеланӑҫ енче ытармалла мар чипер Рибарцӑ тем пысӑкӑш ҫавра тӳпипе пӗлӗтелле кармашать, ун тавра лутрарах тӑрӑсем курӑнаҫҫӗ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫак поэтла кӗтес ытармалла мар тӳлек ӗнтӗ, ячӗ вара хӑйӗн йӑлтах прозӑллӑ — «Силистра ҫулӗ» теҫҫӗ, ку ят ӑна юрамасть.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл пысӑк куҫлӑ, ҫакӑ ун питне ытармалла мар чипер сӑнар кӗртет, хальхи мухтавлӑ сехетре унӑн ҫиҫсе-йӑлкӑшса тӑракан пит-куҫӗ пит чеченӗн курӑнать.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.