Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурма уҫӑ кӑкӑрӗ ҫинче аялти кӗпе хӗрри чӗтрекелет, чӗри таппине лӑпкӑ хусканупа евӗрлет, ҫакна курсан, кӑмӑл-туйӑмӗн вӑрттӑн пӗлтерӗшӗн вӑйӗпе, — ҫывӑракан ҫак чун тӗлӗшпе Шамполион ҫепӗҫ ҫывӑхлӑх тата унпа пӗрле пулнин савӑнӑҫне туйса илчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Тӑшман флочӗ пулӑҫсемпе суту-илӗвӗн ҫӗр сакӑр вунӑ карапне путарсан, ҫакӑн ҫумне пассажир турттаракан вун тӑватӑ пӑрахут хушӑнсан, — вӗсем ҫинче ишнӗ мӗн пур ҫынпа, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе тата ачасемпе; унтан йывӑр залпсен чарӑнми ӗҫӗпе тинӗс хӗрринчи темиҫе хулана аркатсан — чечекленекен тинӗс хӗрри пурнӑҫсӑрланчӗ; вӑл сывлама чарӑнчӗ, малтан пурнӑҫӑн тӑнӑҫ-тӳлек сехечӗ ҫирӗппӗн шакканӑ вырӑнта тӗтӗмпе тусанӑн шуранка мӗлкисем явӑнма пуҫларӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Вӑл булавкине вӗҫертрӗ те — кофти кӑштах уҫӑлчӗ, шурӑ кӗпе хӗрри курӑнса кайрӗ.Она вынула булавку, и края кофточки слегка разошлись, приоткрыв край белой рубашки.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Горизонтра ҫыран хӗрри курӑнма пуҫларӗ.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Яриех уҫӑ ҫурма ҫаврака кантӑкран тӳпе ҫиҫет, сад пахчин пӗтреке ешӗллӗхӗнче ҫуркаланчӑк чул стена хӗрри курӑнать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Айӑр, ӑна-кӑна кӗтменскер, хӑранипе-ши е ҫынна таптас мар тесе сылтӑмалла карт! пӑрӑнчӗ те, чарӑнма ӗлкӗреймесӗр, тимӗрҫӗ лаҫҫи тӑррипе тан хӳсе лартнӑ кӗрт ҫине паш! кӗрсе кайрӗ, вырӑнӗ ҫырма хӗрри пулнӑ май, юр ӑшне хырӑмпа выртмаллах путса аннӑскер, хайхи ни малалла, ни каялла каяймасӑр тапалана пуҫларӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кайӑксем шӑпланчӗҫ; вӑрман хӗрри йывӑр чӗмсӗрлӗхре.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Пуш-пушӑ тинӗс хӗрри, шӑплӑх, яхта хыҫҫӑн хӑваласа ӗшенни, ялтӑркка куҫлӑ старик тӗлӗнмелле пуплени, унӑн ҫӳҫӗпе сухалӗн мӑнаҫлӑхӗ…
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Лонгрен ретӗн-ретӗн ҫапса тухнӑ сӑвайсем ҫинчи вӑрӑм пусма ҫине тухать, ун хӗрринче ҫилпе хӗмленекен чӗлӗмне вӑрахчен мӑкӑрлантарса тӑрать, ҫырана пысӑк хумсем пыра-пыра ҫапӑннине, вӗсем каялла куса-куса кайнӑ хыҫҫӑн ҫаралакан шыв тӗпне, ҫыран хӗрри кӑпӑкпа йӑсӑрланнине сӑнать.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хула хӗрри.
Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5902-%D0%91% ... D0%BF.html
Пӗтӗм кӗлеткипе хӗвелтухӑҫнелле ҫаврӑнчӗ, — ҫӗр хӗрри вӑл енче каҫхи пӗлӗтрен лайӑхах уйрӑлса тӑрать.Повернулась всем телом на восток, — край земли в той стороне ясно уже отделялся от ночного неба.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫеҫен хир хӗрри хыҫӗпе прожектор ҫути тӑсӑлса тухать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Аникей Борисович, тинех хулпуҫҫийӗсене йывӑррӑн хӑпарткаласа, урапа хӗрри ҫине ҫавӑрӑнса выртрӗ.Тогда Аникей Борисович тяжело приподнял плечи, лег на боковину телеги.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ашшӗн пуҫӗ ҫинчен илнӗ хайхи чашӑка хӗрри таранах сарӑрах-хӗрлӗрех хутӑшпа тултарчӗ.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Кимӗне ӳпӗнме парас мар тесе, тепӗр хӗрри ҫине пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе уртӑнса выртмалла пулчӗ.Чтобы лодка не опрокинулась, мне пришлось налечь всей тяжестью тела на противоположный борт.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Ҫил майлӑ вӗретчӗ, матроссем шлюпкӑна буксирласа туртса пычӗҫ, эпӗ хам хыҫалтан тӗксе пытӑм, вара эпир часах ҫыран хӗрри патне ҫывхартӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Гильза тӗпӗн (шӗлепкин) тулалла тухса тӑракан хӗрри пур.
Пемелли патрон // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пластырьпе чӗркенӗ пуля пӑшал кӗпҫине япалапа тӗртсен ҫеҫ кӗнӗ, халӗ ӗнтӗ пульӑпа пӑшал кӗпҫи хӗрри хушшинче нимле пушӑ вырӑн та юлман.Пуля с пластырем входила в ствол плотно, зазора между нею и стенками ствола не было.
Пластырьпе чӗркенӗ пуля // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Площадка хӗрри тулашӗнче, пӗчӗк юханшывран темиҫе метрта, сӑмсипе ҫӗре пырса тирӗннӗ самолет ларать.За краем площадки, в нескольких метрах от речушки, уткнувшись носом в землю, стоял самолет.
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Венера иртсе пынине Ломоносовпа пӗр вӑхӑтрах ытти астрономсем те сӑнанӑ, вӗсем те ҫутӑ кӑшӑла асӑрханӑ, анчах вӑл мӗн пулнине тавҫӑрса илеймен, Венера хӗрри Хӗвел мӗлкин хӗррипе сӗртӗннӗ вӑхӑтра ҫутӑ кӑшӑл вӗсене ҫав вырӑна паллӑ тума кансӗрлерӗ, тесе ӳпкелешнӗ.
Венера // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.