Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аян чӗтренсе ҫӳҫенчӗ, шӑплӑхра вӑрӑммӑн тӑсӑлса инҫетри кӗрлев илтӗнет, — горизонт ӳхӗрет тейӗн; тӗттӗмлӗхе уҫӑмсӑр хумхану ярса тытрӗ, хӑлхара ӑнтӑлуллӑ юн таппи янӑрать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— У-ух! — терӗ чӗтренсе илсе.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн сасси хаяррӑн, хӑрушшӑн тухрӗ, ҫавӑнпа пӗчӗк Мархва хӑраса кайрӗ курӑнать, чӗтренсе илчӗ те шари! йӗрсе ячӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Сасартӑк вӑл чӗтренсе илчӗ, пуҫне Антун кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хирӗҫ пенине вӑл лӑпкӑн йышӑнчӗ, пуля витӗрех шӑтарнӑ аллинчи пистолечӗ чӗтренсе ҫӗре ӳкрӗ.Спокойно встретил он ответные выстрелы, пистолет дрогнул в его руке, пробитый насквозь, и выпал.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ тарҫӑсем хӗпӗртесе ӳкрӗҫ, чӗтренсе илчӗҫ, ҫак Грэя юлашки хут ӗнер кӑна курнӑн — хисеплесе пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Теприсем кӑпӑклӑ хумсенчен хӑтӑлаймасӑр рифсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ; тамалакан хумхану карап корпусне хаяррӑн силлет; ҫынсӑр тӑрса юлнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ карап пӗтес умӗн чылайччен чӗтренсе тӑрать, кӗҫех ӑна тепӗр тӑвӑл чӗрпӗкӗн-чӗрпӗкӗн хуҫса-аркатса салатать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫӗмрӗлнӗ чӳречесенче ҫил шӑхӑрать, ванчӑк кантӑксем чӗтренсе тӑраҫҫӗ.Ветер свистел в разбитых окнах, дребезжали торчащие в рамах осколки стекол.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ленинӑн юлашки сӑмахӗсем кӗтмен ҫӗртенех темле хурланчӑклӑн чӗтренсе тухрӗҫ.
16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Чӗтренсе ҫунакан ҫуртасен ҫутинче вӗсем кӑмӑллӑн калаҫса лараҫҫӗ.Вот так и сидели они, освещённые ярким дрожащим светом свечей.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Мана курсанах ҫак лаша кӑшт кӑна чӗтренсе илчӗ, анчах вӑл самантрах лӑпланчӗ, мана тӳрех питрен тӗлӗнсе пӑхса илчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Палӑри-палӑрми хумсем чӗтренсе юхаҫҫӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Ракетӑн корпусӗ чӗтренсе кайрӗ.
Уйӑха тӗпчесе сӑнани // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫав китсем кӑшт хускалкаласанах, Ҫӗр чӗтренсе каять…
Ҫӗр мӗн евӗрлӗ? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Пӗр ирхине, праҫник кун, кухарка кӑмакари вутта чӗртсе ярса килкартине тухсан, — эпӗ ун чухне лавкараччӗ, — кухньӑра темскер йывӑррӑн хашлатни илтӗнчӗ, лавка чӗтренсе илчӗ, сентресем ҫинчен карамель шуҫ коробкисем тӑкӑнчӗҫ, ҫӗмӗрӗлнӗ кантӑксем чанкӑртатрӗҫ, урай кӗмсӗртетрӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Урамра ҫил вӗретчӗ, фонарь ҫуттисем чӗтренсе тӑратчӗҫ, анчах та мана хура-кӑвак пӗлӗт чӗтреннӗ пек туйӑнчӗ, — вӑл ҫӗр ҫине октябрьти вӗтӗ, тусан пек ҫумӑра сапатчӗ, исленнӗ проститутка ӳсӗр ҫынна аллинчен тытса урам тӑрӑх тӑвалла сӗтӗрсе пыратчӗ, ӳсӗр ҫынна ӑна тӗрткелесе темскер мӑкӑртатать, нӑшӑклать.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫав купец майри ырхан, лапчӑк, салтак пек тӳрӗ хӗрарӑм, сӑн-пичӗ унӑн — аскет-монахинӗнни пек типӗ, куҫӗсем пысӑк та кӑвак, тӗксӗм шӑтӑксенче пытанса тӑраҫҫӗ, хура сараппан, авалхи йышши пурҫӑн шлепке тӑхӑннӑскерӗн, хӑлхисенче ҫав тери сип-симӗс тӗслӗ чулсем кӗртсе лартнӑ алкасем чӗтренсе тӑраҫҫӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Козуба чӗтренсе илчӗ те, мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран кӑшкӑрса ячӗ:
XXXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ывӑҫ тупанӗ тӑрӑх темле, лӑймака пек, ырӑ марскер чӗтренсе илчӗ.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Сиссе илнипе Бауман чӗтренсе илчӗ.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.