Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Раҫҫей патшалӑхӗн историйӗнчи ҫак сӑваплӑ кун пирӗн халӑхӑн ҫирӗп пӗрлӗхне, унӑн калама ҫук паттӑрлӑхӗпе чун хавалӗн виҫесӗр вӑйне тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннине сӑнарлать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани (2019) // Михаил Игнатьев. http://alikovopress.ru/pozdravlenie-glav ... bedyi.html
Хӗрсемпе йӗкӗтсем чун пӑшӑрханӑвне пайланине, арӑмӗсем упӑшкисем айккине чупнине чӑтса пурӑннине, ӗҫлемесӗр ӗҫсе выртнине ҫырнисене вуланӑ хыҫҫӑн манӑн та чунӑма уҫас килчӗ.
Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Чун ҫумне чун хушмалӑхне пар, ҫурт ҫумне ҫурт хушмалӑхне пар, ҫемье ҫумне ҫемье хушмалӑхне пар.Дай душу к душе, дай прибавления дома к дому, дай прибавление семьи к семье.
Кил пуҫӗн кӗлли (10) // халӑх пултарулӑхӗ. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 13-14 с.
«Маншӑн трактор-комбайн вӑл - чун киленӗҫӗ, ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче кунӗн-ҫӗрӗн хирте ирттермелли те пӗртте пӑшӑрхантармасть. Пирӗн ӗҫ яваплӑ. Ӑшӑ, уяр кунсемпе усӑ курса хир ӗҫӗсене вӑхӑтра вӗҫлеме тӑрӑшмалла. Ӳркенмесен ялта та пурӑнма аван. Ҫӗр вӑл, ҫын пекех, хӑйне юратнине, пӑхнине кӗтет. Ху тӑрӑшнин тухӑҫӗ аван пулсан вара чун тата та вӑйлӑрах хӗпӗртет», - тет Юрий Анатольевич.
Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21
«Ӑшӑ варкӑш» ум статьяра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫапла ҫырать: «Ачасен чун туртӑмне, кӑмӑл-туйӑмне питӗ аван туять ҫыравҫӑ. Ӑна вӑл кӗслеҫӗ хӗлӗхсене ҫепӗҫ пӳрнисемпе асамлӑн перӗнсе пире тыткӑнлакан сасӑ кӑларнӑ пек чӗрӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартать. Альбина Исемпин чӗлхе ӳнерӗ, ман шутпа, хӑй ятарлӑ тӗпчеве тивӗҫлӗ. Ача-пӑча калаҫӑвӗнчи ҫӗнӗ сӑмахтӑваслӑх та, сӑнарлӑха палӑртаслӑх та ун пуплевӗнче шыв юхнӑ пекех ҫыпӑҫуллӑн та ҫыхӑнуллӑн пулса пыраҫҫӗ, чуна тыткӑнлаҫҫӗ».
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унтан Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: ҫавӑнпа калатӑп сире: хӑвӑр чунӑршӑн — пирӗн мӗн ҫиес тесе, хӑвӑр ӳтӗршӗн — мӗн тӑхӑнас тесе ан пӑшӑрханӑр: 23. чун ҫимӗҫрен, ӳт тумтиртен аслӑрах.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Виҫеллӗ тата вӑхӑтне пӗлсе ӗҫсессӗн, эрех вӑл — чӗре савӑнӑҫӗ, чун йӑпанӑҫӗ; 34. вӑрҫнӑ-хирӗҫнӗ чухне эрех нумай ӗҫни — чун хурлӑхӗ кӑна.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӗ те пулин чӗнсе илӗр те вӗсене пӗтӗм хулана Олоферн халӑхӗпе унӑн ҫарне парӑр, ҫаратчӑр ӗнтӗ вӗсем, 27. пирӗншӗн вӗсен аллине лексе ҫарату тӳсни аванрах: эпир вӗсен чури пулсан та, пирӗн чун чӗрӗ юлӗ; куҫӑмӑрсем хамӑрӑн кӑкӑр ачисен, арӑмӑрсен, ачамӑрсен чунӗ тухнине курмӗҫ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав вӑхӑтрах Иисус, каялла таврӑнса, Асор хулине туртса илнӗ, унӑн патшине хӗҫпе касса вӗлернӗ, [Асорӗ вӑл ӗлӗк таврари патшалӑхсен чӑн аслӑ хули пулнӑ]; 11. унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [пурне те] тупаланӑ: пӗр чӗрӗ чун та юлман; Асора вӑл вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫак ҫӗрте пурӑнакансенчен е ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам чӑрсӑр аллипе мӗн те пулин тӑвать, ку Ҫӳлхуҫана хурлани пулать: ҫав чун хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтӗ, 31. мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахне вырӑна хумарӗ, Унӑн ӳкӗтне пӑсрӗ; ҫав чун пӗтӗ, унӑн ҫылӑхӗ хӑй ҫинче пулӗ, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пӗр-пӗр чун вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне, асамҫӑсем патне кайсассӑн, вӗсем хыҫҫӑн асса ҫӳресессӗн, Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав чун енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Аттепе анне пурнӑҫран уйрӑлсан чунра ҫав тери йывӑрччӗ. Ҫапах кукамай пулӑшнипе йӑлтах йӗркеленчӗ. Ача чухне лашапа ярӑнма юрататтӑм. Халӗ волейболла вылясси - чун киленӗҫӗ», - тет ҫӗнӗ пӗлӗш.
Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Хӑть ӑҫта та вӑл чунне парса тӑрӑшнӑ, сӑнарсене хӑй витӗр кӑларса «чун кӗртнӗ».
Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Васкамасӑр утрӗҫ хӗллехи шӑпланнӑ урампа икӗ ҫамрӑк чун.
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Чун савнисем тӗл пуласса кӗтнӗччӗ хӑна ҫурчӗн хуҫи, анчах алӑ ҫеҫ пани кӑмӑлне каймарӗ пулас, савӑнӑҫӗ сӳнчӗ унӑн ватӑлма пуҫланӑ сӑн-питӗнче.
Кӗрхи ҫумӑрсем пуҫлансан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.